Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

табак сăмах пирĕн базăра пур.
табак (тĕпĕ: табак) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Эпӗ ҫӗлеме каснӑ пусмана йышӑнаттӑм, цехра салтаксем валли кӗпе-йӗм ҫӗлетчӗҫ. Ӗҫрен пушӑрах чухне табак енчӗкӗ хатӗрлесе фронта ӑсататтӑмӑр. Махоркине аттерен вӑрттӑн илеттӗм. Килтисем ҫакна пӗлсен пӗтӗм тӑван-пӗлӗшрен мана махорка пуҫтарса пачӗҫ», — аса илет Валентина Григорьева.

Куҫарса пулӑш

Фронта, партизансен отрядне яма ыйтнӑ… // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/02/04/%d1%84%d1% ... 82%d0%bda/

Чеховӑн «Табак сиенӗ ҫинчен» сцена-монологне вуласа панӑччӗ тата.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Кун пек ыйту пуласса кӗтмен Троицкий, табак шӑршласа апчху тӑвас вырӑнне, каҫса кайса кулма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Унгвентум кизи мази» // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Сергей Иванович тепре табак шӑршласа апчху турӗ те чирлисене чӗнсе кӗртме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Унгвентум кизи мази» // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Апла итлӗр, — табак шӑршлама уҫӑ кантӑк патне кайса ларчӗ ротнӑй фельдшер.

Куҫарса пулӑш

«Унгвентум кизи мази» // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Кусемсӗр пуҫне Чеховӑн «Табак сиенӗ ҫинчен» сцена-монолог уйрӑмах ӑнӑҫлӑ иртрӗ: ӑна Эльгеев выляса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пурте тенӗ пекех табак туртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ӑҫтан тупнӑ эс табак? — илтӗнчӗ юнашарах хулӑн сасӑ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ундрицов табак пачкисене пӗр аллинчен тепӗр аллине ывӑткаласа вагонсем умӗн уткаласа ҫӳрерӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пӗррехинче шӑршламалли табак парса… пӗр пичке краҫҫын шӑршиллӗ шыв туяннине вӑл нихӑҫан та манас ҫук.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Икшер пачка махорка та пачӗҫ, анчах Павлуш, табак туртманскер, хӑй пайне Ундрицова пачӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Ӑҫта-ха, ӗмсе пӑхам: мӗн тути калать килти табак? — сӑмаха урӑх еннелле ҫавӑрасшӑн пулса, юриех кулкаларӗ Павлуш.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Пӑккине тытса пӑхӑр, уҫӑлса ан кайтӑр! — терӗ шӑппӑн Ҫичпӳрт ҫынни шӑршламалли табак пачкисене хӑйӗн миххине чикнӗ хушӑра.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Табак ещӗкне кӗлете хурса хӑварӑп.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Антонина Павловна, — те Марьене хӗрхенсе, те Хӗветӗр хутне кӗрсе, — лавккасенче халӗ шӑршламалли табак вуҫех ҫук, терӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Анчах ҫынсем ӑс пачӗҫ: «керенка» хут укҫана аршӑнпа виҫе-виҫе иличчен, табак туянни аванрах пулӗ», — терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пирӗн йӑхра та табак шӑршлакан пулман! — ҫилленсе кайрӗ Марье.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Анчах ҫуртшӑн укҫа вырӑнне пӗр ещӗк шӑршламалли табак кӑна пачӗ сирӗн ҫурта илекен, леш Павӑл Григорччӑ текенни.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Мӗн сиксе тухӗ капла Хусанти Советсен ӗҫ тӑвакан комитетӗнче? — терӗ те табак туртса ячӗ Сверчков.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Табак туртмастӑп эп, — терӗ хӗрелсе кайнӑ Эльгеев.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех