Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Шыва (тĕпĕ: шыв) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Тӗлӗкре мар, чӑн-чӑнах пулнӑ пек, сӑнӗ шыва янӑ чухнехи пекех, ман алла ярса тытнӑ та хӑй хыҫӗнчен туртать, аран-аран вӗҫерӗнтӗм вӗт.

Куҫарса пулӑш

III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Малтан вӑл куркаран икӗ сыпкӑм турӗ, кайран пӗтӗм шыва ӗҫсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Ура айӗнче пӑр авӑнчӗ, шатӑртатрӗ, кӗҫ-вӗҫ шыва анса кайма пулассӑн туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Чи малтан унта арҫынсем кайрӗҫ, милӗксене вӗри шыва ислетме хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Кайран хурлӑханран тунӑ варение вӗретнӗ шыва ячӗ, ҫав кастрюле сивӗ шыв хушрӗ, икӗ кашӑк крахмал ячӗ, тӗплӗн пӑтратрӗ, вӗри шыв хушса, ҫунакан плита ҫине лартрӗ, хуран ҫӑпалипе пӑтратса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Кирей хӑйӗн ӗҫне турӗ, вӑл пельменсене холодильникри морозильнике хучӗ, пӗр вӑтӑрӑшне вӗреме кӗнӗ шыва ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Ахалех ларасран ачасем пӗвере шыва кӗчӗҫ, унтан хырӑнчӗҫ те таса ҫи-пуҫ тӑхӑнчӗҫ, тахҫантанпах тӑхӑнманччӗ ӑна вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Ачасем кӑнтӑр аначӗ вӑхӑтӗнче ҫеҫ кӑштах хӑтӑлаҫҫӗ шӑрӑхран, ӗҫ хыҫҫӑн вара тӳрех вырӑнти пӗвене шыва кӗме чупаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Пӳрте кӗрсен вӑл ҫӑлти таса шыва ӗҫрӗ, вӑл халӗ те сивӗччӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Хулана пӗтӗмпех сирпӗтсе аркатнӑ, унта шыва лавккара ҫеҫ туянма пулать, анчах та унта та вӑл яланах пулмасть, — каласа парать йывӑр лару-тӑру ҫинчен полици подполковникӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӗрке хуралӗнче — тӳрӗ кӑмӑлпа // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/05/21/%d0%b9%d3%9 ... %bf%d0%b0/

Тӳпери уйӑхӗ — умра, кӳлӗри — шыва ҫутатса илем кӳретчӗҫ пулсан, питҫӑмарти-уйӑхсем ман чуна ҫутатса ӑшӑтатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тусӑм, эсӗ тусна аса ил… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 207–214 с.

Лайӑх кӑна ҫуса шыва кӗртсен, тумлантарнӑ чух Вихтӗр шӑлаварӗн кӗсйинчен тӗкӗр катӑкӗ тухса ӳкет.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Унӑн хӑвачӗ талӑкне 1200 кубла метр юра шыва ҫавӑрма пултарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗпхӳре юр ирӗлтермелли ҫӗнӗ вырӑн пулӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. https://ursassi.ru/news/%D0%AD%D0%BA%D0% ... ul-3772320

Ӑна пуҫласа 1981 ҫулта Северодвинскра шыва антарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ Ҫӗнтер чапӗ иксӗлмӗ нихӑҫан // Николай ФЕДОРОВ. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/category/ ... %b8%d0%b8/

Кунсӑр пуҫне Юнкӑ ялӗнчи Центральная урамри 35-мӗш ҫуртӑн таса мар шыва юхтарса кӑлармалли системине (уйӑракан сумма 312 пин тенкӗ ытла) тата Мӑн Сӗнтӗрти Новая урамри 1-мӗш ҫуртӑн ҫивиттине (1 млн та 467 пин тенкӗ ытла) тӗпрен юсама пӑхнӑ.

Куҫарса пулӑш

Нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи капиталлӑ юсав ӗҫӗсем ҫинчен // В. ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/obshchestvo/8777- ... sem-inchen

Ленин урамӗнчи 26-мӗш ҫуртӑн таса мар шыва юхтарса кӑлармалли, сивӗ шыв парса тӑмалли, ӑшӑ парса тӑмалли тата электроснабжени системисене, Октябре 50 ҫул урамри 38-мӗш ҫуртӑн ҫивиттине юсама пӑхнӑ.

Куҫарса пулӑш

Нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи капиталлӑ юсав ӗҫӗсем ҫинчен // В. ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/obshchestvo/8777- ... sem-inchen

Асӑннӑ урамри 2-мӗш ҫуртӑн таса мар шыва юхтарса кӑлармалли тата электроснабжени системисене юсассипе ӗҫсене 767 пин тенкӗлӗх ытла, 3-мӗш ҫуртӑн таса мар шыва юхтарса кӑлармалли, сивӗ шыв парса тӑмалли тата электроснабжени системисене юсассипе – 1 млн та 153 пин тенкӗлӗх ытла, 7-мӗш ҫуртӑн электроснабжени тата сивӗ шыв парса тӑмалли системисене юсассипе – 837 пин тенкӗлӗх ытла пурнӑҫламалла пулать.

Куҫарса пулӑш

Нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи капиталлӑ юсав ӗҫӗсем ҫинчен // В. ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/obshchestvo/8777- ... sem-inchen

Асӑннӑ ҫуртӑн ҫивиттине, сивӗ шыв парса тӑмалли, таса мар шыва юхтарса кӑлармалли системисене юсама палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи капиталлӑ юсав ӗҫӗсем ҫинчен // В. ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/obshchestvo/8777- ... sem-inchen

Кунсӑр пуҫне ҫак урамри 22-мӗш ҫуртӑн ӑшӑпа тивӗҫтермелли тата таса мар шыва юхтарса кӑлармалли системисене те тӗпрен юсама май килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи капиталлӑ юсав ӗҫӗсем ҫинчен // В. ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/obshchestvo/8777- ... sem-inchen

Кунпа пӗрлех «Калита» ООО строителӗсем Октябре 50 ҫул урамри 40-мӗш ҫуртӑн таса мар шыва юхтарса кӑлармалли системине тӗпрен юсарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи капиталлӑ юсав ӗҫӗсем ҫинчен // В. ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/obshchestvo/8777- ... sem-inchen

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех