Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вара эпӗ тӑтӑм та, пӳртрен тухса, садри ҫулпа утрӑм, — вӑл та ҫак ҫулпах утни пирки эпӗ иккӗленмерӗм.
Роза // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 169–170 с.
Киле ҫитме тепӗр сакӑр ҫухрӑм юлчӗ; ҫивӗч юртӑллӑ кӗсрем тусанлӑ ҫулпа ҫӑмӑллӑн чупать, хутран-ситрен хартлатса, хӑлхисене вылятса илет; ывӑннӑ йытӑ, урапаран кӑкарнӑ пекех, пӗр утӑм юлми пырать.
Бирюк // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 156–163 с.
Ҫак асаплану, тен, вӑраха та пымастчӗ пулӗ, анчах уяр аҫа ҫапрӗ те йӑлт пӗтерчӗ, ман пурнӑҫа та урӑх ҫулпа ячӗ.
XIX // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Эпӗ ҫав ҫулпа утрӑм…
XIV // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Аллине кӗнеке тытнӑ та ҫулпа вӑраххӑн пырать.
V // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Вӑл хӑй тӗллӗн вӗреннӗ художник пулнӑ, художник ӗҫӗн правилисемпе законӗсене учительсӗр, шкулта вӗренмесӗр, хӑй тӗллӗн, хӑйӗн чунӗпе кӑна пӗлсе ҫитнӗ, ӗмӗрех картинӑсене лайӑхрах тӑвас кӑмӑлпа пурӑннӑ, хӑй ӑҫталла кайнине пӗлмесӗр чӗри кӑтартнӑ ҫулпа малалла пынӑ; вӑл хӑй тӗллӗнех ӗҫлеме вӗреннӗ тӗлӗнмелле ҫынсенчен пӗри пулнӑ, ун пеккисене хӑйсен ӗмӗрӗнче пурӑнакансем «ним пӗлмен ҫын» тесе вӑрҫаҫҫӗ, анчах вӗсем хӑйсене хурланӑшӑн тата ӗҫ ӑнманнишӗн кӳренсе тӑмаҫҫӗ, ҫӗнӗ вӑйпа тата хавхаланарах ӗҫлеме тытӑнаҫҫӗ, чӗрисемпе вара «ним пӗлмен ҫын» тесе хурлама май панӑ произведенисенчен нумай аякрине кураҫҫӗ.
Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Пӗр сӑмахпа каласан, вӑл ҫулпа чылая ҫитрӗ; ку ҫула ҫитсен ҫын пачах хавхаланма пӑрахать, пурнӑҫ кӗвви чуна кайса тивмест, чӗре патӗнче янрамасть, илемлӗхе курни мӗнпур вӑя вут пек чӗртсе ямасть, ҫав вӑхӑтрах шӑранса пӗтекен туйӑмсемшӗн ылтӑн янранӑ сас кӑмӑллӑрах пулса пырать, ҫын, унӑн илӗртекен кӗввине итлесе, пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗнех хӑйне тӗлӗртсе яма ирӗк парать.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Ҫак ӗҫе тусан, вырӑнӗ ҫине лӑпланса выртрӗ те художникӗн мӗскӗн те чухӑн пурнӑҫӗ ҫинчен, хӑйӗн ҫак ҫут тӗнчере такӑр мар ҫулпа утмалла пуласси ҫинчен шухӑшлама пуҫларӗ; ҫав вӑхӑтра ун куҫӗсем ирӗксӗрех чаршав витӗр тӳшек ҫиттипе чӗркенӗ портрет ҫине пӑха-пӑха илчӗҫ.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Тинкеререх пӑхсан, вӑл ҫулпа темиҫе экипаж килнине курах кайрӗ.
Кӳме // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Аслӑ ҫулпа килни хӑвна ху пӗтерни пулать: ҫыран хӗрринчен танксем тапранса каяҫҫӗ, ял енчен хыҫа утлӑ ҫар килсе тухать.А идти по дороге — верное самоубийство: с берега танки двинутся, из села в спину конница ударит.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Йывӑҫсен тӗлӗпе пытанса темиҫе утӑм чупса кайрӗ: те ҫулпа кӑвак лаша майӗпен лӗпӗстетсе пынине курчӗ.Прячась за деревьями, она пробежала несколько шагов и увидела серого коня, трусившего по дороге.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Шуратнӑ танксем, орудисем, снарядсем тиенӗ машинӑсем ҫулпа пыраҫҫӗ.По дороге шли белые танки, белые орудия и белые автомашины, нагруженные снарядами.
Пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Ҫавӑнпа та сирӗн умӑртан иртекен аслӑ ҫулпа боеприпассем нумай ярса патӑмӑр.И большую часть боеприпасов и техники адресовали на вашу магистраль.
Пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
— Часах ҫутӑла пуҫлать, ку ҫулпа кӗпер тунӑ ҫӗре ҫӳреҫҫӗ.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Чӗрем сисрӗ те — тухмалла марччӗ ҫав строительствӑран, кайнӑ пулсан та ҫулпа утмаллаччӗ: халь вӗт хресченсем пурте килӗсенче, ҫул ҫинче е урамра пӗр чун та ҫук.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Ҫулпа мар, вӑрманпа кайма шутларӗ вӑл: тӳрӗрех, паллакансене те тӗл пулмастӑн.Решил итти не по дороге, а лесом: короче и меньше вероятности встретиться с кем-либо из земляков.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Ҫулпа каймалла-и?
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Чӳрече патӗнче чарӑнса тӑрсан, Ридлер хӑйӗн икӗ офицерӗ ҫулпа иртсе пынине курчӗ.Задержавшись у окна, Ридлер увидел на дороге двух своих офицеров.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
— Ҫулпа ҫӳреме хӑрушӑ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Аслӑ ҫулпа чӑнах та вӑрман еннелле такам хӑвӑрттӑн утать.По большаку действительно кто-то шел, быстро приближаясь к лесу.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.