Шырав
Шырав ĕçĕ:
Чиновник ӑна: «Ак ҫакнӑ йышӑнмасӑр тӑраймӑр вара», тет те питӗнчен ҫатлаттарать; вӗҫкӗн патак ярса тытать, чиновник ӑна кӑкӑрӗнчен чышать; вӗҫкӗн ӳкет, шавланине илтсе, тарҫӑсем чупса ҫитеҫҫӗ, барин вилӗ выртать, — вӑл ҫӗре питӗ хытӑ персе анса тӑнлавӗпе сӗтел ури айне лартакан тимӗр ҫине ҫапӑннӑ иккен.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пажески корпус хапхинчен иртсен, Марья Алексевна хӑй килелле пынине туйса илчӗ, лавҫӑ тытрӗ те телейлӗн киле ҫитрӗ, алӑк патӗнче хӑйне алӑк уҫса кӗртекен Федьӑна тӳпкесе илчӗ, шкап патне ыткӑнчӗ, шавланине илтсе пуҫне кӑларнӑ Матренӑна хӗнесе илчӗ, каллех шкап патне ыткӑнчӗ, Верочка пӳлӗмне ыткӑнчӗ, тепӗр минутран шкап патне чупса тухрӗ, каллех Верочка пӳлӗмне чупса кайрӗ, унта нумайччен тӑчӗ, унтан вара, вӑрҫа-вӑрҫа, пӳлӗмсем тӑрӑх ҫӳреме пуҫларӗ, анчах ӑна хӗнеме никам та ал айӗнче пулмарӗ: Федя вараланчӑк пусма ҫине тухса тарчӗ, Матрена, Верочка пӳлӗмӗн ҫурӑкӗнчен пӑхрӗ те, Марья Алексевна хӑпарнине курса, питӗ хытӑ тарчӗ, кухньӑна лекеймерӗ, спальнӑна, Марья Алексевна кравачӗ айне, пырса лекрӗ, вара хӑйне вӑрҫмасӑр чӗнсе иличчен ҫавӑнтах выртрӗ, ӑна никам та пырса тӗкӗнмерӗ.
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Кайӑк ӑшӑ вырӑна тапранчӗ, — тесе ассӑн сывлать пӗччен Ҫӑрттан мучи, кайӑк-кӗшӗк ҫӳлте шӑхӑрса шавланине итленӗ май.
XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Пыл хурчӗсен такам пӑлхатнӑ пысӑк ҫемйи шавланине итлеме хӑнӑхнӑ, хӑйӗн ӗҫне лайӑх пӗлекен утарҫӑ пек, Ҫӑрттан халӗ те хайне пит лӑпкӑ тытрӗ.
XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Никам та, нихҫан та, вӑл усал сӑмах каланине, кӑшкӑрашнине, шавланине илтмен; вӑл нихҫан та хушман, яланах ыйтнӑ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Матрос, шавланине пӑхмасӑр, хытӑ кӑшкӑрать:
XLIV. Маёвка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Старик, урайӗнче выртса, шӑрчӑксем чӗриклетнине, хум шавланине, сывӑ мар ҫын йынӑшнине пӗр ҫывӑрмасӑр итлет.Дедушка устроился на земляном полу хибарки и тоже не спал, слушая сверчков, волну и стоны больного.
XVI. «Башеннӑй, пер!» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫырма патне ҫывхарнӑ чух, аякранах эпӗ шавланине, ҫухӑрашнине тата Савельич сассине илтрӗм.Подъезжая к оврагу, услышал я издали шум, крики и голос моего Савельича.
Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Каҫсенче, пурте ҫывӑрса кайсан, вӗсем мӗнле шӑпӑлтатнине итлетӗп эпӗ, вара мана Петька та, ман пекех, ӑҫта та пулин шурӑ кровать ҫинче выртса шухӑша кайнӑн туйӑнать, е, ман пекех, ҫулҫӑ шавланине итлесе выртнӑн туйӑнать.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Княгиня хӑйӗн хӗрне фортепьяно патне кӗртсе лартрӗ, пурте унран мӗн те пулин юрласа парасса кӗтеҫҫӗ, эпӗ нимӗн те шарламарӑм, шавланине пула, Верӑпа пӗрле чӳрече патне кайса тӑтӑм, вӑл мана пире иксӗмӗре те хака тӑракан хыпар пӗлтерӗп, тенӗччӗ…
Майӑн 23-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Спирт шӑрши Алексее инҫетри вӑрманти командирсен столовӑйне, апат умӗн «ӑшӑтмалли нормӑна» панӑ чух савӑнӑҫлӑн шавланине аса илтерчӗ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Аякранах Владимир унта, темле, ахаль чухнехи пек мар шавланине, хыттӑн калаҫнине илтрӗ.
V сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Шавланине илтсе, хуралҫӑсем чупса пыраҫҫӗ те аран-аран ӑна тытса чараҫҫӗ.
II сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Капитан Енакиев нимӗн те чӗнмесӗр инҫетре моторсем шавланине итлесе ларчӗ.Капитан Енакиев молчал, прислушиваясь к отдалённому шуму моторов.
25 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948