Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫинчех (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кашни пӳрт ҫинчех антеннӑсем…

Куҫарса пулӑш

Ҫур метрлӑ телей // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 59–61 с.

Ҫак SSD ҫинчех 1627 тенкӗ перекетлерӗм + вӑл ман пата хӑвӑртрах килчӗ!

Куҫарса пулӑш

«Паян сервер валли Samsung SSD туянтӑм...» // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/138

Патакки-наганӗ те, кирлӗ «кодексӗ» те унӑн ҫамки ҫинчех!

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Чӗкеҫ чӗриллӗ мӑшӑру вара, ҫӗр ҫинчех Аслӑ Шуйттан ирӗкне парӑнса мана хур туса пурӑннӑскер, ҫынсем мана кӗл туса пурӑннӑ таса вырӑна лапӑрчӑк-ҫӑвӑнчӑк пухмалли-юхмалли вырӑна ҫавӑрнӑскер, халӗ ҫав шуйттанӑн ирӗксӗр, тамӑкра ҫунакан-пиҫекен чури.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Эх, килте пулсан, ӑшӑ вырӑн ҫинчех ҫаптарӗччӗ, сӑптӑрӗччӗ те-ха вӑл ыйӑха…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ним ҫукран нимӗр тенӗ пек, пустуй ҫинчех юнтарса ларар мар, юрӗ-и? — арӑмӗн куҫӗнчен ачашшӑн пӑхрӗ Ваҫҫа.

Куҫарса пулӑш

Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.

Вӑл пӗчӗк ача пек вырӑнӗ ҫинчех хуҫкаланса, авкаланса илчӗ те урайне ҫӑмӑллӑн сиксе анчӗ, анчах кӑвак чечекле каркӑҫпа карнӑ чӑланта ашшӗпе амӑшӗ ҫурма сасӑпа темӗн ҫинчен, хӗрсех калаҫнине илтсен, ваттисене чӑрмантарас темерӗ, шӑпланчӗ, ҫӗнӗрен ҫемҫе утиял айне кӗрсе выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Каярах килнисем хыҫалта ура ҫинчех майлашӑнса тӑчӗҫ, итлеме лайӑхрах пултӑр тесе, кӳршисене шӑпланма ыйтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫул ҫинчех ҫӗр каҫас килмест.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

— Эпӗ сана пӗтӗм тырӑ перрон ҫинчех юлнине кӑтартасшӑнччӗ.

— Вот я и хотел показать тебе, что весь хлеб остался на перроне.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Виктор ура ҫинчех тӑчӗ.

Виктор остался стоять.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ларасса вӑл пурпӗрех лармарӗ, ура ҫинчех тӑчӗ.

Сесть, однако, он не сел.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Чашӑксем кашни сӗтел ҫинчех вуникшер.

Двенадцать па каждый стол.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Телефону пур сан, сӗтелӳ ҫинчех ларать.

Куҫарса пулӑш

Тӑвансем те пӗр мар… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 53–57 с.

Матви те кравать ҫинчех выртать иккен, пӳрчӗ те хӑй вырӑнӗнчех ларать.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Регентӑн пуҫӗ ҫинчех чуна ҫӳҫентерекен пысӑк картина: тамӑкра ҫылӑхлӑ ҫынсем ҫунаҫҫӗ, вӗсем патнелле хӑрушла пысӑк ҫӗлен икӗ вӗҫлӗ сӑннине тӑсса кармашать, анчах ӑна сӑнчӑрланӑ, унӑн мӑйӗ ҫине Христос ҫара уран пусса тӑнӑ…

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Ан тив, сачӗ сан ҫинчех шутлантӑр, унсӑр мана икӗ участок ҫӗр тытать тесе айӑплама пӑхӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Макарӑн мастерскойӗ Художник ҫуртӗнче пулин те, Натюш пӳлӗмсене куллен тасатса-тирпейлесе тӑрать пулин те, ҫапах кунта художник пурӑнни сисӗнет: стенасем ҫинче кӑранташпа, тушпа ӳкернӗ эскизсем, тӗрлӗрен репродукцисем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ; австракционистсем евӗрлӗ ӳкернӗ «картинӑсем» хушӑран алӑксем ҫинче е чӳрече янаххисем ҫинчех курӑнкалаҫҫӗ — ку вара Кӗҫтукпа Альтук произведенийӗсем.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Нина хваттерне ӑна Нина пур ҫинчех кӗртмерӗҫ, сӑмси умӗнчех калиткене шартлаттарса хупса хучӗҫ…

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ура айӗнче типӗ ҫулҫӑ чӑштӑртатать, чие тӗмӗсем хушшинче хаваслӑ ҫерҫисем чӗвӗлтетеҫҫӗ, — вӗсем турат ҫинчех типсе хуралнӑ ҫырласене яра куна шӗкӗлчесе ӳсӗрӗлнӗ те халӗ пӗр-пӗрне пӳлсех чимлетеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех