Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тупнӑ (тĕпĕ: туп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
1908 ҫулхи октябрь уйӑхӗнче Божедомкӑри ҫак икӗ пысӑк мар пӳлӗме сӗтел-пуканӗ пеккипех Анна Ильинична тупнӑ.

Анна Ильинична сняла эти две небольшие комнаты в меблирашках на Божедомке в октябре 1908 года.

Хаклӑ япала // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Ухтарнӑ чухне унӑн хваттерӗнче рабочисен кружокӗсенче занятисем ирттермелли программа тупнӑ.

При обыске у них была обнаружена программа занятий в рабочих кружках.

Чее сӗтел // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Владимир Ильич Ригӑра, Смоленскра, Петербургра, Мускавра пулма ӗлкӗрнӗ те ӗнтӗ, хаҫата илсе килсен пытармаллине вырӑнсем тупнӑ, ҫыхӑну тытмалли, корреспонденцисем ярса тӑмалли мелсем ҫинчен юлташсемпе калаҫса татӑлнӑ.

Владимир Ильич успел уже побывать в Риге, Смоленске, Петербурге, Москве и везде создал опорные пункты для газеты, условился с товарищами о способах связи, пересылке корреспонденции.

Кӑвайтсем // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Сирте, чухӑн студент аллинче, пилӗкҫӗр тенкӗ укҫа тупнӑ, — пӗрин хыҫҫӑн тепӗрне каласа тухать следователь Мускав университетӗнчи студент Дмитрий Ильич Ульянов тунӑ «айӑплӑ усал ӗҫсене».

У вас, неимущего студента, обнаружено пятьсот рублей, — перечисляет следователь «преступления» студента Московского университета Дмитрия Ильича Ульянова.

500 тенкӗ // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Вӑрӑ-хурах алли карап ҫулне улӑштарман пулсан, тӑвӑл «Пилигрима» Перупа Боливи ҫӗрӗ патне илсе ҫитернӗ пулӗччӗ, унта вара инкек тӳснӗ ҫынсем тӑван ҫӗршыва таврӑнма темле май та тупнӑ пулӗччӗҫ.

Буря, наверное, принесла бы «Пилигрим» в Перу и Боливию, если бы злодейская рука не изменила его курс, и потерпевшие крушение нашли бы столько возможностей возвратиться на родину!

Пӗрремӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Тата икӗ кунтан Банза-Мбукӑра экспедицие хирӗҫ Эмбомӑри икӗ сутуҫӑ янӑ апат-ҫимӗҫе тупнӑ; юлашкинчен ҫыран хӗрринчи ҫак пӗчӗк хулара Стэнли канма чарӑннӑ.

Через два дня он нашел в Банза-Мбуко припасы, посланные навстречу экспедиции двумя торговцами из Эмбомы; в этом маленьком прибрежном городке Стэнли наконец разрешил себе отдохнуть.

Пӗрремӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Хастар лейтенант Камерон Унияниембе, Угунду витӗр Кагуэлене ҫитнӗ, унта вӑл Ливингстон ҫырса пынисене тупнӑ, Танганьика кӳллине ишсе каҫнӑ, Бамбаре тӑвӗсем урлӑ, Луалаба шывӗ урлӑ каҫнӑ, анчах юхӑма ман ку юханшывпа аялалла анайман.

Через Унияниембе и Угунду энергичный лейтенант Камерон дошел до Кагуэле, где нашел дневники Ливингстона, переплыл озеро Танганьика, перешел горы Бамбаре, переправился через Луалабу, но не смог спуститься вниз по течению этой реки.

Пӗрремӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Тупнӑ япалана тимлӗн сӑнаса пӑхнӑ хыҫҫӑн ҫамрӑк ӑна американеца кӑтартрӗ.

Рассмотрев внимательно находку, юноша показал ее американцу.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ҫак бухтӑна тупнӑ икӗ летчик ӑна Акула бухти тесе ят панӑ — унӑн форми акула евӗрлӗ пулнӑшӑн мар, унти чӗрчунсемшӗн.

Два летчика воздушной линии, которые открыли эту бухту, назвали ее Акульей — не из-за формы, а из-за ее населения.

Юлашки дюйм // Тӑван Атӑл. Джеймс Олдридж. Юлашки дюйм. — Тӑван Атӑл, 1961, 6№, 79–89 с.

Халь пурнать вӑл ӑшӑнса, ырлӑх тупнӑ апӑрша — Пуҫлӑхсен хӳтти ансат.

Этот фрукт теперь согрет солнцем нежного начальства.

Йӑпӑлти // Николай Евстафьев. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 73–77 с.

Вӑл темӗскер шыраса тупнӑ та ӑна васкасах кӗсьине пытарнӑ.

Он что-то все-таки отыскал и теперь судорожно прятал в карман.

8. Арӑслан ури // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Тихонов, Н. Совет ҫыннин сӑн-сӑпачӗ: Ленинград калавӗсем / Николай Тихонов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1942. — 54 с.

Унсӑр пуҫне, Уэлдон миссис сӗннипе, Дик Сэнд карап ҫинче мӗн чухлӗ тупнӑ, ҫавӑн чухлӗ укҫа илчӗ, — пилӗкҫӗр доллара яхӑн.

Кроме того, по совету миссис Уэлдон Дик Сэнд забрал с корабля все деньги, какие нашел, — около пятисот долларов.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ҫынсем сухарипе консерва ҫирӗҫ, темиҫе тумлам ром ярса тутлантарнӑ шыва ӗҫрӗҫ, — ытти апат-ҫимӗҫ хушшинче Бат пӗр пичке ром тупнӑ.

Обед состоял из сухарей, консервов и свежей воды с несколькими каплями рома, Бат среди продуктов нашел его целый бочонок.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Вӑл хуть хӑҫан та ӑвва ҫыран хӗрринче тупнӑ вутчульне сапса хӗлхем кӑларма пултарать.

Он в любой момент мог высечь искру при помощи огнива и подобранного на берегу моря кремня.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

1686 ҫулта Дэвид тупнӑ, Кукпа Лапоруа тӗпченӗ Мункун утравӗ — ун чӑн ячӗ Ваи-Ху е Рапа-Нуи — кӑнтӑр широтин 27 градусӗпе хӗвелтухӑҫ долготин 112 градусӗнче вырнаҫнӑ Эппин.

Остров Пасхи — его настоящее название Ваи-Ху, или Рапа-нуи, — открытый Дэвидом в 1686 году и исследованный Куком и Лаперузом, расположен под 27° южной широты и 112° восточной долготы.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ҫӗнӗрен тупнӑ ҫӑва Вальпараисӑра ҫеҫ шӑратма тӗв турӗ.

Он рассчитывал перетопить дополнительно добытый жир только в Вальпараисо.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Эпӗ шутлани тӗрӗс пулсан, Динго хӑйӗн хуҫинчен телейлӗрех, вӑл каялла Конго вӑррине таврӑннӑ — шӑп ҫак самантра ӑна «Вальдек» капитанӗ тупнӑ.

Но если мое предположение правильно, Динго оказался удачливее своего хозяина, и ему удалось вернуться назад к устью Конго — ведь его как раз в то время и именно там нашел капитан «Вальдека».

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

— Эсир тата «Вальдек» капитанӗ ӑна Африкӑн хӗвеланӑҫ ҫыранӗнче тупнӑ тесе каланӑччӗ мар-и?

— И вы сказали, что капитан «Вальдека» нашел его на западном побережье Африки?

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

— Пӑрҫисене тупнӑ пулсан, эсир вӗсене ҫавӑнтах вӗлерсе тӑкаттӑрчӗ ӗнтӗ? — терӗ капитан.

— Если бы вам удалось найти блох, надеюсь, вы бы немедленно уничтожили их? — воскликнул капитан.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

— Вӑл Австралири йытӑсен йӑхӗнчен пулсан та, ӑна Хӗвеланӑҫ Африкӑра тинӗс хӗрринче тупнӑ!

 — Но ведь Динго, хоть он и принадлежит к австралийской породе собак, был подобран на западноафриканском побережье!

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех