Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кавар сăмах пирĕн базăра пур.
кавар (тĕпĕ: кавар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вара пысӑк кавар тунӑ, ҫынсем Авессалом тавра пуҫтарӑнма тытӑннӑ, нумайлансах пынӑ.

И составился сильный заговор, и народ стекался и умножался около Авессалома.

2 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Саул ӑна каланӑ: эсир, Иессей ывӑлӗпе иксӗр, мӗншӗн мана хирӗҫ каварлашнӑ, мӗншӗн эсӗ ӑна ҫӑкӑр тата хӗҫ панӑ, уншӑн Турра тархасланӑ, — ку халӗ паллӑ ӗнтӗ, — вӑл мана хирӗҫ тӑтӑр, вӑрттӑн кавар тутӑр терӗн-им? тенӗ.

13. И сказал ему Саул: для чего вы сговорились против меня, ты и сын Иессея, что ты дал ему хлебы и меч и вопросил о нем Бога, чтоб он восстал против меня и строил мне ковы, как это ныне видно?

1 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Иессей ывӑлӗ сире пурне те уйсемпе иҫӗм ҫырли пахчисем парать-и вара, сире пурне те пинпӳсемпе ҫӗрпӳсем тӑвать-и? 8. мӗн эсир пурте мана хирӗҫ каварлашнӑ, манӑн ывӑл Иессей ывӑлӗпе туслашнӑ чухне ҫавӑн ҫинчен мана никам та пӗлтермерӗ, манӑн ывӑл мана хирӗҫ манӑн чурана вӑрттӑн кавар тума хӗтӗртнӗ, — ку халӗ паллӑ ӗнтӗ, — ҫавӑн чухне мӗншӗн эсир мана хӗрхенмерӗр, мӗншӗн ҫавна мана уҫса памарӑр? тенӗ.

неужели всем вам даст сын Иессея поля и виноградники и всех вас поставит тысяченачальниками и сотниками, 8. что вы все сговорились против меня, и никто не открыл мне, когда сын мой вступил в дружбу с сыном Иессея, и никто из вас не пожалел о мне и не открыл мне, что сын мой возбудил против меня раба моего строить мне ковы, как это ныне видно?

1 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

— Мӗнле-ха апла, сирӗн аннӗре суясшӑн пулнӑ-и вӑл е вӗсем иккӗшӗ те сире хирӗҫ кавар тунӑ-и? — Верочка хӗрӳллӗн калама пуҫларӗ: ман анне каварта пулмаллах усал хӗрарӑм мар ӗнтӗ, — терӗ.

— Что ж, он хотел обмануть вашу мать, или они оба были в заговоре против вас? — Верочка горячо стала говорить, что ее мать уж не такая же дурная женщина, чтобы быть в заговоре.

IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех