Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

авӑ сăмах пирĕн базăра пур.
авӑ (тĕпĕ: авӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аллисенче папка та портфель тата пысӑках мар сумка тытнӑ ҫамрӑксем паянхи кунпа савӑнаҫҫӗ авӑ: шӳтлеҫҫӗ, пӗр-пӗрне тӗккелес илеҫҫӗ, йӗплӗ сӑмахпа та витереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Тулта ҫил вӑйсӑрланнӑ, ҫумӑр та, авӑ, лӑпланать, вӗттӗн ҫеҫ пӗрӗхет.

Куҫарса пулӑш

Ҫыру // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 119–121 с.

Улюк, авӑ, автомашинипе пӗр тӗп юсавсӑр вунӑ ҫул ытла чупрӗ, тӗрлӗ груз турттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

— Хам, авӑ, икӗ арӑма та туйсӑр-мӗнсӗр лартса килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Авӑ, Ҫеркуш, амӑшӗ эрех-сӑра час-часах сыпкаласан та, хура ҫи-пуҫпа ҫӳремест.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

— Ҫулҫӑ та, авӑ, ватӑлсан, кӗркуннепе шапӑрах тӑкӑнать.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Авӑ, аякрах та мар тейӗн, «ял тӑрринче» каҫхи тӗттӗмлӗхе ҫутатакан тулса ҫитнӗ уйӑх ҫакӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Авӑ ҫулпа велосипед ҫине утланнӑ арҫын анать.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Авӑ виҫӗ ҫухрӑм ытла леререх йӑмра айне пулнӑ чуна ҫывӑх ял, сылтӑмарах — ҫӑва, ун тавра чӑрӑш лартнӑран тата тӗрлӗ йывӑҫ шӑтса тухнӑран пӗчӗк ката тейӗн ӑна.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Авӑ мӗнле сӑмахсем пӗлетӗн эсӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Сана, авӑ, ыттисем калаҫни, йӑлӑсем шутлама кансӗрлет, пире — план тултарма.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

«Эпир, авӑ, хамӑр ҫулталӑк валли рационализаторла сӗнӳсем тӑратма сӑмах панине пурнӑҫланӑ та, — терӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

«Авӑ, хӑрушсӑрлӑх инженерӗ килет, каллех кирлӗ мар ӗҫ тупса парать»! — теҫҫӗ ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Иртнӗ ҫул, авӑ ҫав хута кайнӑ ҫурта тунӑ чухне, — аллипе урам пуҫланнӑ ҫӗрелле кӑтартрӗ, — чылай ҫулалла капашнӑ Ефрем Ефремович монтажник ӗҫлерӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Авӑ мӗн?!

Авӑ унта — оркестр вырӑнӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Тата эсир, авӑ, ҫак ӗҫре пулса та курнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

«Нервисем хавшанӑ пулмалла. Авӑ, сӗтелӗ ҫинче те скрепка хуҫӑкӗсем выртаҫҫӗ», — шутласа илчӗ Ирина.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Авӑ телефон, шӑнкӑравлӑр.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Авӑ ҫавӑнта, — терӗ Ирина хулан тепӗр вӗҫне, ҫӗклекен крансен стрелисем пӗлӗтелле кӑнтарнӑ ҫӗрелле аллипе тӗллесе.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Страницăсем:

Меню

Статистика

...тĕплӗнрех