Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Февраль сăмах пирĕн базăра пур.
Февраль (тĕпĕ: февраль) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Партие февраль уйӑхӗнче суран туни халӗ те ҫаплипех пулнӑ, вӑл тӳрленсе ларман.

Рана, нанесенная партии в феврале, была еще свежа и так и не зажила до конца.

VIII сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Февраль уйӑхӗнче Центральнӑй Комитета пӗтӗмпех арестлемен пулнӑ.

Оказалось, что в феврале арестовали не весь Центральный Комитет.

VIII сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

1941 ҫулхи февраль уйӑхӗнче Чехословакири коммунистсен партийӗн Центральнӑй Комитетне пӗтӗмпех, тытса хупас-тӑвас пулсан ӗҫе тытӑнма палӑртнӑ заместительсемпе пӗрлех, арестленӗ.

В феврале 1941 года весь состав Центрального Комитета Коммунистической партии Чехословакии вместе с заместителями, намеченными на случай провала, был арестован.

VIII сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

1942 ҫулхи февраль уйӑхӗнче ӑна партине турех Центральнӑй Комитет илчӗ.

В феврале 1942 года она была принята в партию непосредственно Центральным Комитетом.

Лида // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Февраль уйӑхӗнче Ту качакине саламлӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗлен, эс пире мӗскер сӗнен? // Шӑмӑршӑ хыпарҫи. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &type=publ

Февраль, июль, сентябрь уйӑхӗсенче укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ кӑмӑлсӑр лару-тӑру пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗлен, эс пире мӗскер сӗнен? // Шӑмӑршӑ хыпарҫи. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &type=publ

Февраль уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче кукамай, Елизавета Дмитриевна Флуг, вырӑнпах выртма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Анне, аннеҫӗм, сана малашне те юратӑп... // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

Кунсӑр пуҫне февраль уйӑхӗнче 13-мӗш ӗҫ укҫи панӑ.

Куҫарса пулӑш

Агроном - пултарулӑх ҫынниех // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Вӗсене 2008 ҫулӑн февраль тата июль уйӑхӗсенче хута ярӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хусана тирпей кӗрет // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

1906 ҫулта Улӑх-Шӗмшешре ҫуралнӑ Николай Андрианович Казаков судья тивӗҫне пурнӑҫланӑ вӑхӑтрах 1942 ҫулхи февраль уйӑхӗнче фронта ӑсаннӑ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫӗнтерӳҫӗ салтак асра // Надежда СЯДАРОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.06

1942 ҫулхи февраль уйӑхӗнче фронтра стрелоксен полкӗ йышӗнчи 169-мӗш дивизийӗ хаяр ҫапӑҫусене хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫӗнтерӳҫӗ салтак асра // Надежда СЯДАРОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.06

Акӑ, февраль уйӑхӗнче шыв пӑрӑхӗсене улӑштарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пуҫаруллӑ та маттур // Т.ГРИГОРЬЕВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

1968 ҫулхи февраль уйӑхӗнче эпӗ районти «Хӗрлӗ ялав» хаҫат редакторӗн заместителӗнче ӗҫлеме пуҫларӑм.

Куҫарса пулӑш

Тӳрӗ кӑмӑллӑ, хӑйӗн ӗҫне чунтан парӑннӑ ӗҫтеш // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.12

Крым тата Чӑваш Ен суту-илӳпе экономикӑра, наукӑпа техника енӗпе, социаллӑ тата культура сферинче пӗр-пӗринпе ҫыхӑнӑва йӗркелесси ҫинчен калакан килӗшӗве 2015 ҫулхи февраль уйӑхӗнче Чӑваш Ен тата Крым республикин Пуҫлӑхӗсем Михаил Игнатьевпа Сергей Аксёнов алӑ пуссах ҫирӗплетнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Крым пирӗнпе! Канма йыхравлаҫҫӗ // ЛЮБОВЬ ГОРОДИЩЕНСКАЯ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Февраль, январь уйӑхӗсенче тӳленисене шута илмен иккен.

Куҫарса пулӑш

Капиталлӑ юсав фончӗ калаҫтарчӗ // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Февраль пуҫламӑшӗнче Юрдан ҫилли тамалчӗ те, Стефчов Лалкӑна ҫураҫрӗ.

К началу февраля гнев Юрдана угас, и Стефчова обвенчали с Лалкой.

I. Бяла Черква // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех