Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗтреллӗ сăмах пирĕн базăра пур.
тӗтреллӗ (тĕпĕ: тӗтреллӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сяо Сян каланинче чӑн та тӗтреллӗ вырӑнсем пур.

Впрочем, в утверждениях Сяо Сяна действительно были туманные места.

III // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Тӗксӗм те тӗтреллӗ кун пуҫланса кайрӗ.

Начинался хмурый, пасмурный день.

22. Аслӑ наградӑна илме чӑнах та тивӗҫлӗ пулнине эпӗ ӗҫпе кӑтартса пама тивӗҫ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Нумай вӑхӑт хушши тӗтреллӗ ҫанталӑк тӑма пуҫларӗ.

Подолгу стояли туманы.

21. Никитин таврӑнчӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Сӑрӑ, тӗтреллӗ ирхине мӗнпур ҫӳлӗ ҫуртсем, шахта трубисем, терриконсем ҫинче тата хула паркӗнчи чи ҫӳлӗ йывӑҫ тӑрринче ҫынсем хӗрлӗ ялавсем ҫакӑнса тӑнине курчӗҫ.

Серым, пасмурным утром на всех высоких зданиях, на шахтных трубах, терриконах и на самом высоком дереве в городском парке люди увидели красные флаги.

Хӗрлӗ ялавсем // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Кукӑр-макӑрӑн картлашкаланса тӑсӑлакан тӗтреллӗ ярӑмсӑр пуҫне нимӗнех те курӑнмасть-тӑр ахӑр.

Едва заметную зубчатую полоску, в тумане больше ничего не видно.

Клевень шывӗ хӗрринчи лагерь // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Мӗн курать-ши вӑл тӗтреллӗ тавракурӑм хӗрринче?

Что он видит на горизонте?

Клевень шывӗ хӗрринчи лагерь // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Ҫанталӑк ҫав тери тӗтреллӗ тӑнӑ, таврара нимӗн те курӑнман, хыпашлакаласа тенӗ пек кӑна утнӑ вӗсем, хӑйпе пӗрле пыракан тусне те курман Дзержинский.

Выл такой густой туман, что двигаться приходилось ощупью, и Дзержинский не видел даже своего друга.

Тарни // Василий Алагер. Герман, Ю. Феликс Дзержинский: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 66 с.

Ҫак тӗтреллӗ, е лайӑхрах каласан, чирлӗ кун, ҫунан ҫурта ҫине пӑхма та кӑмӑллӑ мар, теттӗм притворсем хурлӑхлӑччӗ; ҫаврака куҫлӑ тӑрӑхла чӳречесен авӑнчӑк кантӑкӗсем ҫинче ҫумӑр куҫҫулӗ юхать.

Свечи при пасмурном, лучше сказать — больном дне, как-то были странно неприятны; темные притворы были печальны; продолговатые окна с круглыми стеклами обливались дождливыми слезами.

VII сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.

Кӑштах тӗтреллӗ ҫанталӑк, самолетсенчен хӑрамалли ҫук, анчах шывра сыхлан — нимӗҫсен подлодкисем хӗвӗшсе ҫеҫ ҫӳреҫҫӗ, минӑсем пӑрахса тултарнӑ вара — шучӗ те ҫук!

Туман небольшой, самолетов бояться нечего, но воды берегись — немецкие подлодки шныряют, а мин они набросали без счету!

Утрав ҫинче // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Ун асӗнче тӗтреллӗ асаилӳсем вӑранчӗҫ, вӑл ҫумӑра, ҫиле, юра асне илчӗ, анчах ҫак ҫил-тӑвӑлра вӑл хӑй мӗн чухлӗ утнине, икӗ кун хушши-и, икӗ эрне-и — вӑл ӑна-кана чухласа илеймерӗ.

Он смутно помнил дождь, ветер и снег, но сколько времени его преследовала непогода — два дня или две недели, — он не знал.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Ҫӗнӗ кун каллех тӗтреллӗ пулчӗ.

Опять туман.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Ку кун тӗтреллӗ пулчӗ.

День выдался туманный.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Гусев Лося хул пуҫҫи ҫине хучӗ те — вӗсем тӗтреллӗ тӗпсӗрлӗх ҫийӗн ҫакӑнса тӑракан пусмапа, сӗм тӗттӗмлӗхре вӗрекен кӳлӗ ҫийӗнчи кӗперпе каялла кайрӗҫ.

Гусев перекинул Лося через плечо, — и они пошли обратно через мосты над кипящим в тьме озером, по лесенкам, повисшим над туманной пропастью.

Тарни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

(Ку шӑпах — Лось Тускуб керменӗнче тӗтреллӗ тӗкӗре пӑхнӑ самант.)

(Это была, именно, та минута, когда Лось взглянул в туманное зеркало в тускубовой усадьбе).

Гусевӑн ҫак кунхи ӗҫ-хӗлӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Вӑл урса-тилӗрсе вун икӗ ҫӗрте калаҫрӗ, унӑн сӑмахне тӗтреллӗ тӗкӗрсем ӗҫлевҫӗсен кварталӗсене ҫитереҫҫӗ.

Он произнёс двенадцать бешеных речей, переданных в рабочие кварталы туманными зеркалами.

Гусевӑн ҫак кунхи ӗҫ-хӗлӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Пӗкӗрӗлнӗ кӳлепесем, ҫапах та, тӗтреллӗ ҫерем тӑрӑх чӑлӑш-чалӑшшӑн чупса кайрӗҫ.

Всё же пригибающиеся фигуры побежали зигзагами по туманной лужайке.

Лось Гусева пулӑшма васкать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Вара вӑл тӗтреллӗ тӗкӗрлӗ ансӑр пӳлӗме иртсе кресло ҫине лаштах ларчӗ, янах айне чӗрнисемпе хӗстерсе тытрӗ:

Тогда он прошёл в узкое зальце с туманным зеркалом, сел в кресло, захватил ногтями подбородок:

Лось Гусева пулӑшма васкать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

— Каҫарсам, мана — тӗтреллӗ.

Прости, мне смутно.

Ӑрӑм-сурӑм (тухату) // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Стенара, урайӗнчен чылай ҫӳлерех, тӗтреллӗ экран ҫинче хула ӳкерчӗкӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри шӑва-шӑва иртеҫҫӗ: фабрикӑсен ӑшӗ-шалӗ, урамсен хӗресленӗвӗсем, унта чупа-чупа куҫакан кӳлепесем, шыв циркӗсен, электромагнит башнисен, складсен пушӑ, пӗр евӗр хуралтисен ӗлкисем, — вӗсене салтаксем хураллаҫҫӗ.

В стене, высоко над полом, проходили быстро одна за другой, в туманном зеркале, картины города: внутренность фабрик, перекрёстки, с перебегающими в тумане фигурами, очертания водяных цирков, электро-магнитных башен, однообразные, пустынные здания складов, охраняемые солдатами.

Тускуб // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Тӗтреллӗ стенара ун умӗнче тӗлӗнтермӗш пурнӑҫ уҫӑла-уҫӑла, ирте-ирте куҫать.

Странная жизнь раскрывалась и проходила перед ним в туманной стене.

Гусев хулана сӑнать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех