Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӳтсе (тĕпĕ: сӳт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку саманта ҫухатма юрамасть, меллӗ усӑ курмалла тесе шутласа илтӗм те хайхи манахсем пирӗн паталла ҫывхарса пынӑ чухне: — Ну, кӑмӑллӑ ҫыннӑм, тав сана, ыйтусене сӳтсе яврӑмӑр, манӑн кайма вӑхӑт ҫитрӗ, — терӗм те ерипен утса кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Ҫакӑн пек сӑнава эпир аттепе пӗрле сӳтсе яваттӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Атте утарӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 110–116 с.

Кукка килте пулсан вара питӗ хытӑ савӑнаттӑмччӗ, унпа пӗрле пахчара е вутӑ сарайӗнче тӗрткелешсе ҫӳреме юрататтӑм, — шӑнкӑрч йӑви тӑвать-и е велосипедне сӳтсе пӑрахса каялла ҫӗнӗрен пуҫтарать-и — манӑн пурне те пӗлес, хам алӑпа тытса пӑхас килетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Эх, пухӑнса лараҫҫӗ вара ҫак штабра шӗвӗрккесем, хӑйсене мӑн ҫын пек тытса тем сӳтсе яваҫҫӗ, тем канашлаҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

Унта вунӑ ача ытла шӑнӑҫса тӗрлӗ ӗҫ сӳтсе явма пултарать.

Куҫарса пулӑш

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

Хӗрарӑмсем ума сиксе тухнӑ йывӑр ыйтӑва сӳтсе ява пуҫларӗҫ:

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Ҫав кунах хамӑн ҫывӑх юлташпа, пулас туй каччин ҫумӗпе, тӗл пулса Лора каланӑ хыпара сӳтсе яврӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Ку ыйтӑва каярах сӳтсе явӑпӑр, — тесе лӑплантартӑм ӑна.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Ачасем ку шкула саларисемсӗр пуҫне таврари вун пӗр ялтан ҫӳреҫҫӗ: такама, темле пулӑма сӳтсе явмалли пайтах ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Унта председательсӗр пуҫне агроном, зоотехник, бригадирсемпе ферма заведующийӗсем ҫак кун мӗн-мӗн тумаллине-пурнӑҫламаллине сӳтсе яваҫҫӗ-палӑртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Левентипе амӑшӗ шкулти вӗренӳ, тӗрлӗ ӗҫри ыйтусене пӗрле сӳтсе яватчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Ҫамрӑксем мӗн кӑна ӗмӗтленмерӗҫ, мӗн кӑна сӳтсе явмарӗҫ!

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Вӑхӑт иртнӗҫем Ирина та шаннӑ ӗҫне стройка ертӳҫисене тивӗҫтермелле, унта вӑй хуракансен пурнӑҫне хӳтлевлӗ-тивӗҫлӗ пурнӑҫлама хӑнӑхрӗ пулсан та, хайне малтанхи пекех пӗччен туять: ӑш-варлӑн калаҫма, вӑл е ку ыйтӑва сӳтсе явма юлташ тупаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Пур ҫав… — пысӑк пӗлтерӗшлӗн тавӑрчӗ мана клуб пуҫлӑхӗ, — Пӗррехинче, ял пухӑвӗнче тӗрлӗрен ыйтусем сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн, пухӑва пынӑ ҫынсене тахӑшӗ лекци вуласа панӑ.

Куҫарса пулӑш

Макҫӑм мучи тивлечӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 30–31 с.

Партие тата кандидата кӗрекенсемпе ӗҫ вӗҫленсен, хайхи генеральнӑй план проектне сӳтсе явмалли вӑхӑт ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

58 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— «Ҫӑмӑл кавалери» ыйтӑвне сӳтсе явнӑччӗ унта.

Куҫарса пулӑш

16 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Клубне те хӑйсенчен хӑвармарӗҫ вӗсем, сӳтсе турттарса килнӗскере, ӑна вӑрӑм та сарлака пӗве пуҫне хӑпартса лартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

15 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Эртелпе сӳтсе явса обязательствӑсем палӑртӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Парламентарисем ял халӑхӗн сывлӑхне упрас тӗлӗшпе нормативпа право тӗлӗшӗнчен тӗрев парасси ҫинчен ыйтӑва тата федерацин Атӑлҫи округӗнчи субъектсенче пуҫаруллӑ бюджетирование аталантарасси пирки практикӑна сӳтсе явнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре ҫичӗ ҫул хушшинче пуҫаруллӑ бюджетировани проекчӗсен шучӗ 10 хут ытла ӳснӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/11/chav ... ulla-byudz

Ҫынсем кӳршӗ-аршӑпа хыттӑн пулни-иртнине сӳтсе явма пикенчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех