Шырав
Шырав ĕçĕ:
2. Тусу, юлташу тӑшмана тухсассӑн, ҫакӑ сана вилесле кулянтармасть-и?2. Не есть ли это скорбь до смерти, когда приятель и друг обращается во врага?
Сир 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Эй халӑх тӳрисем, итлӗр мана, эй пуху пуҫлӑхӗсем, тӑнлӑр мана: 19. ху пурӑннӑ чухне ывӑлу та, арӑму та, тӑвану та, тусу та хӑвна ан пӑхӑнтарайччӑр — ирӗк ан пар ун пек тума; 20. пурлӑхна-хуҫалӑхна ҫынна ан пар — ӳкӗнсе, хӑвӑн пурлӑхушӑн хӑвӑн йӑлӑнмалла ан пултӑр.
Сир 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Хӑвӑн тӑвану ҫинчен суя сӑмах ан кӑлар, тусу ҫинчен те суя суйса ан калаҫ.12. Не выдумывай лжи на брата твоего, и не делай того же против друга.
Сир 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Тусу патне ытлашши тӑтӑш ан ҫӳре — апла вӑл санран йӑлӑхса ҫитӗ, сана курайми пулӗ.17. Не учащай входить в дом друга твоего, чтобы он не наскучил тобою и не возненавидел тебя.
Ытар 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эхер те тӑвану, [аҫу ывӑлӗ е] аннӳ ывӑлӗ, е хӑвӑн ывӑлу, е хӗрӳ, е пӗрле выртса тӑран арӑму, е чун пек ҫывӑх тусу: «каяр та эсӗ ху та, сан аҫусем те пӗлмен урӑх турӑсене пуҫҫапса пурӑнар» тесе вӑрттӑн калаҫса ҫавӑрма пӑхсассӑн, 7. сан йӗри-тавра, ҫывӑхра е аякра, ҫӗрӗн пӗр хӗрринчен тепӗр хӗррине ҫитичченех пурӑнакан халӑхсен туррисене пӑхӑнса тӑма хистесессӗн, 8. унпа ан килӗш, ӑна ан итле; куҫу ун ҫине хӗрхенсе ан пӑхтӑр, ӑна ан шелле, ӑна ан хӳтӗле, 9. вӗлер ӑна; ӑна вӗлермешкӗн пуринчен малтан ун ҫинче санӑн аллу пулмалла, унтан пӗтӗм халӑх алли пултӑр; 10. ӑна чулпа персе вӗлер, мӗншӗн тесессӗн вӑл сана Египет ҫӗрӗнчен, чуралӑх ҫуртӗнчен, илсе тухнӑ Ҫӳлхуҫаран, хӑвӑн Туррунтан, уйӑрма тӑчӗ; 11. пӗтӗм Израиль ҫакна илтӗ те хӑраса кайӗ, ӳлӗмрен сан хутлӑхунта ҫавӑн пек усал ӗҫ тума пӑрахӗҫ.
Аст 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.