Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

капӑрлатнӑ (тĕпĕ: капӑрлат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унӑн лашин ҫилхине виҫҫӗмӗш кун ӗнтӗ тутлӑ шӑршлӑ сирень илемлетет, автоматне чечексемпе тата лентӑсемпе капӑрлатнӑ.

Грива его коня уже третий день расцвечена пахучей сиренью, автомат обвит цветами и лентами.

XXV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Хаецкий ывӑннипе пӗр кресло ҫине ларать те капӑрлатнӑ стенасем ҫине пӑхма тытӑнать.

Хаецкий утомленно присел в одно из кресел, разглядывая разукрашенные стены.

XXIV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Чечексемпе капӑрлатнӑ колоннӑсем умӗнчен иртсе, собор алӑкӗ тӗлне карнӑ шупка хӗрлӗ пустав тӑрӑхӗсем айӗнчен иртсен, хӗвел хӗртсе пӑхакан урӑма тухаҫҫӗ.

Они медленно спустились со ступенек алтаря, прошли между разубранных цветами колонн под приподнятой пунцовой занавесью на дверях и вышли на залитую лучами солнца улицу.

VIII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Унӑн хаклӑ йышши чулсемпе капӑрлатнӑ митри тата ылтӑн укапа ҫӗленӗ чаплӑ тумтире хӗвелпе йӑлтӑртатать.

Солнце играло на его сверкающей камнями митре и вышитой золотом одежде.

VIII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Хуҫланакан шарнирлӑ тарасана хура йӗсрен (бронзӑран) тунӑ, пӑнчӑпа йӗрсем ӳкерсе капӑрлатнӑ.

Складные шарнирные равноплечные весы изготовлены из бронзы и покрыты орнаментом из черточек и точек.

Удмуртире пӑлхар усламҫин тараси тупӑннӑ // Ирӗклӗ сӑмах. Ирӗклӗ сӑмах

Кантӑк ҫинче чечексем лараҫҫӗ, этажерка ҫинче кӗнекесем пур, Сталин портретне тӗрленӗ шурӑ алшӑллипе капӑрлатнӑ.

На окне цветы, на этажерке стопка книг, портрет Сталика украшен вышитым белым полотенцем.

Алӑк умӗнчи хуралҫӑсем // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Савӑт-сапа хумалли ҫӳлӗке хаҫатран касса тунӑ чӗнтӗрпе капӑрлатнӑ.

Полка для посуды была украшена кружевом из газет.

Власьевна // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Темиҫе хутлӑ кӑткӑс капӑрлатнӑ ҫӳҫӗ упӑте пичӗ-куҫӗ пек пит-куҫне йӗри-тавра хупласа тӑрать.

Многоэтажная сложная прическа обрамляла ее обезьянье крохотное лицо.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Сӑвӑҫсен мухтавӗпе капӑрлатнӑ вӑрҫа-харҫа, сӑвӑҫ аркаттӑр, ятлатӑр лач! сурса.

Поэтами облагороженная война и военщина должна быть поэтом оплевана и развенчана.

Тӗп пултӑр // Стихван Шавли. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 54–57 с.

Пуринчен ытла, чӑн-чӑн купца хӗрӗ пек туйӑнакан мӑнтӑр та хӗрлӗ питлӗ, ҫивӗчӗсене ҫутӑ-кӑвак хӑюсемпе капӑрлатнӑ хӗр асран тухмасть.

Мне запомнилась одна, по виду настоящая купеческая дочка — пухлая, розовая, с ярко-голубой лентой в косе.

Осиновые Гаи // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Саспаллийӗсене кукӑрткаласа алӑпа ҫырса тунӑ: «Фронтри лару-тӑру — Воропаев лекцийӗ», «Совет интеллигенцийӗ Отечественнӑй вӑрҫӑ кунӗсенче — Воропаев лекцийӗ», «Мир перспективи — Воропаев лекцийӗ» — текен афишӑсем час та часах улшӑнса тӑнӑ, ҫавӑнпа та ҫынсем урамсене капӑрлатнӑ чух вӗсене питӗ кирлӗ япаласем вырӑнне хурса йышӑннӑ.

Рукописные афиши с криво выведенным от руки текстом — «Положение на фронтах — лекция Воропаева», «Советская интеллигенция в дни Отечественной войны — лекция Воропаева», «Перспективы мира — лекция Воропаева» — сменяли одна другую так часто, что принимались за нечто обязательное при украшении улиц.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Нимӗҫсем, Пилсудскипе урлӑ пулса, ӑна Магдебург крепӑҫне хупса лартнӑ хыҫҫӑн (паллах, ҫак камитле лартӑва пӗтӗм ырлӑхпа капӑрлатнӑ), унӑн легионне салатса янӑ.

Когда немцы, не поладив с Пилсудским, посадили его в Магдебургскую крепость (конечно, комфортабельно обставив это бутафорское заключение), а его легион расформировали.

Улттӑмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Шӑпах ҫав лупас тӑрринче, кӑтра туратпа капӑрлатнӑ шерте вӗҫӗнче, шӑнкӑрч йӑви ҫакӑнса тӑнӑ.

Над которым на длинной жердине, увенчанной кудрявой веткой, маячил скворечник.

Вӑрман сыхлавҫи // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Гостиницӑна хирӗҫ тенӗ пекех, Георги ҫветтуйӑн шӗвӗр тӑрӑллӑ башни кӑнтса тӑрать: сылтӑм енче, ҫӳлте-ҫӳлте, Доганӑн ылтӑн чӑмӑрӗ ялтӑртатать тата чиркӳсенчен чи илемлӗ, ҫӗнӗ ҫын пекех капӑрлатнӑ Redentore, Паллади чиркӗвӗ ларать; сулахайра — карапсен мачтисемпе рейисем, пӑрахутсен трубисем хуран курӑнаҫҫӗ; хӑшпӗр тӗлте ҫуррине яхӑн чӗркенӗ парӑссем пысӑк ҫунатсем евӗр усӑнса тӑраҫҫӗ, вымпелсем аран-аран хускалкалаҫҫӗ.

Почти напротив их гостиницы возвышалась остроконечная башня св. Георгия; направо, высоко в воздухе, сверкал золотой шар Доганы — и, разубранная как невеста, стояла красивейшая из церквей, Redentore Палладия; налево чернели мачты и реи кораблей, трубы пароходов; кое-где висел, как больное крыло, наполовину подобранный парус, и вымпела едва шевелились.

XXXIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Ҫак этем хӗлле те, ҫулла та нимӗҫсем ҫӗленӗ сарӑрах пир сӑхман тӑхӑнса ҫӳрет, анчах ун ҫинчен пиҫиххи ҫыхать; кӑвак шӑлавар, кӑтра путек тирӗпе капӑрлатнӑ ҫӗлӗк, — ӑна пӗр ҫука юлнӑ улпут кӑмӑл ҫаврӑннӑ самантра парнеленӗ пулнӑ, — тӑхӑнать.

Этот человек ходил в зиму и лето в желтоватом нанковом кафтане немецкого покроя, но подпоясывался кушаком; носил синие шаровары и шапку со смушками, подаренную ему, в веселый час, разорившимся помещиком.

Ермолайпа мелник арӑмӗ // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 132–142 с.

Вӗсем пӗтӗм пӳлӗмсене тӗрӗслесе тухрӗҫ, хӑйсем хушшинче калмӑкла темскер мӑкӑл-макӑл калаҫса илчӗҫ те, иккӗшӗ картиш таврашӗнче шырама кайрӗҫ, пӗри — хурарах хӑмӑр ӳтлӗ, шатра питлӗ те лапчӑк сӑмсаллӑ лутака калмӑкӗ, — лампассемпе капӑрлатнӑ шалпар шӑлаварне кӑрт-карт турткаласа, ҫенӗке тухрӗ.

Они тщательно осмотрели комнаты, поговорили между собой по-калмыцки, потом двое пошли осматривать подворье, а один — низенький и смуглый до черноты, с рябым лицом и приплюснутым носом — подтянул широкие шаровары, украшенные лампасами, вышел в сенцы.

XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Яла кӗнӗ-кӗменех трактор ҫине чечексем, симӗс туратсем пӑрахса тултарнӑ, трактора хӗре туя тумлантарнӑ пек капӑрлатнӑ.

Всю машину, как только она вошла в улицу, забросали цветами, зелеными ветками, нарядили, как невесту к свадьбе.

22 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ирхине ирех сӗтел ҫине витре ҫурӑ кӗрекен сӑмавар кӑларса лартнӑ, аҫа ҫури турӑ кӗтессине ларнӑ та турӑшсене капӑрлатнӑ, тӗксӗммӗн ҫиҫекен шуҫ ҫине пӑхса, кранран курка хыҫҫӑн курка пушатнӑ, йывӑррӑн сывласа, пӑртак тӑвар янӑ чей ӗҫнӗ.

С утра ставили на стол полутораведерный самовар, отчим усаживался под божницей и, глядя на тускло блестевшую жесть, украшавшую иконы, цедил из крана чашку за чашкой и, отдуваясь, пил крутой, чуть посоленный кипяток.

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Григорин чӑпӑркка аври, чӑн та, хир качакин ури тирӗпе питӗ ҫыпӑҫуллӑн турттарнӑскер-мӗн: аври вӗҫӗнче пӗчӗкҫӗ чӗрни те чип-чиперех упранса юлнӑ, ҫитменнине, питӗ ӑстайлӑн ӑна пӑхӑр таканпа таканласа капӑрлатнӑ.

Держак плетки Григория и в самом деле был искусно обтянут кожей ножки дикой козы; даже крохотное копытце на конце сохранилось в целости и было столь же искусно украшено медной подковкой.

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫӑмран ҫыхса тунӑ хӗрхӗлтӗм чӑлхи типшӗм те илемлӗ урине ҫӑтӑ-ҫӑтӑ тытать, хӑйне шӑп вӑхӑтлӑ аттисем урисенче ҫыпӑҫтарса хунӑ пек тӑпӑл-тӑпӑл тӑраҫҫӗ; пермечеллӗ кӗрен юбкине хытӑ туртса ҫыхнӑ, тӗрлесе капӑрлатнӑ саппунӗ чӑлт шурӑ тӗсӗпе куҫа йӑмӑхтарать.

Сухую, красивую ногу ее туго охватывал фиолетовый шерстяной чулок, аккуратный чирик сидел на ноге, как вточенный; малиновая сборчатая юбка была туго затянута, безукоризненной белизной блистала расшитая завеска.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех