Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тирек сăмах пирĕн базăра пур.
тирек (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Дон хӗрринчи тирек йывӑҫҫисем хыҫӗнчен тӗссӗр шупка уйӑх йӑраланса хӑпарать.

Немощно бледный месяц вставал из-под обдонских тополей.

L // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӗрлӗ ҫӳҫесем акӑш-макӑш симӗс кӑчкӑсемпе шерепеленчӗҫ, тирек ҫилӗм пек ҫыпҫӑнакан, селӗм шӑршӑллӑ папкасемпе тӑртӑнса кӳпчерӗ.

На вербах зеленели сережки, липкой духовитой почкой набухал тополь.

XLIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хыҫран, сӑрт ҫинчен, батарея Елански хуторӗ хыҫӗнче курӑнакан ҫӑра ӳснӗ тирек катисем ҫинелле снаряд хыҫҫӑн снаряд кӑлара-кӑлара ярать.

Сзади, с горы, батарея посылала очереди по купам тополевых левад, видневшихся за хутором Еланским.

XL // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тулта анат енчен ахӑрашса хӑпарнӑ ҫурхи ҫил тулашать, Базки сӑрчӗ ҫинче юлашки юр лӑстӑкӗ шупка хӗрлӗн йӑлтӑртатса ҫуталать; Дон леш енчи тирек тӑррисем ҫилпе тайкаланса хумханниине курсан, Григорие вӗсем шӑпланма пӗлмесӗр ҫӑран кашланӑ шав хӑлхине килсе кӗнӗ пек туйӑнса кайрӗ.

А за окном взлетами бились весенние низовые ветры, на базковском бугре розово сиял и отсвечивал последний снег, вершины тополей за Доном так раскачивались на ветру, что Григорию при взгляде на них чудился басовитый неумолчный гул.

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пӑхатӑн та — Дон тӑрӑхӗнчи ҫӗрсене хуп-хура ҫӑра пӗлӗт хупласа илсе унта чӗмсӗррӗн те хӑрушшӑн капланса тӑнӑн, вӑл кӗҫ-вӗҫех, тирек йывӑҫҫисене асар-писеррӗн ҫӗр ҫумне ава-ава хурса, типпӗн шартлатса ҫурӑлакан аслати сассипе кӗмсӗртетсе каяссӑн, унтан Дон леш айккинчи шурӑ вӑрмана шӑтӑр-шатӑр хуҫса-ватса пӗтерме, акшар сӑрчӗсем ҫинчен аҫа чулӗсене вӑркӑнтарма, вӗлерсе ярас пек хаяр аслати сассипе кисренме тытӑнассӑн туйӑнать.

И стало так, словно покрыла Обдонье туча густым, непросветно-черным крылом, распростерлась немо и страшно и вот-вот пригнет к земле тополя вихрем, полыхнет сухим, трескучим раскатом грома и пойдет крушить и корежить белый лес за Доном, осыпать с меловых отрогов дикий камень, реветь погибельными голосами грозы…

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Аялта, тарӑн вар тӑрӑх, хӗрлӗ ҫӳҫесем, каврӑҫсемпе тирек йывӑҫҫисем ҫӑп-ҫӑра ашкӑрса кайнӑ.

Внизу, по падине, густо толпились вербы, ясени и тополя.

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Отряд иккӗмӗш хут Кумылга шывӗ урлӑ каҫрӗ, тирек вӑрманӗн сулхӑнне кӗрсе кайрӗ.

Отряд вторично пересек речку Кумылгу, втиснулся под купол тополевого леса.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Станицӑсенчи казаксемпе казак маррисен хушшинчи хирӗҫӳ март уйӑхӗнче, тирек ҫинчи папкасем пек, кӳпчесе ҫитет; вырӑнӗ-вырӑнӗпе пӑлхавсем хыпса илеҫҫӗ, контрреволюцилле каварсем палӑраҫҫӗ.

В марте, как почки на тополях, набухали в станицах противоречия между казаками и иногородними, кое-где погромыхивали восстания, открывались контрреволюционные заговоры.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Григорий сӑрт тӗмески ҫинченех Дона асӑрхаса илчӗ: авӑ сӑсар тирӗ тӗслӗ сарӑ хӑмӑр хӑмӑшпа витӗннӗ Хӗрарӑм кӳлли; ав ӗлӗкхи типӗ тирек, — анчах Дон урлӑ вара пачах урӑх тӗлтен каҫса ҫӳреме тытӑннӑ-мӗн.

Григорий с бугра кинул взгляд за Дон: вон Бабьи ендовы, опушенные собольим мехом камыша; вон сухой тополь, а переезд через Дон уже не тут, где был раньше.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кривцов кӳршӗри пӳлӗмре питне ҫунӑ, Сергей чӳрече умӗнче, шухӑша кайса, пӗлӗт ҫине пӑхса тӑнӑ, — тирек йывӑҫсене, килкартине, шӗвӗр тӑрӑллӑ сарая каҫхи тӗттӗм хупларӗ.

Кривцов умывался в соседней комнате, а Сергей сидел у окна и задумчиво смотрел в темное небо, — сумерки уже укрыли и тополя, и двор, и сарайчик с острой крышей.

XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сад пахчисем, речӗ-речӗпе тирек, площадьре пӗр ушкӑн каврӑҫ курӑнчӗҫ.

Были видны сады, ряды тополей и кущи ясеня на площади.

XXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫӳлте, ҫумӑр пӗлӗчӗсем ишсе ҫӳренӗ ҫӗрте, ҫил тачка пӗлӗтсене майӗпен ҫеҫ тӗрткелесе хӗвеланӑҫне хӑвалать; хутор таврашӗнче, Дон шывӗн тӗксӗм симӗс тӳремлӗхӗпе ҫаралса юлнӑ вӑрмансем ҫинче вара вӑл ҫӳҫепе тирек йывӑҫҫисен тӑррисене ава-ава каять, Дон шарлакне айӑн-ҫийен ҫавӑрттарса пӑтратать, хутор урамӗсем тӑрӑх сарӑхнӑ ҫулҫӑсен вӗлтӗркке кӗтӗвӗсене хӑвалать.

Там, вверху, тихий ветерок лишь слегка подталкивал тучи, сплавляя их на запад, а над хутором, над темнозеленой равниной Дона, над голыми лесами бил он мощными струями, гнул вершины верб и тополей, взрыхлял Дон, гнал по улицам табуны рыжих листьев.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тирек айне.

Под тополем.

24 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Саша мучи пӗве хӗрринчи лапсӑркка ватӑ тирек айне пӗчӗк ҫеҫ шӑтӑк алтрӗ, пӗчӗк тупӑка хулхушшине хӗстерсе кайрӗ те, ӑна темӗнле васкавлӑн шӑтӑка антарса, тӑпра витрӗ, унтан тӑмлӑ тӗмеске ҫинчен Аксинья хӑпарасса вӑрахчен чӑтӑмлӑн кӗтсе тӑчӗ.

Возле пруда, под старым разлапистым тополем, вырыл дед Сашка крохотную могилку, под мышкой отнес туда гробик, с несвойственной ему торопливостью зарыл и долго, терпеливо ждал, пока поднимется Аксинья с суглинистого холмика.

22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Донӑн леш енче саралма пуҫланӑ салху вӑрман хумханать, тирек ҫулҫисем ҫаралнӑ, юмансем ҫинчен картлашкаллӑ сайра ҫулҫӑсем тӑкӑнаҫҫӗ, ҫирӗк йывӑҫҫи кӑна мухтанчӑклӑн ем-ешӗлех ешӗрсе ларать, хайӗн иксӗлми пурнӑҫ хӑвачӗпе витӗр куҫлӑ чакаксене савӑнтарать.

За Доном, тронутый желтизной, горюнился лес, блекло отсвечивал тополь, дуб ронял редкие узорчато-резные листья, лишь ольха крикливо зеленела, радовала живучестью своей стремительный сорочий глаз.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аялта, хутор хыҫӗпе, тирек ҫӳллӗш тӗреклӗ хӗрарӑм, капӑр тумланнӑскер, халиччен курман питӗ пысӑк кӗпе аркипе кӑштӑртаттарса утать тейӗн.

Будто внизу за хутором идет принаряженная, мощная, ростом с тополь, баба, шелестя невиданно большим подолом.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Дон шывӗ пӗрре кукӑрӑлса илсе станицӑран Базки еннелле пӑрӑнса кайнӑ тӗлте тирек чӑтлӑхӗ ӑшне кӳлӗ юпленсе кӗрсе каять, сарлакӑшӗ унӑн, ӑшӑх чухнехи Дон шывӗ сарлакӑшӗ майлӑрахах.

Там, где Дон, выгибаясь, уходит от станицы к Базкам, рукавом в заросли тополей отходит озеро, шириной с Дон в мелководье.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тирек йывӑҫҫи патӗнчен пуҫласа, Патша пӗви патне ҫитиччен.

— От тополя до Царева пруда.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Займищере, хӑрӑк тирек кутӗнче, вӗсене кӗтсе тӑраҫҫӗ; сотник Листницкий — хӑйӗн сарӑ та илемлӗ кӗсри ҫинче, тата улт-ҫичӗ юланут — хуторти йӗкӗтсем.

В займище возле высохшего тополя их ожидали конные: сотник Листницкий на поджарой красавице кобылице и человек семь хуторских ребят верхами.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кондратьев лайӑх астӑвать: ҫак пӗтӗмпех планраччӗ, вара ҫавӑн ҫинчен шутласанах ун умӗнчен ҫула якатакан кустӑрмасем те мӑкӑрланса ларакан хурансем те ҫухалчӗҫ, айккисене тирек лартса тухнӑ шоссе станицӑсемпе хуторсем ҫумӗпе хӑйӗн асфальтне йӑлтӑртаттарса чупса иртрӗ.

Кондратьев хорошо помнил: все это было запланировано, и, подумав об этом, перед ним исчезли и обкатывающие дороги колеса и дымящие котлы, и пробежало шоссе с рассаженными по краям тополями, блестя свои асфальтом между хуторов и станций.

IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех