Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сивӗннӗ (тĕпĕ: сивӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унтан, сӑхсӑхмасӑрах, аслашшӗне пӗр пек сивӗннӗ тутисенчен хытӑ чуптурӗ те тухса ҫухалчӗ.

Потом, не перекрестившись, крепко поцеловал старика в твердые, ледяные губы и молча вышел вон.

XLIII. Парус // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ун амӑшӗпе хӑшпӗр чух икшер сехет те калаҫаттӑмӑр, анчах вӑл пӗрмаях темле Варвара Рабинович ҫинчен калатчӗ, вӑл та декламаторша иккен те пысӑк чапа тухнӑскер имӗш, Кира амӑшӗ пӗр вӑхӑтра ун патне вӗренме пымашкӑн та шутланӑ-мӗн, анчах ҫав Варвари ана «ытла вӗҫкӗнӗн» йышӑннӑ иккен те вара тин ун патӗнче вӗренес шухӑшран сивӗннӗ.

С этой мамой мы разговаривали иной раз часа по два, к сожалению, все о какой-то Варваре Робинович, тоже декламаторше, но знаменитой, у которой Кирина мама собиралась брать уроки, но раздумала, потому что эта Варвара приняла ее с «задранным носом».

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вернерӑн чӗлхи усалччӗ: унӑн эпиграммине итленӗ хыҫҫӑн хӑш-пӗр ырӑ кӑмӑллӑ ҫын та тӑр-ухмах ятне илткеленӗ; унпа хирӗҫлекенсем, шывпа сиплекен кӗвӗҫ медиксем, Вернер хӑй сыватакан чирлӗ ҫыннисенчен кулса карикатурӑсем ӳкерет, тесе элек сарнӑ, — чирлӗ ҫыннисем вара ҫилленнипе пурте тенӗ пекех унран сивӗннӗ.

У Вернера был злой язык: под вывескою его эпиграммы не один добряк прослыл пошлым дураком; его соперники, завистливые водяные медики, распустили слух, будто он рисует карикатуры на своих больных, — больные взбеленились, почти все ему отказали.

Майӑн 13-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Эпир ун пӗркенчӗкне ҫуртӑмӑр та суранне май ҫитнӗ таран хытӑрах туртса ҫыхрӑмӑр; Печорин кӑлӑхах унӑн сивӗннӗ тутине чуп тӑвать — Бэла тӑна кӗреймерӗ.

Мы изорвали чадру и перевязали рану как можно туже; напрасно Печорин целовал ее холодные губы — ничто не могло привести ее в себя.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Кӗле сивӗннӗ хыҫҫӑн кӑмрӑклӑрах пулсан алламалла та упрама хумалла.

Куҫарса пулӑш

Ал айӗнчи паха удобрени // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.07.28, 29№

Кӑшт сивӗннӗ ҫӗр улми ҫине ӑшӑ (вӗри мар) сӗт, тӑвар тата пӑрӑҫ хушса нимӗр тумалла, ӑна ашпа, ӑшаланӑ суханпа, туранӑ ешӗл суханпа пӗрлештермелле те тип ҫу сӗрнӗ форма ҫине вырнаҫтармалла, ҫиелтен теркӑланӑ сыр сапмалла.

На охлажденный картофель налить тёплое молоко (не горячего), добавив соль и перец растолочь его с мясом, жаренным луком, нарезанным зелёным луком перемешать и выложить на намазанную маслом форму, сверху посыпать натертым сыром.

Верук тӗпелӗ // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Тулли мар чей кашӑкӗ илсе вӗресе сивӗннӗ 1 стакан шыва ямалла, 12 сехет лартмалла.

Куҫарса пулӑш

Газ пухӑнсан ҫӑмӑллӑх кӳреҫҫӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.07.20. 28№

26. Антиоха пулӑшмашкӑн Симон ун патне икӗ пин хастар ҫын, ылтӑн-кӗмӗл тата чылай апат-ҫимӗҫ ӑсатнӑ; 27. анчах лешӗ ҫакна йышӑнма кӑмӑл туман, унччен сӑмах татнине пӑсса пӗтӗмпех сивӗннӗ унран.

26. И послал к нему Симон две тысячи избранных мужей в помощь ему, и серебро и золото, и довольно запасов; 27. но он не захотел принять это и отверг все, в чем прежде условился с ним, и отчуждился от него.

1 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

28. Мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: акӑ Эпӗ сана ху курайми пулнӑ ҫынсен аллине, чуну сивӗннӗ ҫынсен аллине паратӑп.

28. Ибо так говорит Господь Бог: вот, Я предаю тебя в руки тех, которых ты возненавидела, в руки тех, от которых отвратилась душа твоя.

Иез 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

22. Ҫавӑнпа та, Оголива, Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: акӑ Эпӗ чуну сивӗннӗ еркӗнӳсене сана хирӗҫ тӑратӑп, вӗсене сана хирӗҫ пур енчен те пухса килӗп: 23. Вавилон ывӑлӗсене, пӗтӗм халдее, Пеходран, Шоаран тата Коаран илсе килӗп, вӗсемпе пӗрле мӗнпур Ассур ывӑлне, илемлӗ йӗкӗтсене, ҫӗр пуҫлӑхӗсемпе хула пуҫӗсене, ҫулпуҫсемпе ятлӑ ҫынсене, пӗтӗм ӑста юланутҫӑна илсе килӗп.

22. Посему, Оголива, так говорит Господь Бог: вот, Я возбужу против тебя любовников твоих, от которых отвратилась душа твоя, и приведу их против тебя со всех сторон: 23. сынов Вавилона и всех Халдеев, из Пехода, из Шоа и Коа, и с ними всех сынов Ассура, красивых юношей, областеначальников и градоправителей, сановных и именитых, всех искусных наездников.

Иез 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Тӑван кӗтесне пӑрахса каякан ҫын — хӑй йӑвинчен сивӗннӗ кайӑк пек.

8. Как птица, покинувшая гнездо свое, так человек, покинувший место свое.

Ытар 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Усал ҫынсен пусмӑрӗ хӑйсенех пырса ҫапӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем тӳрӗлӗхрен сивӗннӗ.

7. Насилие нечестивых обрушится на них, потому что они отреклись соблюдать правду.

Ытар 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

59. Турӑ илтнӗ те — ҫилли вутла хыпса илнӗ, Израильрен пачах та сивӗннӗ; 60. вара Вӑл Силомри кӗлӗ чатӑрне, этемсем хушшинче пурӑнакан килне, пӑрахнӑ; 61. Хӑйӗн тӗреклӗ вырӑнне, Хӑйӗн мухтавлӑхне тӑшман аллине тыткӑна панӑ, 62. Хӑйӗн халӑхне хӗҫ айне ӳкернӗ, Хӑйӗн еткерне ҫилленсе ҫитнӗ.

59. Услышал Бог и воспламенился гневом и сильно вознегодовал на Израиля; 60. отринул жилище в Силоме, скинию, в которой обитал Он между человеками; 61. и отдал в плен крепость Свою и славу Свою в руки врага, 62. и предал мечу народ Свой и прогневался на наследие Свое.

Пс 77 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

56. Вӗсем вара каллех Ҫӳлти Турра сӑнанӑ, хирӗҫ тӑнӑ, Вӑл панӑ йӗркесене уяман; 57. хӑйсен ашшӗсем пек, Ӑна пӑрахнӑ, Унран сивӗннӗ, йӑнӑш яракан ҫӗмрен пек, каялла кайнӑ; 58. Ӑна хӑйсен тӳпем вырӑнӗсемпе кӳрентернӗ, Ӑна хӑйсен йӗрӗхӗсемпе ҫиллентернӗ.

56. Но они еще искушали и огорчали Бога Всевышнего, и уставов Его не сохраняли; 57. отступали и изменяли, как отцы их, обращались назад, как неверный лук; 58. огорчали Его высотами своими и истуканами своими возбуждали ревность Его.

Пс 77 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2 апат кашӑкӗ шӗвеке вӗресе сивӗннӗ ҫур стакан шыва ямалла, унпа пите кунне темиҫе хут сӑтӑрмалла.

Куҫарса пулӑш

Хӗрен косметики // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех