Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӗсене, йышлӑн шӑтма пуҫласанах, йывӑҫ шитсемпе хупӑрласа сапаланчӑк сулхӑн памалла.
Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.
Аптранӑ енне, рабочисем ҫав сӗнӳпе килӗшеҫҫӗ те чӑн та йышлӑн пухӑнса Надеждинский приискри халӑх ҫурчӗ патне каяҫҫӗ.
Ленӑ шывӗ ҫинчи рабочисен пӑлхавӗнче пулнӑ пирӗн янташсем // Иван Кузнецов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 100-101 с.
Ҫав самантра яла йышлӑн пырса тулнӑ казаксем, тупӑсемпе хӗҫ-пӑшалланнӑ карательсем, ҫӗнӗрен вӑй пухса, пӑлханса кайнӑ ялсенче «йӗрке» кӳме хатӗрленеҫҫӗ.
«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.
Ҫынсем кашни лавкка умӗнче йышлӑн кӗпӗрленсе тӑраҫҫӗ.
X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Митинга халӑх та йышлӑн пуҫтарӑнчӗ.
Куҫҫуль витӗр савӑнӑҫ кӳрекен уяв // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10673-ku ... reken-uyav
Ирхине ҫумӑр пӗрӗхсех тӑчӗ, апла пулин те халӑх «Август» парка йышлӑн туртӑнчӗ.
Кӑтартуллӑ вӑй хурсан уявра савӑнма та аван // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10765-k- ... ma-ta-avan
Футбола юратакансем историлле пулӑма пӑхма йышлӑн - 1300 ҫын ытла - пуҫтарӑнчӗҫ.
Ӑнӑҫлӑ пуҫларӗҫ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11110-n- ... l-puclar-c
Уява халӑх йышлӑн пуҫтарӑннӑ% аякри, ҫывӑхри чӑваш ялӗсенчен.
Тӑван район сулмаклӑн аталаннӑ // Вениамин Сорокин. http://putpobedy.ru/publikatsii/11311-t- ... -n-atalann
Йӑмра айӗнче ваттисем те йышлӑн кӗпӗрленсе тӑраҫҫӗ иккен.
11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
…Шупашкарти Введени соборӗ умне юлан утсем те, ҫуран ҫынсем те йышлӑн пуҫтарӑнса тӑнӑ.
11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Пӑлхавҫӑсем йышлӑн пуҫтарӑнсан тахӑшӗ Мамич-Бердей вӗрентнипе сӑмах та каларӗ.
8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Чӑвашсем ҫеҫ мар, ҫармӑссем, вырӑссем, тутарсем йышлӑн пыраҫҫӗ унта.
5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Эпир йышлӑн, пурсӑра та хӗҫпе вакласа тӑкатпӑр!
16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Кӑкшамарта Хусан ҫывӑхӗнчи тутарсем йышлӑн пурӑнаҫҫӗ.
15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Пӑхма та кӑмӑллӑ, паян йышлӑн эсир.
15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Пухӑннӑ халӑх часах хӑйӑрлӑ вӑрман ҫулӗ ҫинче кӑшт тусан вӗҫтерсе юлан утсем йышлӑн килнине асӑрхарӗ.
13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Юлан утсенчен кӑшт юларах ҫуран ҫынсем йышлӑн килеҫҫӗ.
12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ҫав вӑхӑтра ҫулпа юлан утсем йышлӑн вӗҫтерсе килни курӑнса кайрӗ.
2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем, РФ Федераци Канашӗнчен, РФ субъекчӗсен пуҫлӑхӗсем йышлӑн пуҫтарӑннӑ.
Чӑваш Ен "Раҫҫей тӗрленӗ карттине" ҫӗршывӑн ҫӗнӗ регионӗсемпе пуянлатса паллаштарнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/13/chav ... hivan-cene
— Ан шиклен, карчӑк, эпир йышлӑн пулатпӑр, — терӗ хуҫа.
16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.