Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӗр-пӗр палланӑ ҫынна курса, ӑна Соколова систерме ярас пулсанччӗ ҫав та!Если бы увидеть знакомого человека и послать его предупредить Соколова!
VI. Хӗрарӑм чунӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Политикӑпа кӑмӑл-шухӑш еккине ярас вырӑна ҫирӗп пӑркӑчласа питӗрнӗ чух, ҫынсем хушӑран пӗр-пӗринпе сӑлтавсӑр-мӗнсӗрех ҫӗткеленсе те питлешсе халтан каяҫҫӗ, ҫавсене манса йӑпанас тесе вара кулленхи пурнӑҫра вак-тӗвек ырлӑх пекки шыранипех ҫырлахаҫҫӗ.
XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Эпӗ тӳрӗ ҫын, Катерина Васильевна; эпӗ хамӑн сирӗн ятӑра нихҫан та ярас кӑмӑл пулас ҫукки ҫинчен шантарса калама хӑятӑп; эпир сирӗнпе иккӗмӗш хут ҫеҫ курса калаҫатпӑр-ха, анчах эпӗ сире питӗ хисеплетӗп ӗнтӗ.
XII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Сирӗн, тен, мана кӑларса та ярас килет пулӗ.
III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ку вара пурне те ҫуррине ытла хатӗрлесе хунине пӗлтерет: мастерскойри йӗркепе ун тӗллевне компани членӗсем пурте лайӑх пӗлсе тӑчӗҫ, ҫӗнӗ хӗрсем ӗҫе кӗнӗ чухнех леш мастерской питӗ хуллен майлаштарса пыракан йӗркесене малтанах туса ярас кӑмӑлпа кӗчӗҫ.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кам перӗнсе вилнине тупас тӗлӗшпе тавҫӑруллӑ вулакан йӑнӑш персе ярас ҫук ӗнтӗ халӗ.Теперь проницательный читатель уже не промахнется в отгадке того, кто ж это застрелился.
XXVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӑл, питне аллисемпе хупласа, вырӑн ҫине пыра-пыра выртрӗ, тепӗр 15 минутран тӑчӗ те пӳлӗм тӑрӑх утса ҫӳрерӗ, креслӑсем ҫине йӑванчӗ, каллех пӗрре вӑрӑмрах, тепре кӗскерех ярса пусса, талпӑнса утса ҫӳрерӗ, вырӑн ҫине пырса выртрӗ, каллех утса ҫӳрерӗ, темиҫе хутчен ҫыру сӗтелӗ патне пырса тӑчӗ те каллех чупса кайрӗ, юлашкинчен ларчӗ, темиҫе сӑмах ҫырса хучӗ, ҫырӑва ҫыпӑҫтарчӗ, унтан пӗр ҫур сехетрен ҫырӑва ярса тытрӗ, ҫурса тӑкса ҫунтарса ячӗ, нумайччен унталла-кунталла чупкаласа ҫӳрерӗ, ҫӗнӗрен ҫырчӗ те, васкавлӑн, ҫыпӑҫтарнӑ-ҫыпӑҫтарманах, адрес ҫырса вӑхӑта ирттермесӗр, ҫырӑва илсе, упӑшкин пӳлӗмне чупса кайрӗ, ӑна сӗтел ҫине пӑрахса, хӑйӗн пӳлӗмне ыткӑнчӗ, кресла ҫине ӳкрӗ, пит-куҫне аллисемпе хупласа, ним хусканмасӑр ларчӗ; ҫур сехет, тен, пӗр сехет иртрӗ пуль, акӑ, шӑнкӑртаттарни илтӗнчӗ — ку ӗнтӗ вӑл, Вера Павловна, ҫырӑва илсе, ҫурса тӑкас, ҫунтарса ярас тесе кабинета чупса кайрӗ, — ӑҫта-ха ҫыру?
XXVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Тасатса ярас мар-и сире?» — тет.
VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Павел Константиныч ҫав тери ӗнентерсе калама ӑста пулнӑ, ҫавӑнпа хозяйка, Павел Константиныч яланах арӑмне хирӗҫ пынине тата Михаил Иванычӑн киревсӗр туйне сирсе ярас тесе Верочкӑпа Лопухова юриех пӗрлештернине ӗнентерӳллӗ кӑтартса парас мар пулсан та, Павел Константиныча каҫарнӑ пулӗччӗ.
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Нимех те мар, ҫисе ярас ҫук мана, ан пӑшӑрханӑр, господасем! — терӗ Алексей Петрович, Верочка аяккарах каясса кӗтсе тата темиҫе минутлӑха юлнӑ Лопуховпа Кирсанова ӑсатса ярса, — халӗ эпӗ хама Наташа хавхалантарнипе питӗ хавас.
XXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӗсем Верочка килӗшменнипе юрату пирки вӑрҫса кайнӑ пулсан, ун чухне Лопухов, паллах, ҫиллес пулмаллаччӗ, ун чухне вӗсем вӑрҫнӑ пулӗччӗҫ, — вӑл вара Верочкӑна ӑсатса та ярас ҫукчӗ.
XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ӑна чараймасӑр Лао-цзы, туйи ҫине тӗренсе, ура ҫине тӑчӗ, ӑсатса ярас шутпа пӗрле библиотекӑран тухрӗ.Не удерживая его, Лао-цзы поднялся, опираясь на посох, и проводил ученика до самых ворот.
Застава хыҫне // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 75–89 стр.
Ӑна чараймасӑр Лао-цзы, туйи ҫине тӗренсе, ура ҫине тӑчӗ, ӑсатса ярас шутпа пӗрле библиотекӑран тухрӗ.Не удерживая его, Лао-цзы поднялся, опираясь на посох, и проводил ученика до самых ворот.
Застава хыҫне // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 75–89 стр.
Верочка вунултта пусас умӗн амӑшӗ ун ҫине: «Ҫуса тасат пит-куҫна, цыганӑнни пек вӗт вӑл санӑн! Анчах ҫусан та ярас ҫук, катемпиех ҫав, кама пӑхрӗ-ши!» — тесе кӑшкӑра пуҫланӑ.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Сирсе ярас ҫук инкек, Ци-цзинпе арӑмӗ хӑйсене вӗлермелле приговор йышӑннӑ пекех туя пуҫларӗҫ.Беда была неотвратимой, и они почувствовали себя, как приговоренные к казни.
Хускану // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 54–66 стр.
— Император престола ларнӑ апла, хӑҫан каҫару пулать-ши ӗнтӗ пире? — хушса хучӗ Ци-цзинь арӑмӗ кӗҫ-вӗҫ кулса ярас пек.
Хускану // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 54–66 стр.
Ну, вӑхӑта ахаль сая ярас мар, ирхи апат хӑвӑртрах кӗрсе ҫи-ха, эпӗ ҫав вӑхӑтра сан валли мӗнле те пулса лаша тупса, ӑна йӗнерлӗп, вара бригадӑна пӗрле кайӑпӑр.
XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Мӗн мана ҫисе ярас пек пӑхатӑн эсӗ: ман куҫран та питрен ҫеҫ пӑхатӑн?! — чунӗ тӑвӑлса килнипе чышкине чӑмӑртанӑ сулахай аллипе хӑмсарса кӑшкӑрса ячӗ вӑл; унӑн ҫаврака кӗске мӑйӗнчи юн тымарӗсем тӑртанса кайрӗҫ.
XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вӑл хӑйне хӑй тытса чарас, кӗтмен ҫӗртен килсе тухма пултаракан хаярлӑхне пусарас, мӗнле те пулин усал ӗҫ тума пултарассине сирсе ярас тесе пӗтӗм вӑйне хучӗ.
XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Пӗр вунӑ минут пек хуҫи те, хӑни те пӗр шарламасӑр туртса ларчӗҫ, ҫак хушӑра пӗри те пӗр сӑмах та каламарӗ, нихӑшин те калаҫӑва пуҫласа ярас килмерӗ.
XII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.