Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

революци сăмах пирĕн базăра пур.
революци (тĕпĕ: революци) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑҫалхи январь уйӑхӗнче чӑваш ӗҫҫыннисем чӑвашсен революци хыпарҫи — Тайӑр Тимкки поэт ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине паллӑ туса ирттерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тайӑр Тимкки // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 95 с.

Мӗншӗн тесен кӗркуннехи уйӑхсенче, ҫав тери историллӗ пысӑк событисем пулса иртнӗ тапхӑрта (Октябрьти революци, урамсенчи ҫапӑҫу, тупӑ сасси; каярахпа кунӗн-ҫӗрӗн агитаци ӗҫӗ, час-часах пулакан собранисем) пире вӗренӳрен сӗвӗрнӗ, хамӑр та сӳрӗкрех вӗренме пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

«Ҫӗнӗ Интернационал туни капитала хирӗҫ пыракан кӗрешӳре халӑхсене пӗрлештерӗ тата пӗтӗм тӗнчери пролетарилле революци ҫӗнтерӗвӗ патне, социализм идейисем пӗтӗмпех ҫӗнтересси патне илсе пырӗ», — тенӗ ҫав телеграммӑра.

Куҫарса пулӑш

Мускав, Совнарком, В. И. Ленина // М. Румянцев. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 90 с.

Унта вулӑсри чухӑн хресченсем, революци налукне валеҫме пухӑнса, Ленина саламланӑ, пӗтӗм тӗнчери пролетариат Интернационал ялавӗ айӗнче пӗрлешессе ҫирӗп шанса тӑни ҫинчен каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Мускав, Совнарком, В. И. Ленина // М. Румянцев. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 90 с.

Унта вӗсем хӑйсем революци ӗҫне чунтан парӑнни ҫинчен, кӗрешӳре тупнӑ ирӗклӗхе пурнӑҫа шеллемесӗр хӳтӗлеме хатӗр пулни ҫинчен пӗлтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Мускав, Совнарком, В. И. Ленина // М. Румянцев. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 90 с.

1918 ҫулхи ноябрӗн 7-мӗшӗнче Октябрьти революци ҫӗнтернӗренпе ҫулталӑк ҫитнӗ май Шупашкар уесӗнчи Кӗчкей ялӗнчи ӗҫҫыннисен митингӗ пулса иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Мускав, Совнарком, В. И. Ленина // М. Румянцев. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 90 с.

Февральти революци хыҫҫӑн В. И. Ленинпа пӗрле Н. К. Крупская та Раҫҫее таврӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Пурне те пӗлме тӑрӑшакан ҫивӗч ӑс-тӑн, пултарулӑх, нумай вӗренни, марксизма тӗплӗ пӗлни, революци ӗҫне чӗререн парӑнни, ирӗк-кӑмӑл вӑйӗпе паттӑрлӑх — ҫак паха енсем ытлӑн-ҫитлӗнех Надежда Константиновнӑра, ҫаксене пула партипе Совет государствин паллӑ деятелӗ таран ӳссе ҫӗкленме пултарнӑ те ӗнтӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Вӑтӑр ҫул хушши пӗрлешӳллӗ революци кӗрешӗвӗнче, творчествӑлла ӗҫре, туслӑхпа юратура вӗсен хаваслӑхпа савӑнӑҫ иксӗлми пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Ӗҫхалӑхне хисеплени, ӑна пусмӑрпа хӗн-асапран хӑтарас туртӑм пысӑк пулни Н. К. Крупскаяна революци ҫӗнтерӗвӗшӗн ӗҫлеме вӑй-хӑват хушса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Ашшӗ, Константин Игнатьевич Крупский, революци шухӑшлӑ, малта пыракан ҫын пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Ӗҫсӗр ҫынсем хушшинче забастовкӑсене хутшӑннӑшӑн, революци майлӑ пулнӑшӑн ӗҫрен кӑларса янисем те, маларах, политика енчен айӑпланса, тӗрмере ларса тухнисем те чылай тупӑнаҫҫӗ.

Были среди безработных и люди, уволенные с работы за участие в забастовках, за революционные убеждения, бывшие политические заключенные.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Сайра хутра пулса иртнӗ тӗлпулусенче вӗсем революци юхӑмӗн ӗҫӗсем ҫинчен кӑна сӑмахланӑ вӗт-ха.

Ведь во время немногочисленных и коротких встреч они говорили о делах революционного движения.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вара Володя похода кайма хатӗрленнӗ салтак пек мӑлатукне хулпуҫҫийӗ ҫине хучӗ те, пуҫне мӑнкӑмӑллӑн каҫӑртса, революци пулнӑранпах Бессараби ҫыннисен чунӗсенче упранакан юрӑ кӗввине шӑхӑрма пуҫларӗ:

И тогда, словно готовый двинуться в поход, Володя Колесников положил молот на плечо и, закинув гордо голову, начал насвистывать песню — песню, хранившуюся в душе бессарабцев еще с первых дней революции:

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Октябрьти социализмла Аслӑ революци пулнӑранпа ҫирӗм пӗр ҫул тултарать…» —

Исполняется двадцать один год Великой Октябрьской социалистической революции…»

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Революци ҫулӗсенче эпир иксӗмӗр те пӗр евӗрлӗ шухӑшлӑ сӑвӑсем ҫырнӑ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вӑл каланӑ тӑрӑх патшана пӗтӗм тӳри-шарипе аркатмалли революци пулмаллах.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Большевиксем рабочисене: патша влаҫне сирпӗтмесӗр ӗҫ ҫыннисене ирӗк пулас ҫук, патша влаҫне хирӗҫ пӗр парӑнми кӗрешмелле, тесе вӗрентнӗ, ҫӗнӗ революци хатӗрленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ленӑ шывӗ ҫинчи рабочисен пӑлхавӗнче пулнӑ пирӗн янташсем // Иван Кузнецов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 100-101 с.

Революци ӗҫӗнчен вара, революционер ятне ярас мар тенӗрен, ӗҫкӗ-ҫикӗсенчен, чиркӳ уявӗсемпе суту-илӳ ӗҫӗсенчен пушӑ вӑхӑтра сӑмах ҫӳретни кӑна тӑрса юлать.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Ҫитӗннӗ ҫынсем революци вӑййине выляҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех