Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӳтсе (тĕпĕ: сӳт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Канашлу вырсарникун Шупашкарта пулнӑ пӑтӑрмаха сӳтсе явнипе вӗҫленчӗ.

Куҫарса пулӑш

Производство ӳсӗмӗ: ППЭ тата «пуҫтах ывӑл» ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ ларура сӳтсе явнӑ ыйтусемпе тивӗҫлӗ органсен умне ҫӗнӗ тӗллевсем лартрӗ.

После обсуждения на заседании Глава Чувашии поставил перед соответствующими органами новые задачи.

Ял пурнӑҫне лайӑхлатсах пырасшӑн // Михаил СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Унта ялсене аталантарассипе, ял ҫыннисен пурнӑҫне лайӑхлатассипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва сӳтсе яврӗҫ.

В нем обсудили вопросы, связанные с развитием села, улучшением жизни сельских жителей.

Ял пурнӑҫне лайӑхлатсах пырасшӑн // Михаил СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

В.Алентей «Хальхи литературӑри ҫамрӑк ял ӗҫченӗн сӑнарӗ» темӑпа тунӑ доклада ҫавӑн чухне ҫыравҫӑсем тырпул ӑстисемпе, ферма ӗҫченӗсемпе, вырӑнти интеллигенципе пӗрле хӗрӳллӗн сӳтсе яврӗҫ.

Тогда писатели совместно с работниками полей, ферм, местной интеллигенции горячо обсуждали доклад В. Алендея "Образ молодого сельского труженика в современной литературе".

Ҫынсем ун патне туртӑнатчӗҫ // Сантӑр АКСАР. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Парти обкомӗн бюровӗнче, секретариатра, идеологи комиссийӗнче тата культура пайӗнче литературӑпа ӳнере аталантарассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене тӑтӑшах сӳтсе яваттӑмӑр.

Мы часто обсуждали вопросы связанные литературой и искусством на бюро обкома партии, секретариате, комиссии по идеологии и отделе культуры.

Ҫынсем ун патне туртӑнатчӗҫ // Сантӑр АКСАР. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Валерий Витальевич конференцире сӳтсе явакан ыйтусен ҫивӗчлӗхне палӑртнӑ, пухӑннисене тухӑҫлӑ ӗҫлеме суннӑ.

Куҫарса пулӑш

Патшалӑхпа право аталанӑвӗн XXI ӗмӗрти ҫивӗч ыйтӑвӗсене сӳтсе явнӑ // Вероника ДАВЫДОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Тӗлпулура суту-илӳпе экономика хутшӑнӑвӗсене аталантарассине сӳтсе явнӑ.

Куҫарса пулӑш

Япони: инҫетре пулсан та - питӗ ҫывӑх // А.ВОЛКОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Олег Евгеньевич пӗлтернӗ тӑрӑх — ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Чӑваш Ен ГКЧСӗн тата ЧР Муниципалитет йӗркеленӗвӗсен канашӗн правленийӗн коллегийӗн вырӑнта ирттерекен анлӑ ларӑвӗнче шӑпах асӑннӑ ыйтӑва сӳтсе явӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӗп вырӑнта - экзамен, хутшӑну, хӑрушсӑрлӑх // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Ҫак ушкӑн тунӑ пӗтӗмлетӳсене халӑхпа сӳтсе яваҫҫӗ те ӳлӗмрен тумалли ӗҫсен тата паян татса памалли ыйтусен планне хатӗрлеҫҫӗ.

Итоги, к которым приходит эта группа, обсуждаются всенародно и готовятся планы для решения вопросов долгосрочного и краткосрочного характера.

Чӑваш сӑмахлӑхӗн те черечӗ ҫиттӗрех // Денис ГОРДЕЕВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Информаци кунӗн ыйтӑвӗсене сӳтсе явнӑ май ачасен ҫуллахи канӑвне пӗлсе йӗркелемеллине, пушар хӑрушсӑрлӑх правилисене ҫирӗп пӑхӑнмаллине каласа хӑварчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Район ҫыннисемпе тӗл пулса ыйтусене уҫӑмлатнӑ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Урмаел вӑтам шкулӗн коллективӗпе тӗл пулнӑ май ӗҫлӗ ушкӑн ачасен ҫуллахи канӑвне йӗркелессине те тата пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене ҫирӗп пӑхӑнассине сӳтсе яврӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Район ҫыннисемпе тӗл пулса ыйтусене уҫӑмлатнӑ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Вӗсем Урмаел, Тукай, Кайнлӑк, Шурут ял тӑрӑхӗсене ҫитсе хуҫалӑх ӗҫченӗсемпе, шкулсен коллективӗсемпе, ял ҫыннисемпе тӗл пулчӗҫ, информаци кунӗнче уҫӑмлатмалли темӑсене сӳтсе яврӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Район ҫыннисемпе тӗл пулса ыйтусене уҫӑмлатнӑ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Ял ҫыннисемпе, ӗҫ коллективӗсемпе тӗл пулнӑ май Чӑваш Республикин бюджет политикин 2016 ҫулхи тӗп ҫул-йӗрӗсене тата экономика аталанӑвне вӑйлатассипе, пурнӑҫа лайӑхлатассипе тунӑ ӗҫсене сӳтсе явнӑ.

Куҫарса пулӑш

Район ҫыннисемпе тӗл пулса ыйтусене уҫӑмлатнӑ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Пушар хӑрушсӑрлӑхӗпе, ачасен ҫуллахи канӑвӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене Ишлей ял тӑрӑхӗнче те сӳтсе яврӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Министр сас-хурана сирчӗ // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА, ВЕРА ШУМИЛОВА, ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Тӗп темӑсене сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн, йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, халӑхӑн хӑйсене кӑсӑклантаракан ыйтусем пирки пӗлме май пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Министр сас-хурана сирчӗ // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА, ВЕРА ШУМИЛОВА, ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Информкунра Чӑваш Республикин 2016 ҫулхи бюджет политикин тӗп ҫул-йӗрӗн, ачасен ҫуллахи канӑвӗн ыйтӑвӗсене тата пушар хӑрушсӑрлӑхӗн темисене сӳтсе яврӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Министр сас-хурана сирчӗ // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА, ВЕРА ШУМИЛОВА, ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Халӑх тетелӗсенчи страницӑсенче пӗр-пӗр темӑна пасар хӗрарӑмӗсем пек сӳтсе явма та мар.

Куҫарса пулӑш

Виҫӗ мӑшӑр нуски укҫи вӑрҫтарать // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2758.html

Кунта вӑл производство цехӗсенче пулса рабочисемпе тӗл пулса вӗсене пӑшӑрхантаракан ыйтусене сӳтсе явнӑ.

Куҫарса пулӑш

Яваплӑх тӑрӑшулӑх ыйтать // Н.Шишкина. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Канашлура Чӑваш Республикинче уртаракан чир тата лейкоз чирӗсем еплерех сарӑлнине, хуҫасӑр ҫапкаланса ҫӳрекен чӗрчунсен йышне йӗркелесе тӑрассине, пӗтӗмӗшле лару-тӑру еплерех пулнине сӳтсе явнӑ.

Куҫарса пулӑш

Яваплӑх тӑрӑшулӑх ыйтать // Н.Шишкина. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Информаци кунӗн тӗп ыйтӑвӗсене информушкӑн членӗсем ялти шкулта вӗрентекенсемпе сӳтсе яврӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уйӑхран уйӑха - ҫивӗч ыйтусем тавра // Н.Шишкина, Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех