Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Анлӑн сăмах пирĕн базăра пур.
Анлӑн (тĕпĕ: анлӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Куҫпа виҫейми анлӑн сарӑлса выртакан ҫеҫен хиртен поселока хумхах текен кӑтра курӑк ҫаврашкисем кӑлтӑртатса килеҫҫӗ те урамри тумхахсем тӗлӗнче мулкачсем евӗрлӗн талтлата-талтлата сикеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Кирек-епле ыйтӑва та анлӑн тишкермелле, тивӗҫлӗ йышӑнусем туса хӑварма тӑрӑшмалла.

Куҫарса пулӑш

Ҫу уявӗн мероприятийӗсене урӑх форматсеме йӗркелӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/13/cu-u ... eme-jrkelc

Кӗскен каласан, фашистсем пирӗн сӑмса тӗлӗнчех, пӗр шикленмесӗр темелле, ҫав кӗперпе анлӑн усӑ куратчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Стройка епле пынине кашни кун «Ҫиҫӗм» кӑларса, вырӑнти радиопа анлӑн ҫутатса тӑчӗҫ, агитаторсем те татӑлмарӗҫ кунтан, ташӑ-юрӑ ӑстисем те.

Куҫарса пулӑш

Хӑна кулли // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 39–40 с.

Электротехника кластерӗ пирки те чылай ҫӗнӗлӗхсем пулнӑ, вӗсемпе анлӑн паллаштарнӑ пирӗн республикӑн представителӗсем.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республики Таджикистан Республикипе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеме палӑртать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/13/chav ... kipe-tacha

Вӑхӑт кун хыҫҫӑн кун «ҫӑмхаланӑ» май ӑшра «лӗпӗш хурчӗн ҫӑвӑрӗ те йӑшӑлтатма» пуҫларӗ: ҫуни-ҫунми тӗлкӗшнипех, чӗлтӗр-чӗлтӗр «шӑкӑртатса юхнипех» юлташӑмсен кӑмӑл картне лараймӑп, вӗсен ӑшӑ, ыр сунӑмлӑ куҫӗсене хам ҫине ҫавӑраймӑп — епле те пулсан хатара та сехре хӑппине таптаса хӑварса манӑн пӗрре ялтӑрт! ялтлатса, чанк! чанклатса илмеллех (ун чухне ҫитӗннисем хушшинче анлӑн, халлӑн сарӑлнӑ «хӑрушлӑха пӑхмасӑр тунӑ ӗҫ — теветкеллӗх — пархатарлӑ» текен каларӑша ӑша хывма мар, хӑлхана кӗртме те ӗлкӗрейменччӗ-ха)!

Куҫарса пулӑш

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

И.Д.Кузнецовпа (Вырӑскасси), Ю.С.Сергеевӑпа (Елчӗк), А.И.Ивановпа (Ӗнел), И.И.Золотниковпа (Аслӑ Елчӗк), Я.А.Андреевпа (Элекҫей Тимеш) тата ыттисемпе пӗрле халӑх хушшинче ӑнлантару ӗҫне анлӑн йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Общество ӗҫченӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d0%be%d0%b ... b5%d0%bde/

Унӑн тӗп тӗллевӗ — наркоманипе ҫыхӑннӑ саккунсем, ку енӗпе саккуна пӑссан тивекен яваплӑх пирки ӑнлантарасси, наркотикпе суту-илӳ тӑвассине, унпа усӑ курассине хирӗҫ кӗрешессине профилактикӑласси тата ҫак ӗҫе общественноҫа анлӑн явӑҫтарасси.

Куҫарса пулӑш

Округ пурнӑҫӗ // О.КОРОТИНА. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d0%b5%d0%b ... %81%d0%b0/

Уравӑш, Утар ҫыннисем паянхи кун та Валентина Николаевнана килти ырлӑхшӑн - 20 ҫул ытла каялла пӳртсене ҫутҫанталӑк газне кӗртессине анлӑн йӗркеленӗшӗн - тав тӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хастарлӑхӗпе тӗлӗнтерет // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12361-kh ... t-l-nteret

Анлӑн иртекен слетсемпе смотр-конкурссем, кадет класӗсене шефа илни, Хӑюлӑх урокӗсем… - тӗрлӗ енлӗ ӗҫӗ куҫ умӗнчех.

Куҫарса пулӑш

Кашни ӗҫ чунран тухмалла... // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12362-ka ... -tukhmalla

Ҫав вӑхӑтран пуҫланать те ӗнтӗ электродвигательсемпе анлӑн усӑ курас тапхӑр.

С того времени и начинается период широкого использования электродвигателей.

Яланхи токпа ӗҫлекен двигателе шутласа кӑларакан ҫинчен // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6250.html

— Раҫҫейри Педагогпа наставник, Чӑваш Республикинчи Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкне уҫатпӑр паян, ҫавӑн пекех кӑҫал чӑваш халӑхне ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлевич Яковлев 175 ҫул ҫитнине анлӑн паллӑ тӑватпӑр.

Куҫарса пулӑш

Вӗрентекен — пӗлӳ хуҫи, телей тӗнчин чӑн-чӑн уҫҫи… // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d0%b2e%d1% ... 3cc%d0%b8/

Нумай ачаллӑ ҫемьесене пулӑшу памалли тата тепӗр анлӑн сӳтсе явакан мая та - ҫӗр лаптӑкӗсем уйӑрса парассине - тухӑҫлӑрах ӗҫлеттермелли мелсем туса хатӗрлемелле.

Надо выработать новые подходы и к другой широко обсуждаемой мере поддержки многодетных семей – предоставлению земельных участков.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Ӗҫе пултаруллӑн пурнӑҫламалли мелсемпе усӑ курса яланах ҫӗннине шырама ӑнтӑлмалла тата ҫав пӗлтерӗшлӗ ӗҫ-хӗле ачасемпе ҫамрӑксене, общество организацийӗсене анлӑн явӑҫтармалла.

Необходимо искать новизну через творческие подходы и обеспечить широкое вовлечение в процесс самих детей и молодежи, общественных организаций.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Ют ҫӗршывран килнӗ йӑла-йӗрке анлӑн сарӑлса пыни мӑн асатте-асаннерен куҫса пыраканнисене манӑҫа кӑларма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хамӑрӑн уявсене те манас марччӗ // О. ПАВЛОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44179-kham- ... as-marchch

Кӑҫал чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине анлӑн паллӑ тӑвассине те каларӗ Олег Алексеевич.

Куҫарса пулӑш

Тӗллевсем пысӑк, ҫӗнӗлӗхсем кӑмӑла ҫӗклеҫҫ // А. ИВАНОВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44267-t-lle ... la-c-klecc

1 сехет ытларах тӑсӑлнӑ сӑмахӗнче Олег Николаев республика пурнӑҫӗпе ӗҫ-хӗлӗн мӗн пур сферинчи пысӑк тӗллевсене анлӑн ҫӗклерӗ: социаллӑ пурнӑҫпа культура, вӗрентӳпе сывлӑх сыхлавӗ, экономика, цифра трансформацийӗ тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Тӗллевсем пысӑк, ҫӗнӗлӗхсем кӑмӑла ҫӗклеҫҫ // А. ИВАНОВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44267-t-lle ... la-c-klecc

Юсав ӗҫӗсем ирттернӗ чухне вырӑнти ӑстасен тата инженерсен рационализаторла шухӑшӗсене анлӑн ӗҫе кӗртме тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Яланах яваплӑха туйса ӗҫленӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/01/20/%d1%8f%d0%b ... b5%d0%bde/

Урӑх халӑх ӗҫ ҫыннисемпе анлӑн хутшӑнса пӗрле ӗҫлесе пурӑнни, вырӑс рабочийӗсен революцилле хастар кӗрешӗвӗ хавхалантарни, халӑха ӑнӑҫсӑр яппун вӑрҫи асап кӳни тата ытти нумай сӑлтавсем чӑваш ӗҫ ҫыннисен сӗмне те уҫаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Мачамӑш ялӗнче те Аслӑ Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 77 ҫул ҫитнине анлӑн уявларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Куҫҫуль витӗр савӑнӑҫ кӳрекен уяв // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10673-ku ... reken-uyav

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех