Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл ури ҫине сиксе тӑрсан, ӑна Варенька палласа илнӗ, унӑн кулӑшла пит-куҫӗ ҫине, лучӑрканса кайнӑ пальто, калушӗ ҫине пӑхса, мӗн пулнине тавҫӑрса илейменнипе, хӑй сарӑмсӑр кайса ӳкнӗ пулӗ вӑл тесе, кулмасӑр чӑтайман, пӗтем ҫурт илтӗнмелле ахӑлтатса янӑ.
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
Вӑл ҫын Хрюкин ятлӑ ылтӑн ӗҫӗсен мастерӗ иккенне палласа илчӗ Очумелов.В этом человеке Очумелов узнает золотых дел мастера Хрюкина.
Хамелеон // Федор Меценатов. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 89–94 стр.
Ҫапла ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе вӑл урамсемпе ҫӳренӗ, нумайӑшсем, паллаймасӑр, унран хӑранӑ, тӗм-хура кӗлеткене куҫа курӑнса килекен вилӗм вырӑнне хунӑ, палласа илсен — сутӑнчӑк ҫын амӑшӗ тесе, чӗнмесӗр пӑрӑнса кайнӑ.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Унтан малалла учитель пӗчӗк-пӗчӗк йӑрансем ҫинче амур сойине, кок-сагыза, арахиса палласа илчӗ.Еще дальше на крошечных грядках учитель узнал амурскую сою, кок-сагыз, арахис.
24-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Шурӑ пуҫлӑ, йӗпе туталлӑ Долинка, хайне пӑхакана палласа илсен, хӗрача патне чупса пычӗ, унӑн пӳрнине хыпса чаплаттарса ӗмме тытӑнчӗ.
2-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эсӗ палласа илеймӗн ӑна! — терӗ Штольц.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Мӗн тери эсир, Ольга Сергеевна, ӳссе, тӗрекленсе, пӗве ҫитнӗ, — терӗ вӑл сасӑпа: — эпӗ сире палласа илейместӗп!— Как вы развились, Ольга Сергевна, выросли, созрели, — сказал он вслух, — я вас не узнаю!
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тепри пулсан, шлепкипе платьинченех палласа илӗччӗ, анчах Обломов Ольгӑпа иртенпех ларса та вӑл мӗнле платьйӑпа, шлепкепе пулнине кайран ниепле те аса илме пултараймасть.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Шухӑшласа пӑх, — терӗ Обломов, — Соничка, сан кача пӳрнӳ тӗшне тӑманскер, тӗл пулсан сана сасартӑк палласа илеймӗ.
XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тусӗ ун умне тӗкӗр лартса пачӗ те, вӑл, ун ҫине пӑхса, хӑйне палласа илнипе хӑраса ӳкрӗ тейӗн.Друг как будто подставил ему зеркало, и он испугался, узнав себя.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл ӑна ҫуса тасатнӑ, аялти кӗпе-йӗмӗпе ҫиелти тумне улӑштарса тӑхӑнтарнӑ, Андрюша каллех ҫур талӑк тап-таса, хӑйне йӗркеллӗ тытакан ача пек ҫӳренӗ; каҫа хирӗҫ вара, тепӗр чухне ире хирӗҫ те, ӑна, каллех вараланса, ҫуркаланса пӗтнӗскере, палласа илмелле марскере, кам та пулин сӗтӗрсе ҫитернӗ, е хресченсем утӑ лавӗ ҫине хурса килнӗ, е вӑл тепӗр чухне пулӑҫӑсемпе пӗрле кимӗре, тетел ҫинче ҫывӑрса килнӗ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хулана халь палласа илме те ҫук, вӑл питӗ пысӑкланса кайнӑ.
Вӑтӑр иккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Мӗнле тӳрех палласа илеймерӗ-ха Крылов ӑна?
Вӑтӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Тӑван ҫӗршыва таврӑннӑ Крылов Раҫҫее палласа та илеймен — йӗри-тавра пурнӑҫ йӑлтах улшӑннӑ.Крылов вернулся на Родину и не узнал Россию — так изменилось все вокруг.
Вӑтӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Ун портречӗ Училищӗре те ҫакӑнса тӑрать, ҫавӑнпа вӑл ӑна тӳрех палласа илчӗ.
Ҫиччӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Ҫитӗнсе, ҫын пулса ҫитсен килтӗр акӑ эсир тӑван хулана, вӑл улшӑнса пынине кура палласа илмешкӗн те кансӗр тетӗр-ха.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Анчах Маркузе ҫурчӗн арӑслан пуҫӗсем туса лартнӑ хапхи умӗнче эпир шӑпах Петьӑпа тӗл пултӑмӑр, ӑна эпӗ ҫинчех палласа та илтӑм.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Мӑйӑхӗсене хырнӑ пулин те, ӑна Петя пин ҫын хушшинчен те палласа илме пултарнӑ.
XXXVII. Бомба // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫитрӗмех эпӗ ҫав ҫурта, чи кансӗрри вара ӑна палласа илессиччӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Палласа илтӗр-и мана?
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951