Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫукки сăмах пирĕн базăра пур.
ҫукки (тĕпĕ: ҫукки) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Канаш, Вӑрмар тата Ҫӗрпӳ районӗсенче пурӑнакансем килте электричество ҫукки пирки пӗлтерме тытӑннӑ.

Жители Канашского, Урмарского и Цивильского районов начали сообщать, что дома нет электричества.

Ялсенче каллех ҫутӑ сӳнме пуҫланӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33727.html

Тӑватсӑмӑр та пуҫа усса, ҫерҫисене ниепле те хӑваласа яма ҫукки ҫинчен кайса калама колхоз правленийӗ патнелле утрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Сӑтӑрҫӑ ҫерҫисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 43–47 с.

Ҫил ҫукки ҫеҫ хаяр ҫанталӑка кӑштах ҫемҫетет.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Ӗҫлемешкӗн уйрӑм мастерской ҫукки те чарса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

«Эпӗ ӑсталанӑ ал ӗҫӗсем ректор пӳлӗмӗнче те пурччӗ» // А.МИХАЙЛОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11573-ep ... te-purchch

Пире ӑшӑ, аван, чӑн аванни — Анук ашшӗ, Ваҫҫа, ҫукки.

Куҫарса пулӑш

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Улля аппа вутӑ ҫукки ҫинчен, ҫӑнӑх илме арман хуҫи Шӗшлӗне хӑрах йӑран калча парасси ҫинчен калаҫса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Лашуна сан киле хӑваласа ямалла пулман, хӗре ҫуран ҫӳресе тупаяс ҫукки валтанах паллӑччӗ тет пачӑшкӑ.

— Тебе лошадь-то не надо было домой отгонять, ведь сразу было ясно, что пешему девушку не найти, говорит.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Пурринчен ҫукки вӗсен!

Лучше бы их не было вовсе!

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫукки пытарсан та курӑнать.

А чего нет — прячь не прячь, не видно.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Унпа калаҫма ҫукки ҫеҫ питӗ пӑшӑрхантарать.

Куҫарса пулӑш

Юлташ сӑмахӗ // Валентин Урдаш. «Ялав», 1948, 11№ — 27–28 с.

Вӑл пуррипе ҫукки мана ниме те пӗлтермест.

Для меня его как будто и нет.

Яка Илле мунча кӗрет // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пурри салат е хӑмла парать, ҫукки юлашки ывӑҫ тыррипе йӳнеҫме тӑрӑшать.

Кто-то даст солоду, кто-то хмеля, неимущий — последнюю горсть зерна, муки.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫынсене хӑна тума ашшӗ ҫукки ҫине перет Ухтиван.

И тут Ухтиван тоже находится: говорит, что рад бы всех угостить, да отца вот дома нет.

Паллӑ мар инкек // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫукки — пирӗн майлах».

У кого нет — как и мы…

Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫамрӑк пуҫӑм пӗтмӗччӗ, Мулӑм ҫукки пӗтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманта // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

«Ку ман шӑпа, — тет, — эп хавас; Унтан мала тухса чупаймӑн, Парӑнтарма меслет тупаймӑн; Сирме ҫукки пур, мӗн тӑвас…»

Куҫарса пулӑш

III // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

«Пулсан аванччӗ те, ҫукки пӗтерет ҫав, — шухӑшларӗ Левентей ӑшӗнче.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗсен чи витӗмлӗ сӑлтавӗ — ҫӗрулмине ҫутта хума ҫурт ҫукки.

Куҫарса пулӑш

ХХII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл сисрӗ: старик унта тӳрех чупса килмен, вӑл плана тултарма май пуррипе ҫукки ҫинчен хӑй тӗллӗн нумай шухӑшланӑ, тен, хӑйӗн ҫыннисемпе те темиҫе хутчен сӳтсе явнӑ пулӗ, вара тин, план чӑнах та ытла пысӑккине ӗненсе, ял Советне аннӑ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Тогаевран ҫеҫ илтетӗп-ха, Петров шарламасть, — терӗ Камышин, кунта чӗнмесӗр ларма май ҫукки ҫинчен асӑрхаттарнӑ евӗр.

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех