Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ярать (тĕпĕ: яр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шӑши хӑйне ырӑлӑх тӑвӑп тенинчен арӑслан кулса илет те ӑна ярать.

Лев засмеялся, что мышь обещает ему добро сделать, и пустил её.

Арӑсланпа шӑши // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Тилли кулса ярать те калать: «Ҫапла ҫав, тӑван, аслисене усал майне яма тӑрӑшас пулмасть, вӗсене ырлӑх тутарма майӑн шӑлма кирлӗ», — тет.

лисица засмеялась и говорит: — Так-то, брат; господ не на зло, а на добро наводить надо.

Арӑслан, кашкӑр тата тилӗ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Тилле курсанах, арӑслан ахӑрса ярать.

Вот лев зарычал на лисицу.

Арӑслан, кашкӑр тата тилӗ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ку хӑй патне шӑтӑка кӗрекенне-пӗрне ҫисе ярать.

И он съедал тех, которые входили к нему в пещеру.

Арӑсланпа тилӗ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Вӑл аяккарах каять те, хыттӑн чупса пырса, сӗт чӗресне пырса ҫапать, сӗтне те тӑкса ярать, карчӑкне те амантать.

Он отошел к сторонке, разбежался, ударил в подойник, разлил молоко и зашиб старуху.

Ӗнепе качака таки // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Качака таки итлеменнине курсан, карчӑк патак илет те хӗнесе хӑваласах ярать.

Старуха видит, что козел не пронимается, взяла палку и прибила его.

Ӗнепе качака таки // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Тирӳҫӗ картишӗнче лаша тирӗсене курсан, хай лаша уласа йӗрсе ярать:

Вот как увидала лошадь на кожевенном дворе кониные шкуры, она и завыла:

Лашапа хуҫисем // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Пахчаҫӑ кана чӳлмекҫе сутса ярать.

Садовник продал лошадь горшечнику.

Лашапа хуҫисем // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Вӑл йӗнер ҫинчен сиксе анать, хӑй ҫине серапэ витсе ярать, шлепке тӑхӑнать те каллех ҫамрӑк гидальго пулса тӑрать.

Она соскакивает с седла, набрасывает на себя серапэ, надевает шляпу и снова превращается в юного гидальго.

LV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Тепӗр самантран — вӑл кашкӑрӑн пырне ҫыртса татса, ӑна ывӑтса ярать.

И минуту спустя бросает его наземь с перегрызенным горлом.

L сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Моральлӗ пахалӑхсем мар, тулашӗнчен йӑлкӑшни тӗлӗнтерсе ярать.

Поражает внешний блеск, а не моральные качества.

ХLVIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Анчах унӑн илемӗ вӑл — тигр амин илемӗ, ачашшӑн юраттарассинчен ытла вӑл хӑратса ярать, теме пулать.

Но красота ее — это красота тигрицы и внушает скорее страх, чем нежную любовь.

ХLVIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Вӑл хӑйпе пӗрле кунта кӗрсе вырнаҫнӑ тӗлӗнмелле обществӑна тин ҫеҫ курса ярать.

Он только что обнаружил странное общество, приютившееся вместе с ним под крышей хакале.

ХLIV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Жилин анаталла лашине мӗн пынӑ таран ярать те Костылина: «Хӑвӑртрах пӑшална кӑлар!» — тесе кӑшкӑра пуҫлать.

Припустил Жилин под кручь во все лошадиные ноги, кричит Костылину: — Вынимай ружье! —

1 // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ҫак ӗнтӗ ӗҫе пушшех пӑтраштарса ярать.

Все это еще больше запутывает дело.

XXXIX сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Унччен те пулмасть, пӗр ухмах ҫын патшана курать те кӑшкӑрса та ярать: «Пӑхӑр-ха, патша урам тӑрӑх ҫаппа-ҫарамас ҫӳрет!» — тет.

Вдруг один дурачок увидал царя и закричал: «Смотрите: царь по улицам ходит раздевшись!»

Патшанӑн ҫӗнӗ тумтирӗ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Пӗр эрнерен патша хӑйӗн министрне ҫӗвӗҫсем патне ҫӗнӗ тумтир хатӗррипе хатӗр маррине пӗлме ярать.

Когда прошла неделя, царь послал своего министра узнать, готово ли новое платье.

Патшанӑн ҫӗнӗ тумтирӗ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Вара старик ачана ҫӗр тенке сутса ярать.

Мужик и продал мальчика за сто рублей.

Липпунюшка // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Унтан: «Мӗскер пирӗн пӳртре этем шӑрши кӗрет? Кунта кам та пулсан пытанман-ши?» — тесе ахӑрса ярать.

«А что у нас людским духом пахнет! Кто-нибудь у тебя спрятан?»

Пӳрнеккей // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Унтан вӑл сӗтел хушшине кӗрсе ларать, карчӑкне: «Эрех пар!» — тесе кӑшкӑрса ярать.

Сел за стол и крикнул на старушку: «Давай вина».

Пӳрнеккей // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех