Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сылтӑм енчен, ман юлташран инҫех те мар, пӗр хӗрарӑм: «Ак кунта вӑл! Кунта, кунта! Ей-ей-ей! Кунта-а-а!» — тесе кӑшкӑрса ячӗ.
Упа тытни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Сылтӑм енче татах ҫӑра чӑрӑшлӑх, вӑл пӗтнӗ ҫӗрте уҫланкӑ курӑнать.
Упа тытни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Патрон хумалли сумкине тата тар хумалли пысӑк ҫурла майлӑ мӑйракине сылтӑм енчен хулпуҫҫи урлӑ ансӑр чӗнпе ҫыхса, ҫакса янӑ.
VI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Ман йӗре ҫухатсан, эсир акӑ ҫакна астуса пырӑр: хӗвел сирӗн сылтӑм енче пултӑр, сирӗн мӗлкесем сулахаялла ӳкчӗр, хӑвӑр пынӑ йӗрпеле пӗр вунпилӗк градуса яхӑн кӗтес пулмалла ӳкчӗр.
II сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Унпа юнашар икӗ юланут: пӗри сылтӑм, тепри сулахай енче.Рядом с ним — два всадника: один по правую сторону, другой по левую.
I сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Хӑй ура ҫине тӑчӗ те, аттене кӑтартса: «Куратӑн-и, веҫ леш йӑранта саррӑн курӑнса выртать? Сылтӑм енче авӑ курӑк тӗмӗ, унтан пӗр пилӗк утӑмра сулахаялла мулкачӑ выртать, куратӑн-и?» — тет.
Эпӗ чӑн малтан пӑшалпа мулкача персе тытни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Сылтӑм аллине хускатайманнипе вӑл хӑйӗн кӗнекине сулахай аллипе тытнӑ.
Автор ҫинчен кӗскен // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Сакӑр кун хушши вӗсем ҫулҫӳрӗвҫӗсем хыҫҫӑн сылтӑм ҫыранпа пытанса пычӗҫ.В продолжение восьми дней они крались следом за путешественниками по правому берегу реки.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Чӗрӗк сехетрен Дик сылтӑм ҫырана ҫитрӗ те кимӗрен сиксе тухма хатӗрленчӗ…Через четверть часа Дик добрался до правого берега реки и уже готовился на него выпрыгнуть…
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Динго сылтӑм урипе йывӑҫа тӗреннӗ те ҫулҫӳревҫӗсене ҫак саспаллисене кӑтартать пек туйӑнать.Динго уперся правой лапой в дерево и как будто указывал на эти буквы путешественникам.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Дик Сэид хӑранӑ пекех, кимӗ сӑвайсем хушшипе иртнӗ чух хӑйӗн сылтӑм енчи тӑррине сӑтӑрттарса сирчӗ.Однако, как и опасался Дик Сэнд, проходя под сваями, пирога помяла всю правую сторону своего навеса.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Юханшывӑн сылтӑм ҫыранӗнче сӑвай ҫинче ларакан ҫуртсем курӑнчӗҫ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Сасартӑк сылтӑм ҫыранта аякра темскер тапӑртатни, унтан тӗттӗмре пӗр харӑсах темиҫе насус ӗҫленӗ чухнехи евӗрлӗ уҫӑмсӑр шав илтӗнсе кайрӗ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Вӑл Кванзӑн — шӑп та шай Дик Сэндпа ун юлташӗсен малашнехи шӑпине татса панӑ Кванзӑн — сылтӑм ҫыранӗпе пынӑ, ку юханшыв Ломбе шывӗпе пӗрлешнӗ вырӑна ҫитнӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Томпа Бат — ашшӗпе ывӑлне — ӑнсӑртран пӗрле сӑнчӑрланӑ, Актеонпа Остин — лагерӗн сылтӑм хӗрринче.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Больницӑран тухнӑ хыҫҫӑнах пӑртакран, сывалсах ҫитме килте лараканскер, сентябрь варрисемпе, сылтӑм уринчи гипсне хӑпӑттармалла района ҫитсе килме тухнӑчӗ те Виталий (сулахай аллинчине унчченех илтерттернӗччӗ) путвал тӗлӗпе ярӑнтарса пынӑ чухне, хӗрсем кузовран сенӗксемпе ҫӗрулми пушатнине курсан, хӑй ларса пыракан ҫӑмӑл машинӑна тӑпах чарӑнма каларӗ.
3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Хӗр, ку сӑмахсен кӗтменлӗхӗпе тата илтнин пӗлтерӗшӗпе шалт ҫӗтсе-ҫухалса, сылтӑм аллипе ҫамкине яп ярса илчӗ: ай!
3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
«Ҫук, ан чӑрман, Анюк аппа, тавтапуҫ, эп хамах», — тенӗ евӗр пуҫӗпе сӗлтрӗ те йӗкӗт, хута вулама хатӗрленсе, сылтӑм аллипе саркаларӗ.— Нет, тетя Анюк, я сам… — Виталий взял листочек в правую руку, приготовившись читать.
3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Дина алӑк патне ҫитрӗ, хӑй еннелле тӗмсӗлсе пӑхӑкан Виталие: «Сывӑ пул, часрах тӳрленсе ҫит», — тесе хӑварчӗ те сылтӑм аллипе саламлӑн сулса, палатӑран тухса та ҫухалчӗ.
3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Майласа пӗтерсен, сылтӑм аллине йӗкӗт мӑйӗ айӗнчен кӑларсан, унӑн сулахай аллине Виталий вӗҫертмерӗ:Когда поправила и убрала правую из-под шеи парня, Виталий не выпустил ее левой руки:
3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.