Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каҫсерен сăмах пирĕн базăра пур.
каҫсерен (тĕпĕ: каҫсерен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Каҫсерен арҫынсем апата хӗрарӑмсемпе пӗрлех пӗҫерчӗҫ, анчах кунта та Сехре урӑх ушкӑна ҫакланчӗ.

Куҫарса пулӑш

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Малтанхи кунсенче Сехре каҫсерен барака чылаях ывӑнса таврӑнатчӗ, унӑн апат тумасӑрах выртса ҫывӑрас килетчӗ, ӗҫленӗҫемӗн кун пек халтан каясси иртсе пычӗ, вӑл алсенче вӑй хутшӑнса пынине туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кам ҫӳрет сан патна ҫак сукмакпа каҫсерен

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пирӗн Левентей каҫсерен киле те кайми пулчӗ, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗсене вӑл каҫсерен ял тӑрӑх чупса туман вӗт, упӑшкипе лайӑх савӑшса пурӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тантӑшӗсем инкеке сиссе хӗр ачана каҫсерен ниҫта кӑларми пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Каҫсерен кунта чылаях сулхӑн — ҫырмасенче, хӗвел ӳкмен ҫӗрте, юр хуралса выртать, йывӑҫсен айӗнче унта та кунта шыв кӳлленсе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

11. Ҫамрӑклӑхпа сыв пуллашни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Аҫуна кала, каҫсерен мана нӳхрепе ан хуптӑр, тимӗрҫӗ лаҫҫинче ӗҫлеме ирӗк патӑр, вара ҫӑраҫҫи мар, ылтӑн ҫӗрӗ те туса парӑп.

Куҫарса пулӑш

5. Ҫураҫнӑ хӗр // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ватӑ кил хуҫи эпир ӗҫрен таврӑннӑ тӗле кӑмакара ҫӗр улми пӗҫерсе хуратчӗ, каҫсерен пирӗн ҫӗтӗлнӗ ҫӑпатасене юсатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫул тултарнӑ Анастасия Никитична утса ҫӳрекен Чӑваш энциклопедийӗ вырӑнӗнче // Людмила Иванова. http://kanashen.ru/2022/01/28/ce%d1%80-c ... %82%d1%81/

Тӗслӗхрен, туссемпе каҫсерен чей ӗҫме пухӑнӑр.

Например, встретьтесь вечером с подругами за чашечкой чая.

27-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Командировкӑна кайма, каҫсерен, канмалли кунсенче ӗҫлеме хатӗрленӗр.

Будьте готовы к командировкам, рабочим вечерам и занятым выходным.

22-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Каҫсерен ытларах канма тӑрӑшӑр, ӗҫӗрсене киле ан илсе килӗр.

Старайтесь больше отдыхать по вечером, не берите работу на дом.

10-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тӗслӗхрен, каҫсерен уҫӑлса ҫӳрӗр.

Например, по вечерам ходите на прогулку.

39-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Каҫсерен вара канӑр.

По вечерам, наоборот, отдыхайте.

21-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тутарсен утлӑ ҫарӗ каҫсерен ҫывӑрма та памасть.

Куҫарса пулӑш

15. Хусан хапхи умӗнче.. // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Асту, мана ан вӗлер, унсӑрӑн эпӗ эсрел пулатӑп та каҫсерен сана хӑратма пуҫлатӑп терӗм.

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кунне сакӑршар сехет службӑра ларнӑ хыҫҫӑн каҫсерен мӗн те пулин ҫырма хӑтланса пирус мӑкӑрлантарнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Эльгеев кӑнтӑрла анатомичкӑра е лабораторисенче ӗҫлет, каҫсерен — эрнере икӗ хут — сӗрме купӑс преподавателӗ патне ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Хӑй те ҫапла сӗмленетчӗ Ахтупай, сӗрен умӗн каҫсерен урамра пухӑнса тӑнӑ чух е ял тулашӗнче пӗр-пӗр ҫерем ҫинче тантӑшӗсемпе, вӑйлӑрах шутланаканскерсемпе, тытӑҫа-тытӑҫа пӑхатчӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Поджогин каҫсерен йӗркеллӗ ҫывӑрма та пӗлмест, крепость хапхисем патӗнчи хурала хӑй туха-туха тӗрӗслет.

Куҫарса пулӑш

11. Кӑнтӑр енчи хапха // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех