Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аслати сăмах пирĕн базăра пур.
аслати (тĕпĕ: аслати) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑна хӗвел те ҫунтарать, ҫил те типӗтет, тӑвӑл та кӗҫ-вӗҫ хуҫас пек авать, силлет, аслати те ӑнах ҫапать.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Аслати сасси куллен кӑна илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Аслати те йӑвашланнӑ пек.

Куҫарса пулӑш

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Аслати хаяррӑн авӑтать.

Куҫарса пулӑш

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫиҫӗм хура пӗлӗте кукӑр-макӑр ҫурса анчӗ те, аслати кӗрӗслетсе авӑтса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Инҫетре аслати кӗмсӗртетни илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Аслати мӗншӗн кӗпер урлӑ урапа хытӑ чуптарса каҫнӑ пек хӳлтӗртетет? — теттӗм.

Куҫарса пулӑш

Шулли Иванӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Малтан ҫил туларӗ кунӗн-ҫӗрӗн, ҫиҫӗм ҫиҫрӗ, аслати авӑтрӗ — хӑрушӑ!

Поначалу изо дня в день буйствовал ветер, сверкали молнии, грохотал гром.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кустӑрмисене тимӗрленӗ те, аслати пек кӗмсӗртетет кӳме.

Колеса железом окованы, так и громыхают, будто гром.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Унтан, унтан тата темле япала урайне хӑвӑрттӑн лаплатса ӳкнӗн туйӑнчӗ, тулта каллех улатакка шакканӑ пек, аслати авӑтнӑ пек пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлташ сӑмахӗ // Валентин Урдаш. «Ялав», 1948, 11№ — 27–28 с.

Аякра-аякра аслати кӑлтӑртатни кӑна таҫта вӑрттӑн хӑват пуҫтарӑннине, пусарса тӑракан йывӑрлӑха сирсе пӑрахма хатӗрленнине систерет.

Вдалеке все погромыхивал гром, словно набирая силу и предвещая, что собираются где-то и силы народные, чтобы сбросить с себя тяжкий гнет богатеев.

Канӑҫсӑр чун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тӳпен пӗр хӗрринче ҫиҫӗм йӑлтӑртата-йӑлтӑртата илет, ал арманӗ ҫавӑрнӑ пек, аслати кӑлтӑртатать.

На краю темного горизонта вспыхивают робкие молнии, неуверенно рокочет, как жернов ручной мельницы, гром.

Канӑҫсӑр чун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Аслати умӗнхи пек, ял пӗр самантра шӑпланса пусӑрӑннӑ.

К моменту их появления деревня замерла словно перед грозой.

Ярила мучи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Ӑсатӑр, — терӗ, — вӑхӑт ҫитрӗ, Чарусӑр аслати кӗрлет, Усал тӑшманӑн пурнӑҫ иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Тен, савӑнса хӗвел йӑл кулӗ, Ҫитсе, тен, ҫапӗ аслати.

Куҫарса пулӑш

XXX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Пӗлетӗн ху: ҫиҫсессӗн ҫиҫӗм, Кӗтсех тӑр, кӗрлӗ аслати.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

«Пӑлхав, пӗлетӗн, аслати пек: Ҫитет, кӗрлет вӑл, йӗпетет.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫынсем ак кайрӗҫ хумханса, Кашни этемӗн кӑмӑл тӗрлӗ: Пӗри ак аслати пек кӗрлӗ, Тепри ахаль тӑрать, канса.

Куҫарса пулӑш

VIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Уяр кун килнӗ аслати пек Ирех пит ахӑрчӗ хыпар.

Куҫарса пулӑш

VIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Тен, аслати пек Персе ҫитет вӑл хӗр патне, Тен, вӑл хӑр ҫил — вӗри те типӗ — Аркатӗ чунӑн сӑвапне.

Куҫарса пулӑш

IV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех