Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ир сăмах пирĕн базăра пур.
Ир (тĕпĕ: ир) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ир тӗлне вӑл каштах лӑпланнӑ, вара хӑйӗн юлашки шанчӑкне пӗтерес мар тесе шутланӑ.

К утру ей стало немного легче, и она решила не лишать себя последней надежды.

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Шӑтӑксем чавса пытарнӑ тырра шыраса ҫӳренӗ хыҫҫӑн Иван ир кӳлӗм киле таврӑннӑ та, кӑшт ҫывӑрса илсен, каллех «контрӑна тустарма» тухса кайнӑ.

Под утро Иван возвращался из очередного похода по дворам, где шли поиски зарытого в ямы хлеба, и, поспав немного, снова отправлялся «ворошить контру».

16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Каҫхи ӗҫ — ир кулли, тенӗ ваттисем…

Утро вечера мудренее…

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Мӗн те пулин шӑршланӑ пек, сывлӑша пысӑк сӑмса шӑтӑкӗсемпе туртса, мӑкӑр ҫамки ҫине ир кӑвакарнӑ хӗрлӗ ҫӳҫӗн кӑтрисене кӑларса, Дымшаков кепкине вӑрт хывса пӑрахрӗ те, вӗсем Корнейпе темиҫе ҫул мар, пӗр икӗ-виҫӗ кун ҫеҫ курман пек лӑпкӑн сӑмах хушрӗ:

Втянув крупными ноздрями воздух, как бы принюхиваясь к чему-то, Дымшаков бросил наотмашь кепку, выпустив на бугристый лоб рыжие, рано поседевшие кудри, и сказал с будничным спокойствием, точно они не виделись с Корнеем не несколько лет, а каких-нибудь два-три дня:

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Апла пулин те, ҫуркуннесенче тункатасенчен хӑрма пӗлмен ҫамрӑк хунавсем ашкӑрса тухаҫҫӗ те пӗр-икӗ ҫул майӗпен ӳсеҫҫӗ, унтан каллех Алешка кати ҫу кунӗсенче сарлака туратлӑ ҫутӑ симӗс тум тӑхӑнать, кӗркуннесенче ылтӑн тӗслӗ эрешӗсемпе, ир енне ӳкнӗ тӑм хӗмлентернӗ капӑр юман ҫулҫисен хӗрлӗ ҫулӑмӗпе йӑлкӑшать.

Но от коренастых пней весною выметываются живучие молодые побеги, год-два неприметного роста, и снова Алешкин перелесок летом — в малахитовой зелени распростертых ветвей, осенью — как в золотой кольчуге, в червонном зареве зажженных утренниками резных дубовых листьев.

LXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ир пуҫламарӑр-и каллех офицерсене персе вӗлерме?

А не рано вы опять начали офицеров постреливать?

LVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Мӗн пит ир выртрӑр?

— Чего это вы так рано улеглись?

LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Мужиксем ир тӑма ӳркенеҫҫӗ вӗсем, кӑнтӑрлахи апат та, тен, унтах ҫиеҫҫӗ, хохолсен чӑххисене ӑшаласа сӑйланаҫҫӗ пулӗ-ха.

Мужики — они ленивые рано вставать, небось, досе полуднуют, хохлачьих курей варют-жарют.

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӑйсен хушшинчи ҫавӑн пек нихҫан пулман сивӗ ютшӑнун сӑлтавӗсем пирки халех пӗлме ир тесе, Григорий те шӑпӑрт шарламӑсӑр ҫӗр каҫрӗ.

Ночь промолчал и Григорий, решив, что лучше пока не допытываться у нее о причинах столь небывалого в их взаимоотношениях холода…

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Анчах ир еннелле, юратуллӑ вӑйӑн вӗри ытамӗнче йӑпанса тӑраннӑ хыҫҫӑн, Григорий, темле пачах хӑйне пырса тивмен япала ҫинчен шухӑшланӑ пек, уррӑн та сӳрӗккӗн шухӑшларӗ:

Но к утру, пресытившись любовной горячностью очередной утехи, Григорий трезво и равнодушно, как о посторонней, думал:

XLII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ир еннелле те, ыттисем хӑсса-сурса пӗтсе, сӗтелсем хушшинче е урайӗнче шинельсемпе е ашӑксемпе кӗптенсе ҫывӑрнӑ вӑхӑтра, вӑл урӑ сӑнлӑ курӑнчӗ, пичӗ ҫеҫ ытларах тӗксӗмленчӗ, куҫӗсем сиввӗнреххӗн пӑхрӗҫ тата, кӑтрарах сӳҫ тӗпекне усӑнтарса, пуҫне аллисемпе хытӑрах хӗскӗчлесе пӑчӑртарӗ.

Даже под утро, когда остальные, выблевавшись, спали за столами и на полу, укрываясь шинелями и попонами, — он сохранял видимость трезвого, только сильнее бледнел и суровел глазами да часто сжимал голову руками, свесив курчеватый чуб.

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӗрлисен батарейи, хирти йӗтем ҫинче маскировка туса, сылтӑм ҫыран хӗрринче пухӑнакан повстанецсем ҫине Крутовскинчен Дон ҫумӗпе кӑнтӑралла кукӑрӑлса кӗрекен ту юппинчен кашни кун ир пуҫласа каҫчен тупӑсемпе персе тӑрса Мускав полкне пулӑшрӗ, унтан Дон леш енче вырнаҫнӑ Елански хуторӗ ҫине снарядсем тӑкма тапратрӗ.

С гористой отножины обдонского отрога, что лежит от Крутовского на юг, красная батарея, маскируясь на полевом гумне, ежедневно с утра до вечера обстреливала скоплявшихся на буграх правобережья повстанцев, поддерживая цепи Московского полка, потом переносила огонь и сеяла его по хутору Еланскому, расположенному по ту сторону Дона.

XXXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ир еннелле вар-улӑхсемпе тип ҫырмасенче шыв тапранчӗ.

К утру заиграли лога и буераки.

XXXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий, вилесем патне лавсем яма хушса, ир ирлеме Христоня патне кайрӗ.

Григорий распорядился посылкой за убитыми подвод, доночевывать ушел к Христоне.

XXXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ир енне казаксене сӑрт тӗмески ҫине илсе тухрӗ.

Поутру вывел казаков на бугор.

XXXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Малтанхи талӑкӗнче, ҫав тери туртас килнипе, Григорий лара-тӑра пӗлми асапланчӗ, ир еннелле ҫӗр урай тӑрӑх хыпашлакаласа, пӗр йӗкӗр ывӑҫ пек типӗ ут тислӗкӗ тупрӗ те аллинче йӑваласа вӗтетрӗ, ҫавна туртса ячӗ.

Григорий ядовито мучился первые сутки и, не выдержав без курева, наутро ползал по земляному полу, собирая в пригоршню сухой конский помет, крошил его в ладонях, курил.

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унӑн хӑйӑр хытса ларнӑ тӗлӗ ҫийӗпе кӗтӗвӗ-кӗтӗвӗпе хура пулӑ ишсе ҫӳрет; ҫӗрлесенче ӑшӑх вырӑнсене ҫӗкӗ апат шыраса тухать, ҫыран хӗрринчи симӗс лӑймака хушшинче сазан мӗкӗлтетет; пӑртаспа шӑла пулӑ кӑртӑшсемпе ырашпӗтрисем хыҫӗнчен хӑвалаҫҫӗ; ҫуйӑн рак хуранӗсем хушшинче мӗшӗлтетет, хушӑран симӗс шыва шӑмпӑлтаттарса пӑлхатать те уйӑх ҫутинче ылтӑн тӗслӗ йӑлтӑркка хӳрине ҫатӑлтаттарса илет, унтан каллех вара, ир енне шыв ҫисе якатнӑ хура карӑш айӗнче ӗнтӗркесе выртас умӗн, мӑнттай ҫамкаллӑ, уссиллӗ пуҫӗпе рак хуранӗсене тӗрткелесе ухтарма каять.

Над песчаным твердым дном стаями пасутся чернопузы; ночью на россыпь выходит жировать стерлядь, ворочается в зеленых прибрежных теремах тины сазан; белесь и суда гоняют за белой рыбой, сом роется в ракушках; взвернет иногда он зеленый клуб воды, покажется под просторным месяцем, шевеля золотым, блестящим правилом, и вновь пойдет расковыривать лобастый усатой головой залежи ракушек, чтобы к утру застыть в полусне где-нибудь в черной обглоданной коряге.

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ир енне вӑл, тиф вӗрилентерсе ҫунтарнипе ним пӗлми-туйми пулса, тӑнсӑр йӑваланса выртрӗ.

К утру он уже валялся без памяти, пожираемый тифозным жаром, кинутый в небытие.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ир еннелле шӑнма пуҫларӗ.

К утру стал зябнуть.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ильинична тул ҫутӑличчен чылай малтан вут хутса ҫунтарчӗ те ир енне ҫӑкӑр пӗҫерсе кӑларчӗ, икӗ хутаҫ сухари типӗтрӗ.

Задолго до света Ильинична затопила печь и к утру уже выпекла хлеб и насушила две сумы сухарей.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех