Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Манӑн аннен йӑмӑкӗ милици следователӗ пулса ӗҫленӗ, вӑл сӗннипе Канаш хулинчи шалти ӗҫсен пайне секретарь-машинистка пулса вырнаҫрӑм.
Шупашкартан ҫӗнтерӳҫӗ дипломӗпе таврӑнтӑмӑр // Юрий НИКИТИН. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d1%88%d1% ... bca%d1%80/
Хваттер хуҫи йӑмӑкӗ ют ҫын кӗнине курнӑ та малти пӳлемрен тӳрех пирӗн пата чупса пынӑ.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Ман хваттер хуҫин йӑмӑкӗ ҫӗнӗ лифчик ҫӗленӗ те пирӗн пата тӗкӗр умӗнче виҫсе пӑхма пынӑ.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Хирӗҫ килнӗ шӑллӗпе йӑмӑкӗ чӑматанӗсене йӑтрӗҫ.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
— Ват хусах ҫумӗнче ку чиперкке йӑмӑкӗ пекех туйӑнать, — терӗ Эльгеев, вӑл ун арӑмӗ иккенне пӗлсен.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
— Пайӑр ӑнлантӑм, пайӑр ӑнлантӑм, — кулса тавӑрчӗ йӑмӑкӗ.
10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Йӑмӑкӗ сас-хура кӑлармарӗ.
17. Эрнепи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ахтупай йӑмӑкӗ Альпи аманнӑ ҫынна ҫывӑхри ҫӑлтан пӗр курка сивӗ шыв ӑсса килсе ӗҫтерчӗ.
16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Ку сӑмахсене каласан Северьян тӗпелте кӑмпа тасатса ларакан Альпи еннелле ӑшшӑн пӑхса илчӗ, Ахтупай йӑмӑкӗ сӑмах хӑйӗн ҫинчен пынине ӑнланчӗ те питрен хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайса аллинчи чашӑкне йӑтса тулалла сирпӗнчӗ.
1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ваҫҫапа Кӗтерук, пиччӗшӗпе йӑмӑкӗ, кушак усранӑ.
Кушак ҫури // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 6–7 с.
Вӑл лавпа Сашӑна пытарма унӑн пиччӗшӗпе йӑмӑкӗ кайрӗҫ.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Тӑван йӑмӑкӗ пек туйӑннӑ Тенюкова ӑна пӑхакан сестра Поля.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Пӑртак тӑрсан, упӑшкин йӑмӑкӗ Анна Ивановна васкаса ҫитрӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл ҫухалчӗ, Моргиана вара, халӗ пӗтӗмпех пӗлекенскер, йӑмӑкӗ аташса кайсан е ӑҫта та пулин тискер вырӑнта вилсен вӑл тарнипе мӗншӗн кӑсӑкланманнине еплерех ӑнлантарасси пирки уйланма пикенчӗ.
XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Вӑл йӑмӑкӗ патне таврӑнма, ҫылӑхне лӑпкӑн йышӑнма, ӳкӗнмесӗр пӗтӗмпех уҫса пама та вилӗм сунма тӗв турӗ.
XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Джесси аппӑшӗ йӑмӑкӗ ҫухалнине ҫапла лӑпкӑн хакланине Детрей та ӑнланмасть, анчах унӑн ыйтса тӗпчеме вӑхӑт ҫук.
XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Хӑйӗн суйишӗн хӗрӳленни тата унпа кисренни вилекен йӑмӑкӗ умӗнче ҫав тери ҫивӗччӗн сисӗнеҫҫӗ, ҫавӑнпа вӑл малтанхиллех шӑппӑн, ҫине тӑрсах-ӗнентерсех калаҫать:
XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Моргиана — ывӑннӑ куҫӗсенчи, пӑчӑртанӑ тутинчи сивлек кулӑпа — йӑмӑкӗн куҫӗсемпе ӑнсӑртран тӗл пулчӗ; ӑна ҫапларах туйӑнать: йӑмӑкӗ унран чи вӑрттӑнни, чи хаярри пирки куҫӗсемпе ыйтмасть пуль те?
XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Анла ҫаврӑнса тухма турӑ ан хуштӑрах; тӗплӗн шухӑшлӗҫ те — йӑмӑкӗ патне те пырса тухӗҫ.
XIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Джесси уншӑн тахҫанах йӑмӑкӗ мар ӗнтӗ, ҫамрӑк, хитре хӗр сӑнарӗнчи ырату кӑна.Давно уже Джесси была не сестра ей, а боль в образе молодой, красивой девушки.
XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.