Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӳтсе (тĕпĕ: сӳт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тухса калаҫнӑ ҫынсен сӑмахӗсенчи тӗп шухӑш ҫапла пулчӗ: вӗсем общественноҫпа кирек мӗнле ыйтусене те, ҫав тери ҫивӗчленсе ҫитнисене те, сӳтсе явма хатӗр.

Куҫарса пулӑш

"Единая Россия" аталанӑвӑн тӗп ҫул-йӗрсене палӑртрӗ // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.07.29

Конференци пынӑ вӑхӑтра та вӗсем умра тӑракан ҫивӗч ыйтусене сӳтсе явассинчен пӑрӑнмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

"Единая Россия" аталанӑвӑн тӗп ҫул-йӗрсене палӑртрӗ // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.07.29

Автомат сӳтсе пуҫтарассипе Хура тинӗс, канат туртассипе Балтика флочӗн морякӗсем палӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс-ҫар флочӗн кунне уявларӗҫ // Л.ШУРЯШКИНА. «Каҫал Ен», 2016.08.02

Калаҫмалли, сӳтсе явмалли тупӑнсах тӑрать.

Находится о чем говорить, обсудить.

Ҫывӑх ҫыннисен шухӑшӗпе — Валера нихӑҫан та йӑнӑшмасть // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Валентин Урташ патне пынӑ поэтсемпе ҫыравҫӑсем, композиторсем чӑваш литературинчи пулӑмсене сӳтсе яваҫҫӗ, пӗр-пӗрне хӑйсен ӗҫӗсемпе паллаштараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Тӗрлӗ ыйтусене сӳтсе яврӗҫ.

Обсудили разные вопросы.

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Ҫакӑн хыҫҫӑн Валентин Яковлев пуласлӑхӗ ҫинчен вӗрентекенсен канашлӑвӗнче сӳтсе яврӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Ун ялан калаҫас, мӗн ҫинчен те пулин сӳтсе явас килет.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Ял-йыш ясар хӗрарӑма сӳтсе яврӗ, ӑса вӗрентме хӑтланчӗ.

Сельские жители обсуждали распутную женщину, пытались поучить разуму.

Ют арҫын ӑшши // Екатерина ЦВЕТКОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Директор кабинетӗнче вӗрентӳ ыйтӑвӗсене сӳтсе яврӑмӑр, паллах, кунта ытти шкултисенчи пекех лайӑххи те, хуйхӑрмалли те пур.

Куҫарса пулӑш

Тутар чӗлхине те юратса вӗренеҫҫӗ // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

ТР Ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ тата ытти министерствӑсен ертӳҫисем нумаях пулмасть районсенчи ял хуҫалӑх управленийӗсен механизаци уйрӑмӗсен пуҫлӑхӗсемпе пӗрле инкек-синкексенчен епле хӑтӑлмаллине сӳтсе яврӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чирлисене каллех кӳрентереҫҫӗ // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Пӗр-пӗринчен вӗренесси, терминсемпе тӗрӗс усӑ курасси, ӗҫри ҫӗнӗлӗхсемпе паллашасси, компьютерсене «чӑвашлатасси», хаҫатсен ҫумӗнчи литпӗрлешӳсен ӗҫне вӑйлатасси, ҫӗнӗрен йӗркеленнӗ редакцисене методика пулӑшӑвӗ парасси тата ытти ыйтусене сӳтсе яврӗҫ журналистсем.

Перенимание опыта друг у друга, правильное пользование терминами, ознакомление новшествами работы, "очувашивание" компьютеров, активизация работы литературных объединений при газетах, оказание методической помощи вновь организованным редакциям и другие вопросы обсуждались журналистами.

Пушкӑртстанри тӗлпулу // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

— Манӑн кандидатурӑна завод пухӑвӗнче сӳтсе яврӗҫ, — аса илчӗ Дольников.

Куҫарса пулӑш

«Пылчӑклӑ атӑпа Чичикин пӳлӗмне кӗтӗм» // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Вӑл е ку проекта сӳтсе явнӑ вӑхӑтра ытти регион ҫак енӗпе мӗн тунипе кӑсӑкланатпӑр.

При обсуждении того или иного проекта мы интересуемся положением дел в других регионах.

Сӑваплӑ ӗҫ ҫынсене ырӑ еннелле улӑштарать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Вӗсем эпир проектсене обществӑпа, халӑхпа сӳтсе явнине ҫирӗплетеҫҫӗ, пӗр шухӑш патне пырса тухма пулӑшаҫҫӗ.

Они подтверждают, что мы обсуждаем проекты с обществом, народом, дают возможность прийти к единому мнению.

Сӑваплӑ ӗҫ ҫынсене ырӑ еннелле улӑштарать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Ҫак ыйтусене республика Правительствипе те сӳтсе явнӑ.

Эти вопросы обсуждали и с Правительством Республики.

Сӑваплӑ ӗҫ ҫынсене ырӑ еннелле улӑштарать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Ҫак самантсене сӳтсе явнипе пӗрлех спикерӑн ҫемйипе, чун туртӑмӗпе тата ыттипе кӑсӑклантӑмӑр.

Наряду обсуждением этих моментов мы поинтересовались о семье спикера, его пристрастиях.

Сӑваплӑ ӗҫ ҫынсене ырӑ еннелле улӑштарать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Республика Пуҫлӑхӗпе Михаил Игнатьевпа тӗл пулса регионӑн кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫулти социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвне сӳтсе явнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тумла чула шӑтарать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21

ЧР Информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерствин коллегийӗн ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче иртнӗ черетлӗ ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ тӗп ыйту — республикӑри пичет кӑларӑмӗсем Интернет уҫлӑхне алла илни.

Основным вопросом на очередном заседании Министерства информационной политики и массовых коммуникаций ЧР, прошедшего 30 июня, - овладение Интернет пространством республиканскими печатными изданиями.

Интернет уҫлӑхӗ тата пичет кӑларӑмӗсем // В.ИЛЬИНА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тытӑмӗнчи коррупци сӗмӗллӗ преступленисене сӳтсе явнӑ май Михаил Игнатьев ЧР Строительство министерствине управляющи компанисене лицензи панӑ чухне вӗсен ӗҫне тӗрӗс хаклама сӗнчӗ, пулӑшу ӗҫӗсен рынокне таса мар чунлӑ организацисене кӗртмелле маррине чӗнсе каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Коррупципе кӗрешессине вӑйлатмалла // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех