Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кӑшт сăмах пирĕн базăра пур.
Кӑшт (тĕпĕ: кӑшт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑшт кулма хӑтлансанах, икӗ питҫӑмартинче те тӑрӑхла йӗр палӑрать.

Куҫарса пулӑш

Лагерь // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 137–186 с.

— Чӗлхӳ-ҫӑварна кӑшт уҫса килме тӑрӑш ҫав, — ывӑлӗн сӑмахӗсене ырланӑ пекрех хушса хучӗ Варвари аппа.

Куҫарса пулӑш

Лагерь // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 137–186 с.

Ҫакнашкалрах темӑпа, ятне кӑшт улӑштарарах ӗнтӗ, кашни ҫул кашни класрах ҫыртарнӑ-ха эпир.

Куҫарса пулӑш

«Ыр ут хыҫҫӑн…» // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 102–136 с.

— Ха, трактор хурми те пур-ха ун кӑшт.

Куҫарса пулӑш

«Ыр ут хыҫҫӑн…» // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 102–136 с.

Хӑй вӑрӑм пулнӑран тата кӑшт ӳпӗнерех ҫӳренӗрен ачасем ӑна «асатте» ят панӑччӗ, теприсем вырӑсла кӗскен кӑна «дед» тесе тӑрӑхлатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Радвадар — I» // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 102–136 с.

— Атте, эп уроксене хатӗрленсе пӗтертӗм, кӑшт тухса…

Куҫарса пулӑш

Уйрӑм ҫурт // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 102–136 с.

Ҫӳҫне хӑйӗн куҫӗ тӗслӗ кӑвак хӑюпа илемлетсе ҫыхнӑ Света, унччен сӑвӑ каланисене аса илсе пулас, учитель хушмасӑрах сӗтел патне вӗттӗн-вӗттӗн утса тухрӗ, пуҫне кӑшт каҫӑртарах калама тытӑнчӗ:

Куҫарса пулӑш

Мир урокӗ // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 102–136 с.

Пӗрле вӗреннӗ тантӑшӗ хӑйне пулӑшма тӑрӑшни учительницӑн кӑмӑлне кӑшт лӑплантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чуну таса пулсан // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 102–136 с.

— Нефтяниксем пуян, вӗсен темӗн те пур тенине илтнӗ-ха, — темшӗн кӑшт хӗпӗртенӗ пек пулчӗ Артур.

Куҫарса пулӑш

Темиҫе кун маларах // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 102–136 с.

Тӗсне тӑруках уйӑрса илме ҫук куҫӗсем, пичӗ кӑшт ырханланнӑран-ши, пысӑкланса кайнӑн туйӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Усал хыпар // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 102–136 с.

Хӗлле тӗксӗмрех пулакан ҫӳҫӗ, ялан ҫара пуҫӑн ҫӳренӗрен пулмалла, кӑшт ҫутӑрах сӗм илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Усал хыпар // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 102–136 с.

Майка пулнӑ вырӑнта ҫеҫ кӑшт шурӑрах пек курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Усал хыпар // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 102–136 с.

— Капла та укҫа ҫителӗклӗ килсе тӑрать пирӗн, — кӑшт мухтанас килет Алюшӑн, — куллен ҫирӗм лаша ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 49–101 с.

— Ай, епле пысӑкланса кайнӑ пирӗн Тамарӑпа Алиса, паллама та ҫук, — кӑшт кутӑн чакса, пӗрре йӑмӑкӗ, тепре тантӑшӗ ҫине пӑхрӗ салтак.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 49–101 с.

Уйран ҫӳпҫине кӑшт ҫеҫ йӑвантарса ямарӗ — Алюш тытма ӗлкӗрчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 49–101 с.

Пушмакне тасаткаланипе кӑшт тытӑнса тӑнӑ салтак кӗрсе тӑрсан вара Тамара тем хушӑра сиксе тӑчӗ те ун патне ыткӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 49–101 с.

— Эсӗ, — вӑтаннипе кӑшт пуҫне пӗкрӗ Алюш.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 49–101 с.

Калӑн, ун кустӑрмисем кусса мар, шуса пыраҫҫӗ, рельс сыпписенче ҫеҫ кӑшт сас тӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 49–101 с.

— Эпӗ те… тетене! — ун пекех савнӑҫлӑн, анчах кӑшт тытӑнчӑклӑнрах тавӑрчӗ Алюш, — Альберт тетене.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 49–101 с.

— Кӗтӳ пуҫӗ вырӑнне, ӳре-ӑйӑр пек туять хӑйне, — пӗрре мар каланӑ ватӑ конюх кӗтӳ тавра хӳре тӑратса шарт! та парт! ӗрӗхекен Шурҫилхе ҫине те савӑнса, те кӑшт тарӑхса пӑхса.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 49–101 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех