Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫитрӗҫ (тĕпĕ: ҫит) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хопров тӑчӗ, кавӑна урипе тапса ячӗ, сарлака ҫунатлӑ хӗрлӗ мӑйӑхӗсене якаткаласа, витӗмлӗн: — Апли аплах-ха вӑл… Анчах халӗ ӗнтӗ казаксем пурӑнма вӗренсе ҫитрӗҫ. Пӑлхавсемшӗн вӗсене вӗлереслех ҫунтараҫҫӗ. Текех хутшӑнас ҫук вӗсем. Кубань та пулӑшу параймӗ… — терӗ.

Хопров встал, пихнул тыкву ногой и, оглаживая рыжие широкие усы, внушительно сказал: — Так-то оно так… Но только казаки стали теперича ученые. Их бивали смертно за восстания. Не пойдут они. Кубань не поддержит…

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Таҫта та ҫитрӗҫ шыраса, сехри хӑпрӗ кӗтӳҫӗн.

Куҫарса пулӑш

Амур // Любовь Мартьянова. Тантӑш, 2015.12.10, 50(4464)№

Ӗнесене ҫине витмен картана хупса вырнаҫтарнӑ хушӑра Демка Ушаковпа Разметнов пырса ҫитрӗҫ.

Пока на открытом базу размещали коров, пришел Размётнов с Демкой Ушаковым.

11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Нагульновпа Титок хутора кӑнтӑрлапа тин ҫитрӗҫ.

Нагульнов с Титком вернулись в хутор уже в полдень.

8-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Макар Нагульнов, Любишкин тата ыттисем Воронежа ҫитрӗҫ.

Макар Нагульнов, Любишкин и остальные очутились в Воронеже.

5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вара ҫавсем пӗр-пӗрне ҫав тери курайми пулса ҫитрӗҫ, пӗр-пӗрин ҫине пӑхма та пултараймастчӗҫ.

Да такая промеж них завелась вражда, — зрить один одного не могут!

4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Гремячий Лог хуторне каҫ пулас умӗн ҫитрӗҫ.

В Гремячий Лог приехали перед вечером.

2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫирӗм пилӗк пин шучӗпе килекеннисенчен саккӑрӑшӗ виҫӗмкунах ҫитрӗҫ.

Остальные восемь двадцатипятитысячников приехали три дня назад.

2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Директорша, инспекторша тата гимназири хамӑрӑн пӗтӗм хӗрарӑмсем, хӑйсен кунҫулӗсен тӗллевне труках куракан пулса кайнӑ пек, йӑпӑр-япӑрланса ҫитрӗҫ.

Директорша, инспекторша и все наши гимназические дамы ожили, даже похорошели, точно вдруг увидели цель жизни.

Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.

Вӗсем сӑрт ҫине хӑпарса ҫитрӗҫ те ирӗксӗрех чарӑнса тӑчӗҫ.

Они поднялись на пригорок и невольно остановились.

39-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кӑшт тӑрсан, шкул патне Семушкинпа Степа чупса ҫитрӗҫ.

Еще через некоторое время к школе прибежали Семушкин и Степа.

39-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кӗҫех тасатса ҫитернӗ Кивӗ Пушҫӗре сухаҫӑсем те ҫитрӗҫ.

Затем на расчищенную Старую Пустошь выехали пахари.

38-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Машӑпа Зина Колесова та клетка патне ҫитрӗҫ, иккӗш икӗ кӗтессе тӑчӗҫ.

К клетке подошли Маша и Зина Колесова, стали по углам.

37-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Машӑпа Федя тата Санька кӑштах каярах юлса ҫитрӗҫ.

Немного позже к делянке подошли Маша, Федя и Санька.

35-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кӑнтӑрла тӗлнелле «разведчиксем» колхоз правленине чупса ҫитрӗҫ.

К полудню «разведчики» прибежали в правление колхоза.

35-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Петькӑпа кӗтӳҫӗ чупса ҫитрӗҫ.

Прибежал Петька с пастухом.

28-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ачасем Векшинӑн сӑнав тумалли участокӗ патне ҫитрӗҫ, анкарти хӗррине ларчӗҫ.

Мальчишки дошли до опытного векшинского участка и сели у изгороди отдохнуть.

25-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ачасем Федя патне чупса ҫитрӗҫ те тӗлӗнсех кайрӗҫ.

Ребята подбежали к Феде и ахнули.

22-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тепӗр сехетрен вӗсем вӑрмана ҫитрӗҫ те.

Через час они добрались до рощи.

22-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Яла ҫитес чух вӗсене Тимка, хӑраса ӳкнӗ Машӑпа Катерина хуса ҫитрӗҫ.

Около самой деревни их нагнали Тимка и перепуганные Маша с Катериной.

21-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех