Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

британи сăмах пирĕн базăра пур.
британи (тĕпĕ: Британи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ишев вӑхӑтӗнче «Британи» Океанин пысӑкрах утравӗсем ҫинче пур ҫӗрте те пулнӑ.

За время плавания «Британия» посетила главнейшие острова Океании.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Мэрин ыйтӑвӗсем ҫине хирӗҫ тавӑрса пырса, Айртон «Британи» Лӑпкӑ океанӑн шывӗсем ҫинче мӗнле ҫӳренисем ҫинчен пӗтӗмпех каласа кӑтартрӗ.

Отвечая на расспросы Мэри, Айртон рассказал всю историю плавания «Британии» по Тихому океану.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

«Британи» каяс кун вӗсене вӑл Глазгора тӗл пулнӑ.

Он видел их в Глазго в день отплытия «Британии».

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Хӑйне «Британи» ҫинчи боцман тесе кӑтартать ку ҫын, те тӗрӗс калаҫать, те тӗрӗс мар, ҫулҫӳревҫӗсенчен пӗрин пуҫне те ҫав шухӑш халиччен килсе кӗмен.

Никому из путешественников до сих пор не пришло в голову усомниться в правдивости сообщений человека, выдававшего себя за боцмана с «Британии».

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫак ҫын унӑн ашшӗн юлташӗ тата «Британи» ҫинчи матрос пулнӑ вӗт!

Ведь это был спутник, товарищ её отца, матрос с «Британии»!

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Мана килсе ҫапнӑ хум фок ҫинче риф илсе пынӑ ҫӗртен шӑлса антарнӑ вӑхӑтра «Британи» тӳрех Австрали ҫыранӗсем ҫине вӗҫтерсе пыратчӗ.

— Когда волна смыла меня с реи, где я брал риф на фоке, «Британия» неслась прямо на берег Австралии.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

«Британи» икӗ ҫул каялла ҫеҫ ҫӗмӗрӗлсе кайнӑ иккен те, ҫавӑнпа та вӑл: Гленарван шыракан ҫынсем кунти ҫырансен ҫывӑхӗнче ҫукки ҫинчен те, вӗсем нихӑҫан та пулманни ҫинчен те каласа пачӗ.

А так как катастрофа с «Британией» произошла всего два года тому назад, то он с полной уверенностью заявил, что разыскиваемых Гленарваном людей нет и не было в этой части побережья.

Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӑл малтан Падди О'Муртан «Британи» ҫинчен мӗн те пулин илтмен-и тесе ыйтрӗ.

Он сначала спросил Падди О’Мура, не слыхал ли тот чего-нибудь о крушении «Британии».

Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫакӑнтан вара документра кӑтартнӑ широтан градусӗсем крушени вырӑнне ҫеҫ кӑтартма пултараҫҫӗ теме пулать, кӗленчине те Австралин хӗвеланӑҫ ҫыранӗсем патӗнче «Британи» крушени пулнӑ хыҫҫӑнах тинӗсе пӑрахнӑ теме те пулать.

Отсюда следовало, что градусы широты, указанные в документе, могли обозначать только самое место крушения и что бутылка была брошена в море на западном побережье Австралии тотчас же после катастрофы с «Британией».

Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Чӑнах та, ученӑйсем кӑнтӑр енчи тинӗссенче пысӑк кӑна материк пулӗ тесе шутланӑ: 1550 ҫулта тухнӑ икӗ картта, вӗсем сирӗн Британи музейӗнче упранаҫҫӗ, хаклӑ Гленарван, Азирен кӑнтӑр енче пысӑк ҫӗр пуррине кӑтартса параҫҫӗ.

Правда, учёные подозревали, что в южных морях находится большой материк: две карты 1550 года, хранящиеся в вашем, дорогой Гленарван, Британском музее, указывают, что южнее Азии есть большая земля.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

«Британи» ҫав ҫырансен хӗррипе тӑсӑлакан чуллӑ ҫӗрсем ҫине ҫапӑнса ваннӑ пулсан, ҫакӑн евӗрлӗ инкек Вӑтаҫӗр Африкӑн тискер ҫӗрӗсенче пулнӑ пекех, ӑна ниҫтан та пулӑшу пулма пултарайман.

Если «Британия» разбилась о скалы, тянущиеся вдоль этих берегов, то ей неоткуда было ждать помощи, точно так же, как если бы это случилось в дикой Центральной Африке.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Халӗ ӗнтӗ пире Австралин ҫыранне ҫитсе хӗвеланӑҫ енчи ҫыранӗнче «Британи» ҫӗмрӗкӗсене тупасси кӑна юлать.

Теперь нам остаётся только достигнуть берегов Австралии и на её западном берегу найти следы крушения «Британии».

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Калаҫу, яланхи пекех, «Британи» ҫинчен пырать, — яхта ҫинчи мӗнпур ӑс-шухӑшсем пӗтӗмӗшпех унӑн аллинче тӑраҫҫӗ.

По обыкновению, разговор шёл о «Британии» — единственной властительнице дум на борту яхты.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Мӗнле-ха апла «Британи» июнӗн 7-мӗшӗнче, Перу ҫыранӗсем патӗнчен ишсе тухнӑ хыҫҫӑн сакӑр кунтанах, Инди тинӗсӗнче пулма пултарнӑ?

Каким же образом 7 июня, то есть только через восемь дней после отплытия от берегов Перу, «Британия» очутилась в Индийском море?

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Урнӑ тӑвӑл вӑхӑтӗнче мачтисемпе рульне ҫӗмӗрсе ҫак юхӑм ҫине «Британи» кӗнӗ пулсан, вара кирек мӗнле пулсассӑн та ӑна Австрали ҫыранӗсем патне илсе кайса ҫавӑнта рифсем ҫине кӑларса пӑрахма пултарнӑ.

Если «Британия», потеряв во время урагана мачты и руль, попала в полосу этого течения, то её неминуемо должно было отнести к берегам Австралии и там бросить на рифы.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Мэрипе Роберт Грант ҫак шывсем ҫине кӑмӑлпа пӑхса пыма пултараймаҫҫӗ: мӗншӗн тесен ҫак шывсем ҫинче крушени пуличчен темиҫе кун малтан «Британи» ҫӳренӗ.

Мэри и Роберт Грант не могли без волнения смотреть на воды, которые «Британия» бороздила за несколько дней до крушения.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

«Британи» ҫинчен те, Грант капитан ҫинчен те вӑл нимӗн те илтмен.

Он ничего не слыхал ни о «Британии», ни о капитане Гранте.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ламберт унпа килӗшнӗ, хӑйӗн пӗчӗк пӳрчӗн хӗррине Британи ялавне лартнӑ.

Ламберт согласился и поднял над своей хижиной британский флаг.

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

«Британи» ҫӗмӗрӗлсе кайнин паллисем кунта тупӑнасса Гленарван шухӑша та илмен, утравӑн губернаторӗ патне те вӑл, кайран ӳкӗнмелле ан пултӑр тесе, ҫеҫ кӗрсе тухрӗ.

Гленарван и не надеялся найти здесь следы крушения «Британии»; он обратился к губернатору острова с расспросами только для очистки совести.

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Халӗ пире Австралинчен урӑх ниҫта та мар пек, «Британи» ҫавӑн ҫывӑхӗнче ҫеҫ ҫӗмӗрӗлсе кайнӑ пек туйӑнса тӑрать; тахҫан пӗрре халь хамӑр тӑракан Америка та ҫавӑн пекех пулнӑ вӗт пирӗншӗн.

— Признания, что Австралия кажется нам теперь единственно возможным местом крушения «Британии» совершенно так же, как некогда этим местом казалась Америка.

Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех