Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Улатӑр сăмах пирĕн базăра пур.
Улатӑр (тĕпĕ: улатӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Улатӑр хулин калама ҫук пысӑк потенциал пур.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр аталанӑвӗн "ҫул карттине" ҫӗнетӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/01/18/ulat ... ne-cenetne

Эпир Улатӑр хулине хисепленӗ яланах, ӑна юрататпӑр, унпа мӑнаҫланатпӑр», – тесе шухӑша пӗлтернӗ республика Пуҫлӑхӗ.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр аталанӑвӗн "ҫул карттине" ҫӗнетӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/01/18/ulat ... ne-cenetne

Улатӑр хулин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикине 2025 ҫулччен аталантарассине халалласа ирттернӗ стратегиллӗ сесси ӗҫне пӗтӗмлетнӗ май кун пирки каласа хӑварнӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр аталанӑвӗн "ҫул карттине" ҫӗнетӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/01/18/ulat ... ne-cenetne

— Кама Улатӑр махорки!

Куҫарса пулӑш

Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.

Анаткас урамӗн хыҫне пырса тухан пулсан, тӳрех сӑмсуна пӑчӑрта: катаран сап-сарӑ курӑнакан саксони табакӗ тата Улатӑр енче лартса тӑвакан махорка шӑрши кӳ-кӳ пырса ҫапать.

Куҫарса пулӑш

Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.

Ку тӑруҫӑн Улатӑр хулине ҫав уездран ӗҫлеме кайнӑ хресченсем — Ленӑ шывӗ ҫинчи рабочисем ушкӑн-ушкӑн таврӑна пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ленӑ шывӗ ҫинчи рабочисен пӑлхавӗнче пулнӑ пирӗн янташсем // Иван Кузнецов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 100-101 с.

«Улатӑр.

Куҫарса пулӑш

Ленӑ шывӗ ҫинчи рабочисен пӑлхавӗнче пулнӑ пирӗн янташсем // Иван Кузнецов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 100-101 с.

В. Н. Любимов ҫак ятсене кӑтартнӑ: Казаков С. Н., Сисилинсем А. В. тата М. А. (ашшӗпе ывӑлӗ), Климин С. С, Бормоткин Я. С., Земсков А. А. Ленӑри забастовкӑна пусарнӑ хыҫҫӑн ӗҫе пӑрахса яла таврӑннӑ Улатӑр енчи рабочисем ҫинчен ун чухне большевиксен нумай пулмасть тухма пуҫланӑ «Правда» хаҫачӗ 1912 ҫулхи сентябрӗн 7-мӗшӗнче (100 №) ҫапла пӗлтернӗ:

Куҫарса пулӑш

Ленӑ шывӗ ҫинчи рабочисен пӑлхавӗнче пулнӑ пирӗн янташсем // Иван Кузнецов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 100-101 с.

«Приискра вӗлернӗ Герасимов хыҫҫӑн акӑ камсем юлнӑ: ашшӗ 63 ҫулта, Ащеринӑ ялӗнче пурӑнать, амӑшӗ — Екатерина Васильевна Герасимова 59 ҫулта, йӑмӑкӗ — Мария 18 ҫулта, иккӗшӗ те Улатӑр хулинче пурӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ленӑ шывӗ ҫинчи рабочисен пӑлхавӗнче пулнӑ пирӗн янташсем // Иван Кузнецов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 100-101 с.

Аманнисем хушшинче акӑ камсем пулнӑ иккен: Кладбищирен Семен Петрович Бородулин, Шӑнкӑртамран Кара Батретдин Бахировпа Залялетдин Саляхетдинов-Дзералетдинов, Улатӑр хулинчен — Петр Васильевич Червяков.

Куҫарса пулӑш

Ленӑ шывӗ ҫинчи рабочисен пӑлхавӗнче пулнӑ пирӗн янташсем // Иван Кузнецов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 100-101 с.

Вӗсенчен пӗри Пӑва уездӗнчи Шӑнкӑртам ялӗ ҫынни Измаил Солдатов, тепри Улатӑр ҫынни Алексей Димитриевич Герасимов.

Куҫарса пулӑш

Ленӑ шывӗ ҫинчи рабочисен пӑлхавӗнче пулнӑ пирӗн янташсем // Иван Кузнецов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 100-101 с.

1911 ҫулхи цифрӑсем тӑрӑх, ҫавӑн пек вырӑнсене кайса ӗҫлекен ҫынсем акӑ мӗн чухлӗ пулнӑ: Шӑнкӑртам вулӑсӗнчен — 297 ҫын, Кувакино вулӑсӗнчен — 159 ҫын, Улатӑр вулӑсӗнчен — 63, Турхан вулӑсӗнчен — 7, Мӑрат вулӑсӗнчен — 2, Кладбище вулӑсӗнчен — 39, Мишуково, Пӑрачкав, Семеново, Сиява тата Пӑрӑнтӑк вулӑсӗсенчен — пӗрер, пурӗ — 572 ҫын.

Куҫарса пулӑш

Ленӑ шывӗ ҫинчи рабочисен пӑлхавӗнче пулнӑ пирӗн янташсем // Иван Кузнецов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 100-101 с.

Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Улатӑр, Канаш, Ҫӗмӗрле хулисене асӑннӑ ҫӑмӑллӑхсем пырса тивмеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ял ипотеки» пулӑшать // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11309-ya ... i-pul-shat

Малтан Улатӑр типографинче ҫапнӑ, каярах – Вӑрнартах.

Куҫарса пулӑш

Тӑван район сулмаклӑн аталаннӑ // Вениамин Сорокин. http://putpobedy.ru/publikatsii/11311-t- ... -n-atalann

Коррупципе кӗрешес ӗҫе Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Ҫӗрпӳ районӗсемпе Улатӑр, Ҫӗмӗрле хулисенче тӗплӗ тишкерӳ туса ирттернине асӑннӑ вӑл сӑмаха малалла тӑснӑ май.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикинче коррупципе кӗрешессине йӗркелекен комиссин черетлӗ ларӑвне ирттернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/20/chva ... sine-jrkel

Ҫӗнтерӳҫӗсен ятне тивӗҫнисем: «Центр координации поддержки экспортно-ориентированных субъектов малого и среднего предпринимательства в Чувашской Республике» АНО ертӳҫин ҫумӗ Владимир Терентьев, Чӑваш Республикин сывлӑх сыхлавӗн министерстви ҫумӗнчи «Городская стоматологическая поликлиника» АУ тӗп врачӑн ҫумӗ Милана Быстрова, Шупашкар хулинчи «Релематика» ООО рекламӑсемпе ӗҫлекен ертсе пыракан менеджерӗ Евгения Иванова, Улатӑр районӗнчи Ахматри пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан шкулӑн директорӗ Татьяна Емельянова, Шупашкар хулинчи пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан 45-мӗш №-лӗ шкулӑн директорӗ Татьяна Юдина.

Куҫарса пулӑш

"Управлени команди" III-мӗш конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисен ячӗсене пӗлтернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/16/upra ... rucisen-ya

Улатӑр тата Шупашкар районӗсенче ҫуралса ӳснӗ Александр Старчковпа Дмитрий Семенов паттӑрлӑхӗ пирӗн чӗрере, асӑмӑрта ӗмӗрлӗхех упранӗ, ҫӗршывӑмӑр пуласлӑхӗшӗн кашниех яваплӑ пулнине палӑртакан паха тӗслӗх пулӗ.

Отвага уроженцев Алатырского и Чебоксарского районов Александра Старчкова и Дмитрия Семенова навсегда останутся в наших сердцах, памяти, будут образцом личной ответственности за будущее страны.

Олег Николаев Тӑван ҫӗршыв Паттӑрӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/12/09/gla ... et-s-dnyom

Планра - ку укҫа-тенке нумай ачаллӑ ҫемьесене тата тӑлӑх ачасене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерме, регионти ҫулсене тӗпрен юсама тата пӑхса тӑма, Улатӑр хулинчи котельнӑйсене модернизацилеме, вӗрентӗвӗн шкул системисене ҫӗнетме тата ытти тӗллевпе ӗҫе ярасси.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш вулавпа // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11704-p- ... sh-vulavpa

Сумлӑ йышра — Йӗпреҫ районӗнчи Ирҫе Ҫармӑсри библиотекарь Светлана Акшарова, Шупашкарти 3-мӗш ача-пӑча музыка шкулӗн преподавателӗ Анна Апатина, Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗн илемлӗ литературӑпа ӳнер пайӗн тӗп библиотекарӗ Вера Архипова, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ҫичӗпӳртри культура ҫурчӗн илемлӗх ертӳҫи Анна Николаева, Шупашкарти агрегат завочӗн «Ҫӑлкуҫ» ансамблӗн илемлӗх ертӳҫи Александр Павлов, Л.Н. Толстой ячӗллӗ Чӑваш Республикин ятарлӑ вулавӑшӗн пай заведующийӗ Ольга Соколова, Улатӑр хулинчи культура керменӗн халӑх драма театрӗн ертӳҫи Галина Сурова.

В солидном составе — Светлана Акшарова, библиотекарь из Малых Кармалов Ибресинского района, преподаватель Чебоксарская детская музыкальная школа № 3 Анна Апатина, главный библиотекарь отдела художественной литературы и искусств Национальной библиотеки Чувашии Вера Архипова, художественный руководитель Дома культуры Сюндюково Мариинско-Посадского района Анна Николаева, художественный руководитель ансамбля «Ҫӑлкуҫ» Чебоксарского агрегатного завода Александр Павлов, заведующая отделом Чувашская республиканская специальная библиотека имени Л.Н. Толстого Ольга Соколова, руководитель народного драматического театра Алатырского городского Дворца культуры Галина Сурова.

Тава тивӗҫлӗ ят панӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33504.html

Кунта вӑл арӑмне паян хаҫатран вуласа пӗлнӗ ҫынсем ҫинчен каласа пачӗ, вӗсем патшалӑха самолет е танк тума ҫӗршер е аллӑшар пин пани ҫинчен пӗлтерчӗ: Улатӑр патӗнчи пӗр вырӑс ҫӗр пин панӑ, Пӑрачкав патӗнчи пӗр хӗрарӑм аллӑ пин тенкӗ панӑ, Елчӗк районӗнчи пӗр колхоз председателӗ ҫӗр пин тенкӗ хывнӑ.

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех