Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫисе (тĕпĕ: ҫи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл апат ҫисе ларакан старикӗн лаши пӗчченех сухаланине курнӑ та: «Мӗнле санӑн лашу хӑй тӗллӗнех сухалать?» — тесе пырса ыйтнӑ.

Увидал, что старик сидит завтракает, а лошадь одна пашет; барин вышел из кареты и говорит старику: «Как это у тебя, старик, лошадь одна пашет?»

Липпунюшка // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Карчӑк вӗсене пӳртне кӗртет те калать: «Мӗншӗн эсир кунта килтӗр-ши? Манӑн упӑшкам ҫын ҫиет. Вӑл сире курсассӑнах ҫисе ярӗ, эпӗ сире пит хӗрхенетӗп. Эсир ак кунта вырӑн айне пытанӑр, эпӗ вара сире ыран кӑларса ярӑп», — тет.

Тогда старушка пустила их в дом и сказала: «Жалко мне вас за то, что вы к нам зашли. Мужик мой людоед. И если он вас увидит, он съест вас. Мне вас жалко. Спрячьтесь сюда под кровать, а завтра я вас выпущу».

Пӳрнеккей // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Курӑк ҫисе ӳснӗ.

Травы.

Ӑшӑ — хӗвелте // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Аш валли пуснӑ выльӑх-чӗрлӗхсем, вӗҫен кайӑксем мӗн ҫисе ӳснӗ? —

Кто выкормил животных, птиц?

Ӑшӑ — хӗвелте // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ҫав вӑхӑтра ҫынсем ирхи апат ҫисе ларнӑ столовӑй алӑкӗнче негр курӑнса кайнӑ.

В это время на пороге столовой, где все сидели за завтраком, появился негр.

XXVIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Ир ирех, плантаторӑн ҫемйи ирхи апат ҫисе ларнӑ хушӑра, фортран килнӗ юланут Пойндекстера пӗр темле пакет панӑ.

Рано утром, когда семья плантатора еще сидела за завтраком, верховой из форта передал Пойндекстеру какой-то пакет.

XXVIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Чирленӗ вӑхӑтра тутлӑ ҫисе пӑхас килет, гостиницӑра тутлӑ япала таврашне тупма пулас ҫук пулӗ.

Во время болезни хочется полакомиться, а вряд ли в гостинице можно достать что-нибудь вкусное.

XXV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

— Эпӗ вӗсем ӑҫта ҫисе ҫӳреме юратнине пӗлетӗп.

— Я знаю, где они любят пастись.

ХIV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Вӑл ҫав тери лайӑх, ӑна тӳрех тытса ҫисе ярас килет, чӑннипе каласан ӗнтӗ, вӑл хӑй кама та пулин ҫисе ан ятӑрччӗ.

Она так хороша, что ее хочется прямо съесть, а на самом деле смотри, как бы она сама кого не съела.

VI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Эсӗ унта пӑр-так ҫисе мӑнтӑрлансан, начарах пулас ҫукчӗ.

Неплохо было бы тебе там немножко подкормиться.

V сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Пурте ҫисе тӑрансан, хӑнасем сӗтел хӳшшинчен тухса асаннене тав турӗҫ те тухса кайрӗҫ.

Когда все наелись, вылезли из-за столов, поблагодарили бабушку и ушли.

Салтак арӑмӗн пурӑнӑҫӗ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Апат ҫисе ларнӑ чух ашшӗ каланӑ: «Ачасем, хӑшӗ те пулин сиртен пӗр сливине ҫимен-и?» — тенӗ.

За обедом отец и говорит: «А что, дети, не съел ли кто-нибудь одну сливу?»

Слива шӑмми // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Сливӑран тутлӑ шӑршӑ кӗнӗ, ҫавӑнпа Иванӑн ӑна темӗн пек ҫисе пӑхасси килнӗ.

И очень они ему нравились, очень хотелось съесть.

Слива шӑмми // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Иван унччен слива ҫисе курман-мӗн.

Ваня никогда не ел слив.

Слива шӑмми // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Бенедикт пичче те ҫирӗ ӑна — чӑн та, ассӑн сывларӗ ӗнтӗ, ҫапах сахал мар саранча ҫисе ячӗ.

Даже кузен Бенедикт ел ее — правда, он вздыхал, но все же съел немало саранчи.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Антилопӑсем, ытти курӑк ҫисе пурӑнакан чӗрчунсем кунта апат тупайман пулӗччӗҫ, вӗсемпе пӗрле ытти тискер кайӑксем те ҫухалчӗҫ.

Антилопы и другие травоядные животные не нашли бы здесь никакого корма, а вместе с ними исчезли и хищники.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ку вӑл слон кӗтӗвӗ, темиҫе ҫӗр слон, кӑнтӑрла курӑксен чӗлкӗмлӗ тунисене ҫисе тӑранса, ҫывӑрма выртиччен шыв ӗҫме юханшыв хӗрне аннӑ.

Это огромное, в несколько сот голов, стадо слонов, досыта наевшись за день волокнистых стеблей растений, перед сном пришло на водопой.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ҫакна каланӑ чухне хӑйне аран-аран лӑпкӑн тытма пултарнӑ Негоро, ӑна ҫисе ярасшӑн пулнӑ пек, Дик Сэнд патнелле пӗшкӗнчӗ, ун сасартӑк тискерленнӗ пичӗ ҫамрӑк моряка халӗ перӗннӗпе пӗрех.

И, говоря это, Негоро, чье внешнее спокойствие стоило ему огромных усилий, склонился над Диком Сэндом; лицо его, внезапно ставшее жестоким, почти касалось молодого моряка, словно он хотел его съесть.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ӑна вӗсем, татӑк-татӑк вакласа, чӗрӗллех ҫисе ярӗҫ.

Они разрежут его на кусочки и съедят живьем.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ҫаксем пурте пиҫсе ҫитсен, тӑм тивес ҫӗре тӑкӑна пуҫласан, хир сыснисем вӗсене ҫисе тем пек мӑнтӑрланса каяҫҫӗ.

И когда все эти плоды поспеют и тронутся морозом,— кабаны отъедаются и жиреют.

Булькӑпа хир сысни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех