Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӗнӗ сăмах пирĕн базăра пур.
ҫӗнӗ (тĕпĕ: ҫӗнӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗнӗ шухӑшӗ ҫунат хушрӗ тейӗнех, уҫӑлнӑ вӑй-хӑват ӑна ҫӗклентерсе ячӗ.

Новое решение окрылило его, влило в него свежие силы, да и хлебом он подкрепился.

III. Ҫурҫӗрелле! // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫӗрле батарея илсе килсе вырнаҫтарнӑччӗ, ҫавӑнтан сылтӑм енче Зли-долӑна окопсенчен халь кӑна таврӑннӑ Огнянов ытти пӑлхавҫӑсемпе пӗрле тар юхтарса ӗҫлеме тытӑнчӗ, — вӗсем ҫӗнӗ окоп чавса пӗтерме васкарӗҫ.

Справа от батареи, доставленной сюда и установленной еще накануне, Огнянов, только что вернувшийся со злидольского укрепления, обливаясь потом, усердно работал вместе с несколькими повстанцами, — они торопились закончить рытье нового окопа.

XXXV. Ҫапӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Окопри ҫынсем пурте тӑчӗҫ, теҫетниксем асӑрханипе ӗҫе тытӑнчӗҫ — ҫӗрле кунта ҫӗнӗ пӗчӗк ушкӑн килнине пула окопсем татах чавмалла пулчӗ, пӑлхавҫӑсен ушкӑнӗ кӑштах ӳсрӗ, окопри ҫынсен вӑй-хӑвачӗ те кӑшт ҫӗкленчӗ.

На укреплении все уже встали и под надзором десятников принялись за работу — надо было рыть новые окопы, так как ночью сюда пришел новый небольшой отряд, и число защитников увеличилось, повстанцы немного воспрянули духом.

XXXIV. Ирхине // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑл ҫӗнӗ окоп чавакан пӑлхавҫӑсен ушкӑнӗ патне ҫитсе тӑчӗ, вӗсене асӑрхаман пек пулса, йӗри-тавра пӑхса илчӗ те, хӑйне йӑпӑлтатса пӑхса кулнине сисмесӗр тенӗ пек, тӑпра купи ҫине хӑпарса тӑчӗ.

Он подошел к кучке повстанцев, усердно рывших новый окоп, окинул их невидящим взглядом, не заметив дружелюбно ухмылявшегося ему Рачко, и поднялся на насыпь.

XXIX. Юнпа тӗне кӗртни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫак ҫӗнӗ инкеке пула, Рада кӑшкӑрса ячӗ те, тӑнран кайса, сак ҫине ӳкрӗ.

Рада, потрясенная этой новой бедой, вскрикнула и в глубоком обмороке упала на тахту.

XXIV. Аслати умӗнхи тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кандов урлӑ-пирлӗ калаҫрӗ, хӑйне нимӗн чухлӗ те тивмен ӗҫ ҫинчен, калӑпӑр, Ҫӗнӗ Зеландире пурӑнакан халӑхӑн йӑли ҫинчен каланӑ пек сӑмахларӗ…

Кандов отвечал рассеянно, как если бы его спрашивали о нравах жителей Новой Зеландии…

XXIV. Аслати умӗнхи тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Рада пирки нимӗн те шухӑшлас мар тенӗрен хӑй каяс ҫул пирки, ҫӗнӗ ҫӗрте, шурӑ чуллӑ хулара пурӑнас пирки шухӑша кайрӗ…

И чтобы отогнать от себя всякие мысли о Раде, предался мечтам о предстоящем путешествии и новой жизни, которою он заживет в Белокаменной…

XXIII. Эмел // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫине хура ҫӗнӗ кӗпе тӑхӑннӑ иккен, ялан ҫакса ҫӳрекен ҫӳҫеллӗ чӑпар саппунӗпе мар.

Кандов невольно отметил, что сегодня она в новом черном платье, что она сняла свой ситцевый серый передничек с белыми горошинками и листочками, который всегда носила.

XIX. Ирхи курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кандов пӗтӗмпех ҫӗнӗ юрату хавалне парӑнчӗ.

Кандов целиком отдал себя во власть своей новой любви.

XVIII. Кандов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Сутӑнчӑка вӗлерес ӗҫ Кандовшӑн ҫӗнӗ япалаччӗ-ха, унта вӑл тем пек пӑшӑрханасса сиссех тӑратчӗ, ҫапах та ҫав ӗҫ ӑна пархатарлӑ пек туйӑнчӗ те, тытнӑ шухӑшӗнчен сивӗнесшӗн пулмарӗ.

Именно убийство предателя, дело новое для Кандова, сопряженное с тяжкими переживаниями, но в конечном счете благородное, особенно привлекало его.

XVIII. Кандов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Ӗненместӗп эп ҫӗнӗ ӑрӑмҫӑсене, — сӑмах хушрӗ вӑл.

— Не верю я этим новым пророчествам, — промолвил он.

XIV. Кӗпҫе патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Сывалса ҫитрӗм те вӑл мана укҫа пачӗ, ак ҫак ҫӗнӗ тумтирне парса ячӗ, йӗре-йӗре мана ӑсатрӗ.

— Когда я выздоровел, он дал мне денег на расходы и вот это новое деревенское платье и проводил меня со слезами на глазах.

XIII. Хаваслӑ курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ват ҫын сӑнарне темле урӑхла ҫӗнӗ туйӑм ҫутатрӗ.

Какое-то новое чувство озарило лицо старца.

XII. Симӗс енчӗк // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Комитетӑн ҫӗнӗ членӗсене Врагова, Фратю господина, Кандова йышӑннӑччӗ.

Новыми членами комитета были Врагов, господин Фратю и Кандов.

IX. Огнянов председательте // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Комитетӑн ҫӗнӗ членӗсенчен хӑш-пӗрисем тупа туса алӑ пусман.

Некоторые новые члены комитета еще не подписались под присягой.

IX. Огнянов председательте // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Лалкӑн хӑйӗн шӑпипе килӗшмеллех пулса тухрӗ, хӑйӗн ҫӗнӗ йӑлине те хӑнӑхса ҫитрӗ.

Лалка привыкла к своему новому положению и примирилась.

IV. Хӑтипе кӗрӳшӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Унта нумай асап чӑтса тертленни ҫумне акӑ тепӗр ҫӗнӗ инкек те хутшӑнчӗ иккен, — вӑл Лалка Стефчовпа минчетленнине пӗлчӗ.

Ко множеству страданий, перенесенных им в тюрьме, присоединилось еще одно: он узнал, что Лалку обвенчали со Стефчовым.

II. Соколов тухтӑрӑн чирлӗ ҫыннисем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Февральте, Соколов таврӑннӑ хыҫҫӑн кӑштах вӑхӑт иртсен, Бяла Черквана ҫӗнӗ апостол Каблешков килчӗ, вӑл Бӑрзобегунек патне чарӑнчӗ.

В феврале, через несколько дней после возвращения Соколова, в Бяла-Черкву приехал новый апостол Каблешков, и остановился у Бырзобегунека.

I. Бяла Черква // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хӑш-пӗр шухӑшӗ уншӑн паллӑччӗ-ха ӗнтӗ, анчах ку ҫамрӑк ҫын кӗрешӳ пирки те каларӗ-ҫке, кӗтӳҫшӗн ҫак сӑмах ҫӗнӗ сӑмах пулчӗ, ун чӗринче халиччен янраман хӗлӗх сарӑмсӑр туртӑнса илчӗ.

Кое-что в ней было ему уже знакомо, но «друг» говорил и о борьбе, а это было для пастуха чем-то совершенно новым, и в его душе зазвучала струна, дотоле молчавшая.

XXXV. Хӗл каҫмалли вырӑнта // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Огнянов ӑна темле ят пӗлтерчӗ те ҫӗнӗ тус куркине сыпса пачӗ.

Огнянов назвал себя вымышленным именем и выпил за новое знакомство.

XXXV. Хӗл каҫмалли вырӑнта // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех