Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫукчӗ (тĕпĕ: ҫук) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Кун пеккине эпӗ нихӑҫан та шухӑшлас ҫукчӗ

Она сказала: — Ну-ну!

3-мӗш сыпӑк. Вӑрҫапа тата юратупа аппаланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Кил картишӗнче пулсан, калаҫмалли те ҫукчӗ, кунта вара тем пекех тӑрӑшса шуратас пулать.

Если б это была та сторона, что во двор, она бы слова не сказала, да и я тоже, она прямо трясется над этим забором, его знаешь как надо белить?

2-мӗш сыпӑк. Пит аван маляр // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Сид каламан пулсан, вӑл астӑвас та ҫукчӗ.

— Она бы ничего не заметила, если бы не Сид.

1-мӗш сыпӑк. Том вылять, ҫапӑҫать, тарать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Александр Спиридонович чухлӗ ал ҫырӑвӗ вуланӑ прозаик урӑх ҫукчӗ те пулӗ.

Не было пожалуй больше прозаика, который прочитал столько рукописей сколько Александр Спиридонович.

Тиркевӗ те ырӑ суннипе пӗрехчӗ // Денис Гордеев. https://chuvash.org/wiki/%D0%A2%D0%B8%D1 ... 1%87%D3%97

Унсӑрӑн тӳссе тӑма ҫукчӗ.

Без этого невозможно было терпеть.

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Хуҫалӑхри ӗҫ хатӗрӗсене, чӳрече рамисене Марк Тимофеевич пек ӑсталама пултаракан таврари ялсенче те ҫукчӗ, ун патне пулӑшу ыйтма пыратчӗҫ.

И в близлежащих деревнях никто не мог мастерить хозяйственные принадлежности, оконные рамы так, как Марк Тимофеевич, к нему приходили за помощью.

Асаилӳ чуна ҫӗклет // Вениамин ИВАНОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/2750-asa ... chuna-klet

Эс пулман пулсан эп кун чухлӗ пурӑнаяс та ҫукчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шураҫка // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7331.1.html

Ҫимелли ҫукчӗ.

Еды не было.

Виктор Петухов: «Тухсанах — мишень» // Ирина Кузьмина. «Сувар», 2019.02.15

Ҫамрӑк боец курсӗ вӑхӑтӗнче эпир кӳршӗ чаҫе мороженӑй илме чупрӑмӑр, мӗншӗн тесен хамӑр патра ҫукчӗ, 18-ти ача-пӑчан мороженӑй ҫиес килнӗ пуль ҫав.

Во время курсов молодого бойца мы бегали в соседнюю часть за мороженым, потому что у нас не было, 18 летним детям, наверное, хотелось есть мороженое.

Виктор Петухов: «Тухсанах — мишень» // Ирина Кузьмина. «Сувар», 2019.02.15

Кӑҫалхи йывӑрлӑх пӗр 25-30 ҫул каялла пулас пулсан, ман шутпа, халӑхшӑн тата ял ҫыннишӗн ун пекех нуша пулас ҫукчӗ.

Если бы нынешняя проблема была 25-30 лет назад, то, на мой взгляд, такой нужды для населения и сельчан не было бы.

Ҫӗр ҫинче ӗҫлеме мантӑмӑр // П. Воробьев. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2010,10,27

Элкер урамӗнчи пахчаҫимӗҫ ваккӑн сутакан пасар картишӗнче пушӑ павильон пӗрре те ҫукчӗ — ялсенчен килнисем, дачӑра ӳстерекенсем уҫӑ ҫӗртех тавар кӑларса хунӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Хамӑрӑн тавара туянӑр! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.20

Тырри вӑйлӑ пулнӑччӗ, анчах пуҫтарса илме май ҫукчӗ.

Куҫарса пулӑш

Агроном - пултарулӑх ҫынниех // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Арҫын ӳсӗрле шӑнса вилес мар тӑк Санька аппа ку таранччен пурӑнас та ҫукчӗ пулӗ, Михала ӑна тахҫанах ҫапса пӑрахӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Кинӗпе тата ывӑлӗпе хутшӑнасшӑн мар // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Вӑрҫӑ тапхӑрӗн малтанхи ҫурринче Скворцовсен ҫемйи ялта епле пурӑннине ас тумастӑп, вӑхӑт та ҫукчӗ вӗсем патне ҫӳреме.

Не помню как жила в деревне семья Скворцовых в первой половине военной поры, и времени не было ходить к ним.

Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18

Урӑх нимӗн те ҫукчӗ.

И больше ничего нет.

Нушаллӑ-телейлӗ пурнӑҫ // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Районсене тухса ҫӳреме те вӑхӑт ҫукчӗ.

Не было даже времени выезжать в районы.

«Улмуҫҫие кӗреплепе туратпӑр» // Елена АТАМАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Ӗҫлеме питӗ кӑткӑс пулчӗ, мӗншӗн тесен шӑлӑн ҫур пайӗ ҫукчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Дент-а-мед» тухтӑрӗсен ӗҫӗ — ҫӗршывра чи лайӑххи! // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

- Эпӗ янаварсене питӗ юрататтӑм, килӗштернӗ ӗҫ урӑх ҫукчӗ.

- Я очень любил животных, больше любимых работ и не было.

Янаварӑм ман, янаварӑм, Эп сана йӗвентен ямарӑм... // Татьяна Борисова. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21

Урайӗ хуралатчӗ те хырса тасатса пӗтерме ҫукчӗ.

Полы марались и никак не отскребались до чиста.

Чӗлхесӗр Олешкӑна качча кайма хӑраман // Роза Власова. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Вӑйӑм ҫукчӗ, хам лутрарах кӗлеткеллӗччӗ.

Не было сил, сама была невысокого роста.

Чӗлхесӗр Олешкӑна качча кайма хӑраман // Роза Власова. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех