Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӳтсе (тĕпĕ: сӳт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак тӗллевпе ҫула юсас, ял ҫыннисене ӗҫмелли таса шывпа тивӗҫтерес ыйтусене еплерех татса пама май пуррине Л.Егоровӑпа, М.Пуклаковпа сӳтсе яврӗҫ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Уйӑхран уйӑха - ҫивӗч ыйтусем тавра // Н.Шишкина, Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Район пуҫлӑхӗ М.Пуклаков, ЧР Патшалӑх статистикин Федераллӑ службин Территорири органӗн пуҫлӑхӗн заместителӗ Л.Егорова Чулкас ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗпе Л.Ивановпа тӗл пулса кунти лару-тӑрӑва сӳтсе яврӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уйӑхран уйӑха - ҫивӗч ыйтусем тавра // Н.Шишкина, Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Информкун ыйтӑвӗсене «Ямуков Г.Н» хресчен /фермер/ хуҫалӑхӗнче те сӳтсе явнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уйӑхран уйӑха - ҫивӗч ыйтусем тавра // Н.Шишкина, Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Тӗп темӑсене ӗҫлӗ ушкӑн Кӗлкешри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкул коллективӗпе сӳтсе яврӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйӑхран уйӑха - ҫивӗч ыйтусем тавра // Н.Шишкина, Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Малтанах йӑлана кӗнӗ йӗркепе ӗҫлӗ ушкӑн район администрацийӗн ларусен залӗнче пай пуҫлӑхӗсемпе, тӗп специалисчӗсемпе тӗл пулса Пӗрлехи информаци кунӗн ыйтӑвӗсене сӳтсе яврӗҫ, амӑшӗн капиталӗн сертификачӗсене 3 ача амӑшне пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уйӑхран уйӑха - ҫивӗч ыйтусем тавра // Н.Шишкина, Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Ун хыҫҫӑн кунашкал тӗлпулусем, ҫивӗч ыйтусене пӗрле пухӑнса сӳтсе явасси, вӗсене татса памалли ҫул-йӗре шырасси йӑлана кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрий Зорин: Шӑл ыратни мӗн таран тертлине лайӑх пӗлетӗп // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Эрнере пӗрре /шӑматкун е вырсарникун/ тӗнчери тата хамӑр ҫӗршыври спорт ӗҫӗсене сӳтсе яватпӑр, спортбара кӗрсе пӗр вӑйӑ телевизорпа пӑхатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми самантсем // Алексей ВОЛКОВ. «Елчӗк Ен», 2016.05.07

Ҫурхи уй-хир ӗҫӗсене, тракторсен, хӑй тӗллӗн ҫӳрекен машинӑсен, прицепсен техника тӗрӗслевне ӑнӑҫлӑ ирттерес енӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусем сӳтсе явнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уй-хирти техника ӗҫӗпе интересленнӗ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.06

Общепит директорӗ Валентина Дмитриева уяв вӑхӑтӗнче кашни кафе, столовӑй, закусочнӑй, буфет ӗҫне мӗнле йӗркелессине, менюсене сӳтсе явнине, апат-ҫимӗҫ ассортиментне пуянлатма, куравсем уҫма палӑртнине пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Элӗк райповӗ - Раҫҫейре пӗрремӗш! // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

— Вӗсене комитетра сӳтсе явӑпӑр, — калаҫӑва пӗтӗмлетрӗ О.Мешков. — Саккуна улшӑнусемпе хушӑмсем кӗртсе ҫемьесене паракан лаптӑксенче ҫурт-йӗр, дача тӑвассине хӑвӑртлатар, кил хуҫалӑхне лайӑхрах аталантарар.

Куҫарса пулӑш

Чылайӑшӗ никӗс те яман // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Шупашкарта специалистсем вӗче-ыйхӑ шӑммисен хутлӑхӗн тератомисемпе нушаланакан ачасен сиплевӗнче медицинӑн инноваци технологийӗсене ӗҫе кӗртессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе яврӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шупашкарта - ача-пӑча хирургӗсем // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Нумаях пулмасть кун ҫути курнӑ «Упраймарӑм сана» кӗнекине сӳтсе явнӑ май, вулавҫӑсем ӑна пысӑк хак пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫыравҫӑсемпе тӗл пулнӑ // В.БОРОВКОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Вӗсем агропромышленноҫ комплексӗн аталану ҫул-йӗрне, ялти халӑха ӗҫпе тивӗҫтерессипе, сывлӑх сыхлавӗпе, вӗренӳпе тата социаллӑ хӳтлӗхпе ҫыхӑннӑ ыйтусене, ҫавӑн пекех ялти журналистикӑн ял аталанӑвӗнчи пӗлтерӗшне сӳтсе яврӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вырӑнти влаҫ - ял ҫыннисемшӗн чи ҫывӑххи // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Тӗлпулусенче ҫивӗч ыйтусене сӳтсе явнӑ, вӗсене татса памалли майсене палӑртнӑ, вырӑнта пурӑнакансен ыйтӑвӗсене тӗплӗн хуравланӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлӗ ыйтупа калаҫнӑ // Л.ШУРЯШКИНА, Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Асанкасси вӑтам шкулӗнче ирттернӗ тӗлпулура Пӗрлехи информаци кунӗн ыйтӑвӗсене сӳтсе явма учительсем активлӑн хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлӗ ыйтупа калаҫнӑ // Л.ШУРЯШКИНА, Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Ӗҫ коллективӗсемпе иртнӗ тӗлпулусенче «2016 ҫулта граждансене социаллӑ пулӑшу парасси», «Вырӑнти тата территориллӗ обществӑлла самоуправлени органӗсен тирпей-илем кӗртес енӗпе тумалли задачисем тата граждансене ҫак ӗҫе хутшӑнтарасси, Йывӑҫ кунӗн ҫурхи тапхӑрне ирттересси», «Аслӑ Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 71 ҫул ҫитнине халалласа ирттерекен мероприятисене хатӗрленесси», «Ҫурхи ака-суха ӗҫӗсене ирттересси» ыйтусене сӳтсе явнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлӗ ыйтупа калаҫнӑ // Л.ШУРЯШКИНА, Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Вӗсем агропромышленноҫ комплексӗн аталанӑвӗн ҫул-йӗрне, ялти халӑха ӗҫпе тивӗҫтерессипе, сывлӑх сыхлавӗпе, вӗрентӳпе тата социаллӑ хӳтлӗхпе ҫыхӑннӑ ыйтусене, ҫавӑн пекех ялти журналистикӑн ял аталанӑвӗнчи пӗлтерӗшне сӳтсе явнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ялти пурнӑҫа лайӑхлатассипе - форум // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Чи малтанах ӗҫлӗ ушкӑн район администрацийӗн ларусен залӗнче райадминистрацин пай пуҫлӑхӗсемпе, тӗп специалисчӗсемпе тӗл пулса Пӗрлехи информаци кунӗн ыйтӑвӗсене сӳтсе яврӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Социаллӑ ыйтусем малти вырӑнта // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.04.20

Районта иртнӗ Пӗрлехи информаци кунӗнче 2016 ҫулта граждансене социаллӑ пулӑшу кӳресси, экологи субботникӗсене тата Йывӑҫ кунне йӗркелесе ирттересси, хула, ял тӑрӑхӗсенчи урамсенче, ҫул хӗррисенче, масарсен территорийӗсенче тирпей-илем кӗртесси, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра ҫӗнтернӗренпе 71 ҫул ҫитнине халалласа ирттерекен мероприятисене хатӗрленсе ирттересси, ҫурхи уй-хир ӗҫӗсене кӗске вӑхӑтра тата пахлӑхлӑ пурнӑҫласси, ҫуркуннехи-ҫуллахи вӑхӑтсенче пушар хӑрушсӑрлӑхӗпе ҫыхӑннӑ мерӑсене тытса пырас ыйтусене сӳтсе явнӑ.

Куҫарса пулӑш

Социаллӑ ыйтусем малти вырӑнта // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.04.20

Кӑҫалхи пӗрремӗш квартал пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх муниципалитетӑн ӗҫ кӑтартӑвӗсене сӳтсе яврӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Елчӗксем тырпул тухӑҫне ӳстересшӗн // А.ВАСИЛЬЕВА. «Хыпар», 2016, ака, 19; 53-60№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех