Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Телегин (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Енчен Телегин уголовнӑй розыск янӑ ҫын иккенне пӗлнех-тӗк, ларасса нимӗн пулман пек лараҫҫӗ те, чӑннипе кашниех унӑн хусканӑвӗсене, куҫӗ ӑҫталла вылянса илни таранах, тимлӗн сӑнать, паллах.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Е револьвер туртса кӑларас та… — пӗрин хыҫҫӑн тепри ҫиҫӗм хӑвӑртлӑхӗпе вӗлтлетрӗҫ Телегин пуҫӗнче шухӑшсем.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Телегин темиҫе те асӑрхарӗ ӗнтӗ: Калюков Минӑпа Валета ыттисенчен пысӑкраха хурать, анчах Минӑпа нихӑҫан та канашламасть, ӑна тарӑхтарас мар тесе кӑна тӑрӑшать, кирлӗрех сӑмахсене ытларах Валет умӗнче татса парать.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Милици ҫынни те ку ушкӑна ним мар ҫӳренине курсан, Телегин пирвай тӗлӗнмеллипех тӗлӗнчӗ (ара, хурахсен алли ытла вӑрӑм-ҫке!), кайран хайхи Калюков кунта килеспе каланӑ ӗҫ пирки сӑмах пуҫланасса тавҫӑрса илчӗ, ҫавӑнпа, ӳсӗрӗлсе каяс мар тесе, май килнӗ таран сахалтарах ӗҫме, ҫав вӑхӑтрах ыттисен умӗнче куҫран ӳкмесӗр сыпкалама тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӗри — Машук, ӑна, паҫӑр курнӑскере, Телегин пӗлет ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫарта хӗсметре нумай тӑнӑскер, Телегин ҫакна аван пӗлет: тӑшмана тӗппипех аркатас тесен, чи пирвай ҫар пуҫне пӑчлантармалла.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хурахсен Йӗпреҫпе Вӑрнар енчи ҫыхӑнӑвӗсене те Телегин халлӗхе пӗлеймест.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эппин, ҫак хушӑра Телегин хурахсем ҫинчен чылай япала пӗлнинчен те мӗн усси?

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

«Мӗнле ӗҫ-ши вӑл? — пӗрре кӑна мар шухӑшларӗ ҫул ҫинче Телегин.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ыттисемпе пӗрле Телегин та пикенсех тӑрмашрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Телегин хурахсен эшкерӗпе явӑҫма пултарни, ӑна пулӑшса тӑракан ҫыннӑн ҫывӑхрах пулмалли кӑна мар, Калюков эшкерӗ, кӗрхи ҫанталӑка кура пӗчӗкрех йышпа ҫӳрет пулин те, яланхи пекех вӑйлӑ иртӗхни васкатрӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Карт! турӗ Телегин чӗри.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑнтах пуҫне Телегин енне пӑрчӗ те: — Эс вара, Иван, аптрамастӑн. Каласса пӗр сӑмах каламарӑн та, хӑраса та ӳкмерӗн. Маттур, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Эпӗ те сана сехете парнелетӗп! — хытӑ кайнӑран хӑлхара ҫил вӗрнипе кӑшкӑрса каларӗ Телегин.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапла хурахсем вӑрмана чиперех ҫитрӗҫ, уҫланкӑри утсене утланса, Телегин пӗлмен ҫулпа сиккипе вӗҫтерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Паллах, Телегин та виҫӗ-тӑватӑ хут сывлӑшалла кӗрслеттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Телегин та вӗсенчен юлмарӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пулӑшаймарӗ ӑна Телегин, эх, хӑтарса хӑвараймарӗ…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Валет утсене вӑрмана илсе кайсан, Мина, Йысна, вӗсемпе пӗрле — мӗн тӑвӑн — Телегин та васкамасӑр, урам варрипех ҫырма хӗрринчи пӳрт патнелле утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Телегин тӳрех нимӗн тума, нимӗн калама аптӑрарӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех