Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ярать (тĕпĕ: яр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Картунти хапха умне пырса тӑнӑ пӑру вӑрӑммӑн: «Му-ук», — тени сирсе ярать вӑрманҫӑн хӑрушӑ ыйхине.

Куҫарса пулӑш

Акӑ вӗсем, хӗрарӑм чунӗ упраса пурӑннӑ сӑмахсем… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Шофер куҫ умӗнче хӑлаҫланма пуҫлать ҫеҫ, Маруҫ, пӗчӗкскер, епресе, селехине юхтарса тӑракан шофера чанлаттарса ярать лешӗн куҫӗнчен хӗлхем кӗлте евӗр тухса сирпӗнмелле, хӑй магазинтан тухса вирхӗнет.

Куҫарса пулӑш

Ывӑл-и! Ывӑл!.. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Пӗртак элетсен, чыхӑнанҫи тӑвать те: — Ать… Ать… — текелет пӗр хушӑ, унтан каллех вӑрӑммӑн тӑсса ярать.

Куҫарса пулӑш

Ывӑл-и! Ывӑл!.. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Маруҫ, хӗвелҫаврӑнӑш пуҫне сӑхакан чӑх евӗр сике-сике, сулланса тӑракан тӑсланка ҫутӑлтарса ярать вӑйӗ ҫитнӗ таран.

Куҫарса пулӑш

Ывӑл-и! Ывӑл!.. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Маруҫ, кӳтмеллипех кӳтсе ҫитнӗскер, кастрюле пӗррех ҫапса ыткӑнтарса ярать.

Куҫарса пулӑш

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Унтан, Терен пичче каларӑш, ҫурӑмран лӑпка-лӑпках кӑларса ярать ӗнтӗ пӳлӗмӗнчен.

Куҫарса пулӑш

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Унтан: «Тепрер чух кӗрсе тухӑр-ха, паян как рас кирлӗ ҫыннисем ҫук», — текелесе, ҫурӑмран лӑп-лӑп тутарса кӑларса ярать.

Куҫарса пулӑш

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Тин кӑна тытнӑ пулӑ евӗр ҫуталса тӑракан хулҫурӑмлӑ хӗр-упраҫ, аллисемпе куҫӗсене хупласа, ҫари ҫухӑрса ярать, кашкӑртан таракан сурӑхсем пек, ҫӳҫе хӳттине кӗпӗр пухӑнса ларать кукленсе…

Куҫарса пулӑш

Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Лешӗ те нумай уяса тӑмасть: — Ах, подлюга! — шӑхӑрттарса ярать вӑл хирӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Ҫакна пире пӗлмен ҫын туман вӗт? — кӑшкӑрса ярать хура та кӑтра ҫӳҫли, Христос пекреххи.

Куҫарса пулӑш

Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Кулнӑ чух хӗсӗк куҫ хутламӗсенчен ытла та ӑшӑ йӑлтӑртату-пайӑрка тапса тухма тытӑнать те чуна ҫемҫетсе ярать.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми рифмӑсем // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Ых, чикан, ых, ҫӗҫӗ! — ӗсӗклесе йӗрсе ярать Верук инке, каярахпа мӑшӑлтатса тухнӑ упӑшкине кӑкӑрӗнчен икӗ чышкипе те тӳнккесе.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫавӑ кӗске «е?», йӗпрен те шӗвӗртерехскер, яш чӗрене вӑрӑммӑн чиктерет, ҫавӑ ытла та кӗске «е?», эсремет, армути шывӗ тулса ларнӑн, хул-ҫурӑмра тӑкӑскӑ йӳҫеклӗхе вӑйлата-вӑйлата ярать.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Мишша вӑрӑммӑн уласа ярать, вара, Левен аллинчен вӗҫерӗнкелесен, Хирти Ҫӗмӗртлӗх урамӗпе каялла ҫаврӑнса пӑхмасӑр тӳплеттерсе чупса анса каять.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми хӑлха чикки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Тутӑ хӑнкӑла евӗр хӗп-хӗрлӗ те кутамас каччӑ каллех сулса ярать аллине.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми хӑлха чикки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Унччен те пулмасть — каччӑн сылтӑм хӑлхине тем шап! тутарса, шӑхӑрттарса ярать.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми хӑлха чикки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Аран-аран сӗвӗрӗлсе каять пӑтӑрмах тени, Ваҫук тинех ҫӑмӑллӑн сывласа ярать.

Куҫарса пулӑш

8 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ҫур сехет пек иртет-и вӑхӑт, Пӑван Ваҫука ҫухаран ярать те илет:

Куҫарса пулӑш

8 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Улма-ҫырла — хӑвӑрт тӑрантаракан ҫимӗҫ; е шӑла шантарса ярать, е хырӑма чӗпӗттерсех выҫтарма тытӑнать, вара «дополнительнӑ зарплата» та кирлӗ мар пулса тухать.

Куҫарса пулӑш

8 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ялта пулса куриччен кӗтӳҫ ӗҫӗ Ваҫукшӑн ытла та ансат пек туйӑнатчӗ: кӗтӳҫ текен этем вӑрӑм пушшине уртса ярать те хулпуҫҫи урлӑ, ҫӑвара шӑхличӗ хыпать те — ҫӳрет улӑхра юрласа…

Куҫарса пулӑш

7 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех