Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

асаилӳсем (тĕпĕ: асаилӳ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унӑн ухмах пуҫӗнче темӗнле пӑтранчӑк асаилӳсем вӗлтлетсе иртрӗҫ, ахӑр…

Какое-то смутное воспоминанье, казалось, мелькнуло в его тупой башке…

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗр-пӗрине нумайранпа курман ҫар ҫыннисем тӗл пулсан яланах асаилӳсем пуҫланаҫҫӗ.

Как всегда бывает при встрече двух давно не видевших друг друга военных, начались воспоминания.

Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Ку ҫуртра манӑн чи лайӑх самантсем иртрӗҫ, анчах ҫак ҫуртпах манӑн чи йӑвӑр асаилӳсем ҫыхӑнса тӑраҫҫӗ.

Этому дому обязан я лучшими минутами жизни и одним из самых тяжелых воспоминаний.

II // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Пӗтӗмӗшпе илсе каласан, кунта юмахри пек илемлӗ пулнӑ; ҫавӑн пек илем вырӑс ҫыннин чӗришӗн чӑнах ҫав тери ҫывӑх та хаклӑ, вӑл тӗрлӗрен асаилӳсем ҫуратать: акӑ Иван-патша кашкӑр ҫинче утланса пырать, Иван-патши пуҫӗ ҫинчи пӗчӗкҫеҫ ҫӗлӗкне чалӑшшӑн лартнӑ, хӗвне вут-кайӑкӑн тӗкне тутӑрпа чӗркесе чикнӗ; ак тата арҫурин темӗн пысӑкӗш ҫӑмламас урисем; акӑ чӑх урисем ҫинче тӑракан юмахри пӗчӗк пӳрт аса килет, — тата, тата темӗн те пӗр!

В общем, это было красиво той древней, дивной красотой, которая всегда так много говорит русскому сердцу и заставляет воображение рисовать сказочные картины: Серого волка, несущего Ивана-царевича в маленькой шапочке набекрень и с пером Жар-птицы в платке за пазухой, огромные мшистые лапы лешего, избушку на курьих ножках – да мало ли ещё что!

1 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Ҫапла асаилӳсем, сӑвӑсем ҫырма тытӑнтӑм…

Так начал писать воспоминания, стихи...

Виктор Петухов: «Тухсанах — мишень» // Ирина Кузьмина. «Сувар», 2019.02.15

«Акӑ черкке шаккасах ӗҫсе куртӑм санпа», — каллех асаилӳсем ӑшне пута пуҫларӗ вӑл.

«Вот рюмку выпили с тобой», — подумала она, опять погрузившись в воспоминания.

Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№

Ҫак асаилӳсем автомашина юсанӑ хушӑра Элекҫей пуҫне темиҫе хутчен те хура пӗлӗтсем пек киле-киле капланчӗҫ.

Эти воспоминания, как черные тучи, все время всплывали в памяти Алексея пока ремонтировал автомашину.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Кӗнекере асаилӳсем, ҫыру йӗркисем, интервью.

Куҫарса пулӑш

Черетлӗ чун ҫимӗҫӗ // Николай МАЛЫШКИН. «Елчӗк Ен», 2016.05.07

Ача чухне ҫул ҫӳрени кирек камӑн асӗнче те ӗмӗр манӑҫми асаилӳсем хӑварать.

Куҫарса пулӑш

Пин хут илтиччен... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех