Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ала сăмах пирĕн базăра пур.
ала (тĕпĕ: ала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вара шуррисен ҫарӗ пӗтӗмпех, ала витӗр юхакан ҫӑнӑх пек, пӗчӗк хулан тӑкӑрлӑкӗсем тӑрӑх ҫил-тӑвӑл хӑвалакан пӗлӗт хӑвӑртлӑхӗпе хирелле чупрӗ.

Белые растеклись по городу, будто вода сквозь сито, и исчезли в полях стремительно, как тучи, подхваченные ураганным ветром.

III. Пӗчӗк ҫарсемпе пысӑк ҫапӑҫусем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Вӑл пӗрре те ялтӑртатса выляса тӑман ҫӑлтӑр пулчӗ, вӑл ман шутпа Ала ҫӑлтӑрӑн пӗри — «Бета» ятли пулмалла.

То была звезда, утратившая способность мерцать, — по моим соображениям, Бета в созвездии Малой Медведицы.

XVII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

 — Пирӗн колхоз пӗтсе ҫитме, колхоз пурлӑхӗ ала витӗр юхнӑ пек юхма пуҫласан, эпӗ, юлташсем, ҫапла шутлаттӑм: хамӑн Белянкӑна сутам, теттӗм.

— Когда захирел наш колхоз, уходило колхозное добро, как сквозь решето, думалось мне, товарищи: продам я свою Белянку.

10. Пленум хыҫҫӑн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Комбайн йӑлтах ҫӗмӗрӗлсе пӗтнӗ; сулахай аякӗ унӑн ала пек шӑтӑкланнӑ, ҫуначӗ турпас пулнӑ, шӑналӑкӗ ҫурӑлнӑ, мотор труби тӳнсе кайнӑ.

Комбайн стоял с изрешеченным правым боком, с искромсанным в щепки мотовилом, с изорванным полотном и сбитой набок трубой от мотора.

Паня-Ганя // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Вӑл, аллисене кипке ӑшӗнчен кӑларса, питне хупланӑ, пайӑркасем вара ала тӳртне кӑтӑклантарнӑ.

Он освободил руки из-под тряпья, прикрыл ими мордочку, лучи щекотали тыльную сторону ладоней.

Вӑрман сыхлавҫи // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Ала пек пулӗ, унтан пысӑк мар.

— С кроильное решето — не больше.

Астрономсем // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Кухньӑна та лекрӗ, хуранне тӑшман самолечӗсем пере-пере ала пек шӑтарса пӗтернӗ.

Даже кухне досталось — котел изрешетило осколками во время налета вражеской авиации.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Унпа юнашар, ҫӗр ҫинче, снаряд хуҫса антарнӑ пысӑк арка выртать — сунар хуҫалӑхне кӗмелли алӑк пулас ӗнтӗ вӑл: Унтах пульӑсемпе ала пек шӑтарса пӗтернӗ фанер татӑкӗ пур.

Рядом лежала на земле скошенная снарядами арка — видно, бывший вход в охотничье хозяйство: И тут же изрешеченная пулями и осколками фанера.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ҫумӑр вӗт ала витӗр юхнӑ пек ҫӑвать, унӑн сивӗ тумламӗсем ӳт патнех ҫитеҫҫӗ.

А дождь сеял, как сквозь мелкое сито, и холодные капли проникали сквозь одежду.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Йывӑҫсен айӗнчи сип-симӗс кавир, ҫӳлти ем-ешӗл зонтиксем, йывӑҫсен ҫурта пек ҫӳллӗ вуллисем таҫта ҫитичченех тӑсӑлса кайнӑ, нимӗнле ӗмӗлке те, сулхӑн таврашӗ те ҫукки, ҫутӑ пайӑркисем шултӑра ала витӗр тухнӑ пек темӗнле ҫутатса тӑни — ҫаксем пурте пӗрле хутшӑнса вӑрман сӑн-сӑпатне ӗмӗрне пулман пек туса кӑтартаҫҫӗ, Кивӗ Тӗнчепе Ҫӗнӗ Тӗнче вӑрманӗсен сӑн-пуҫӗ кунта нимӗн чухлӗ те сисӗнмест.

Зелёный ковёр у подножья деревьев, зелёные зонты вверху, далекая перспектива высоких прямых стволов, почти полное отсутствие тени и прохлады, странное освещение, точно лучи света проходили через редкую ткань, — всё это вместе взятое придавало необычайный вид этому лесу, ни в чём не похожему на леса Старого и Нового Света.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Унта мӗн пурӗ те икӗ лаххан, пӗр ала, виҫӗ кивӗ мишук, икӗ хыркӑч тата пӗр купа ҫӗтӗк-ҫурӑк пулнӑ.

И состояло из двух лоханей, одного решета, трёх старых мешков, двух скребков и кучи тряпок.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Чим-ха, Ҫинук, эс мӗн ман иртнӗ пурнӑҫа вӗтӗ ала витӗр кӑларатӑн?

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Зина сиксе тӑрсан, эпир тункатан кашни шӑтӑкӗнчен темӗн чухлӗ кӑткӑ чупса тухнине куртӑмӑр: ала пек шӑтса пӗтнӗ тунката кӑткӑ йӑви пулнӑ иккен, вӑл тулашӗнчен пӑхсан кӑна ҫирӗп пек курӑнать.

Когда Зиночка вскочила, мы увидали, как из каждой дырочки пня выползло множество муравьёв: ноздреватый пень оказался сплошным муравейником и только сохранил обличие пня.

Кӑтка йӑви-тунката // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 103 с.

Паян Зинӑпа вӑрманта уҫӑлса ҫӳренӗ чухне эпир пӗр тунката куртӑмӑр, ун ҫийӗ пӗтӗмӗшпех шӑтса, ала пекех пулса тӑнӑ.

Гуляя сегодня с Зиночкой в лесу, мы набрели на старый пень, весь покрытый, как швейцарский сыр, дырочками.

Кӑтка йӑви-тунката // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 103 с.

Акӑ икӗ хура куҫ ҫеҫ йӑлтӑртатать, ӳчӗ кӑна ӑшӑ ала ҫине тытса илсен те пурпӗрех чӗрӗ мар япала тесе шутлӑн: чул пекех хытса, вилнӗ пек пулса выртать пӑлан пӑрушӗ.

И вот только что черненькие глазки блестят и только что тельце тепленькое, а то бы и на руки взять, и все равно сочтешь за неживое: до того притворяются каменными.

Чӳлмек ҫурални // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 35–38 с.

Ну, атте пырать, вӑл хӑй пур ҫӗрте те пулса пӑхнӑ: шултӑра ала витӗр те, вӗтти витӗр те тухнӑ.

Ну, отец ничего, тот сам был везде, и в сите и в решете.

XIX // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Вара иртнӗ савӑнӑҫпа та киленесси пулмасть, ӑна кӗтсе унӑн чӗри те ала пек шӑтӑкланса пӗтрӗ пулӗ ӗнтӗ.

И не придется насладиться былым счастьем, по которому, кажется, душа до дыр изныла.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Вӑл Василиса Прокофьевна патне ала илсе килнӗ те, ӗҫҫи ҫинчен калаҫма пуҫланипе, ниепле те тухса каяймасть, ӗнтӗ темиҫе хут та алӑка тӗртсе уҫрӗ, татах каялла хупса, чарӑнса тӑчӗ.

Она принесла Василисе Прокофьевне сито и, разговорившись о полевых работах, никак не могла уйти: несколько раз толкала дверь и опять закрывала ее.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Тепӗр чухне пуҫӑм мана шултра куҫлӑ ала хурӑм туйӑна-туйӑна каять те…

Иногда мне голова кажется вроде изреженного решета…

Тӗнче хӗрри шырама тухса кайни // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 119–126 с.

Ала ҫӑлтӑр, Кӗвенте ҫӑлтӑр, Шурӑмпуҫ ҫӑлтӑрӗ, Ҫурҫӗр ҫӑлтӑрӗ — эх, ҫулҫӳреве тухса кайрӑмӑр та хамӑр ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинче, хӑма витнӗ пӗр пӗчӗк нӳхреп тӑрринче, выртни ҫинчен те мантӑмӑр.

Созвездия Решето, Коромысло, Утренняя звезда, Полярная звезда — мы отправились в путешествие по небу и даже забыли, что находимся на земле, лежим на крытой досками крыше маленького погреба.

Сӑвап // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 105–116 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех