Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗлӳ сăмах пирĕн базăра пур.
пӗлӳ (тĕпĕ: пӗлӳ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кунта илнӗ пӗлӳ ҫителӗксӗр пек туйӑнчӗ-и?

Куҫарса пулӑш

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Халӗ вӑл Шупашкарти Ф.Павлов ячӗллӗ музыка училищинче ҫамрӑксене пӗлӳ парать тата гитара калама вӗренес кӑмӑллисене уйрӑммӑн пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Виҫсӗмӗр ку енӗпе ятарлӑ пӗлӳ илтӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ҫав тавлашу ҫинчен каярахпа Валерий Петровича хӑйне систертӗм те кӗскен ҫеҫ ҫапла хуравларӗ: «Шалта, амӑш варӗнче чӑмӑртаннӑ чӑн талант пулмасан никам та ӑста ҫыравҫӑ, чӑн-чӑн специалист е вӑйлӑ шухӑшлавҫӑ пулаймасть, - пусӑмлӑн палӑртрӗ вӑл. - Ҫав вӑхӑтрах тарӑн, пахалӑхлӑ пӗлӳ витӗмлӗхӗ кирек камшӑн та капашсӑр пысӑк. Вӑл - ҫыннӑн шухӑшлавне тата аталану анлӑшне вӗҫӗмсӗр ӳсме хускатакан тата тӗртсе пыракан чи хӑватлӑ вӑй».

Куҫарса пулӑш

Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Чылайӑшӗ асӑннӑ укҫа-тенкӗпе усӑ курнӑ: 673 ҫемье пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатнӑ, 19-шӗ ачисем аслӑ вӗренӳ заведенийӗсенче пӗлӳ пухнӑшӑн е ачасене садикре воспитани панӑшӑн тӳленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ача амӑшӗсене - пулӑшу // З.ЯКОВЛЕВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Пӗрремӗш сеанса хӑй пӗлӳ илнӗ Тӑвай шкулӗнче ирттернӗ.

Первый сеанс провел в Янтиковской школе, где сам получал знание.

Сывлӑхне ҫапла ҫирӗплетнӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Ара, ятарлӑ пӗлӳ илменскер хӑйнеевӗр скульптор та, ӳнерҫӗ те, столяр та...

Куҫарса пулӑш

Вӗҫевҫӗ, скульптор, ӳнерҫӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Таҫта та тухса ҫӳретпӗр ачасемпе, хамӑр пултарулӑхпа районти пӗлӳ ҫурчӗсемпе ача садӗнчи арҫын ачасемпе хӗрачасене савӑнтаратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Упа та, слон та — тем те пур кунта! // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Хӗрӗ Ирина ун чухне Шупашкарта аслӑ пӗлӳ илнӗ, пурӑннӑшӑн, вӗреннӗшӗн ашшӗ тӳлесе тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Вӗсенчен пӗри - Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче пӗлӳ пухакан Аня Таборкина 11-мӗш класра вӗренекенскерӗн дневникӗнче «5» тата «4» паллӑсем ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

Олимпиада призерӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Хуҫалӑхра вӑй хуракансенчен чылайӑшӗ ҫак шкултан пӗлӳ илсе пурнӑҫӑн анлӑ ҫулӗ ҫине тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрекене лариччен хура ҫӗре тарпа ҫумалла // Т.НИМАКОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15

Ҫак паллӑ куна уявлама халӑх Ҫӗнӗ Кинчерти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкула пуҫтарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрекене лариччен хура ҫӗре тарпа ҫумалла // Т.НИМАКОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15

Анчах пӗлӳ паракан туризм маршручӗ йӑлана кӗнӗ объектсемпе кӑна чикӗленмӗ.

Куҫарса пулӑш

Пин хут илтиччен... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Пӗр уйрӑмлӑха шута илмеллех: проект ачасене хавхалану-киленӳ кӳрессипе кӑна ҫыхӑнман, пӗлӳ парас тӗллевпе пуҫарнӑ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Пин хут илтиччен... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Ачалӑхри ҫавнашкал турпоходсен вӑхӑтӗнче пӗр пӗлӳ ҫуртне сукмак такӑрлатакансен туслӑхӗ те ҫирӗпленет.

Куҫарса пулӑш

Пин хут илтиччен... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

— Ҫапла, аслӑ пӗлӳ илсен МПУрах аспирантурӑра вӗренме шухӑш пурччӗ /маларах кайса ҫакна калам: вӑхӑт иртсен пурпӗрех наука кандидачӗн диссертацине унтах хӳтӗлерӗм/.

Куҫарса пулӑш

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Вӗсем панӑ пӗлӳ малашнехи ҫула хывма пулӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Шкулӑн илӗртӳлӗхне ӳстермелле, урӑхла каласан, ашшӗ-амӑшӗ ачисене кунта илсе килтӗр тесен условисем туса памалла: классене профильсемпе уйӑрса вӗрентмелле, ача-пӑча искусство шкулӗн ӳнер уйрӑмне йӗркелемелле, вӗсем классенчех пулӗҫ, ҫапла майпа ачасем уроксем хыҫҫӑн хушма пӗлӳ илме пултарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӳкеҫсен ыйту нумай // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

– Промышленноҫ призводствин аталанӑвӗ ҫитӗнекен ӑру пахалӑхлӑ пӗлӳ илнинчен нумай килет.

Куҫарса пулӑш

Кӳкеҫсен ыйту нумай // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Вӗрентӳ тытӑмне ҫакнашкал хаклани унтан студентсем те тивӗҫлӗ пӗлӳ илсе тухнине пӗлтерет ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Яшсемпе хӗрсем – акӑ пирӗн пуянлӑх // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех