Шырав
Шырав ĕçĕ:
Шурӑ ҫӳҫли мӑйӑхӗ вӗҫӗнчен ирӗле пуҫланӑ пӑр шерепине чӗпӗтсе кӑларчӗ те, ӑслӑн та тӑрӑхланӑ пекрех пӑхакан куҫӗпе Кавӗрле мучие чалӑшшӑн сӑхса илчӗ, лӑпкӑн йӑл кулса каларӗ:
Ют юн // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Ют юн. — Тӑван Атӑл, 1965, 3№, 82–91 с.
— Паллах, суранланнӑ вырӑна чӗпӗтсе илчӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Кашни черкке хыҫҫӑн Никита, хӑйӗн типшӗм те шап-шурӑ пӳрнисемпе ҫӑкӑр ҫемҫине чӗпӗтсе илсе, ӑна пыл ҫине пуҫрӗ, унтан ӑна васкамасӑр чӑмларӗ; унӑн тӗксӗм кӑвак, пӗрчӗн-пӗрчӗн татса сайралатнӑ пек курӑнакан сухалӗ чӗтренсе тӑчӗ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ҫӗнӗрен килсе тухакан кун яланах лайӑх: хӗвел пулсан — пурте ҫутӑлса тӑрать; ҫумӑр пулсан — уйрӑмах уҫӑ та таса; ҫулла пулсан — чечек, пыл, утӑ, сӗт шӑрши ҫапать; хӗл пулсан — питҫӑмартипе сӑмсана сивӗ савӑнӑҫлӑн чӗпӗтсе илет.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
— Командир хӑйӗн хӗрлӗ сухалне чӗпӗтсе турткаларӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Сӑн-пит те хӗрелми пулать акӑ, сӑнран пӑхма ҫитӗнсе ҫитнӗ ҫын пек пулатӑп, вӑл вӑхӑталла ӗнтӗ пысӑках мар усси ҫитӗнет, — вӑл тути хӗррисене тин ҫеҫ шӑтма пуҫланӑ мамӑк пек ҫемҫе тӗксене чӗпӗтсе пӑхрӗ.
8 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Хир качакисем, пӑшисем, утӑ капанӗсем патне, чӗпӗтсе ҫиме ял ҫывӑхнех пыраҫҫӗ.Козули и лоси приходят щипать сено из стогов у самой деревни.
Награда // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Хур аҫи Танька ҫине ыткӑнчӗ, ачана юр ҫине ӳкерсе, ҫунаттипе ҫапрӗ, мӑнтӑр питҫӑмартинчен ыратмаллах чӗпӗтсе илчӗ.Гусь наскочил на нее, опрокинул в снег, ударил крылом и больно ущипнул за тугую щеку.
Чӑмӑр Танька пӑр ирӗлтерчӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Ҫак вӑхӑтра вӑл курмарӗ ҫеҫ мар, чӗпӗтсе илнӗ пулсан та, нимӗн те туймастчӗ пулӗ, ахӑртнех.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
— Ку мӗн? — тесе ыйтнӑ вӑл, кӗпе-йӗме пӳрни вӗҫӗпе чӗпӗтсе тытса.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.
Каскӑн ҫил малтанах питрен самай чӗпӗтсе пычӗ, кайран пит хӑнӑхрӗ пулмалла, сивве сисми пулчӗ.Резкий ветер сначала резал мне лицо, но потом оно обветрилось, неприятное ощущение исчезло.
Пулӑҫӑ-ӳхӗ // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 81–83 с.
Ӑна пыл хурчӗсем сырса илнӗ, вӗсене ҫиллентерес мар тесе, Сергей асӑрханса, ҫӑкӑрне чӗпӗтсе ҫиме тытӑнчӗ.
3 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.
Ачасем ҫав самантрах ҫисе ячӗҫ, анчах эпир малашнехи кунсем валли хӑварас тесе чӗпӗтсе кӑна ҫикелерӗмӗр.Ребята сразу всё проглотили, а мы откусывали понемножку, стараясь растянуть удовольствие.
Клава каласа пани // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
А вӑл, мур пуҫӗ, яшт! тӑсӑлса тӑчӗ те, аллине козырек патне тытса, чуна чӗпӗтсе илмелле сасӑпа: « — Мухмӑра уҫма таврӑнтӑм, ваше благородие, унта эрех памаҫҫӗ!» — тет.
Ашшӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Курӑк чӗпӗтсе йӑлӑхса ҫитнӗ те, вӗсем халӗ кӗлте типӗтмелли сарай патне йӑпшӑнса килчӗҫ, тырӑ астивсе пӑхасшӑн.Надоело им щипать траву, они и подобрались к риге, хотели попробовать хлеба.
Тантӑшсем тырӑ кӑшӑлне хураллама пулӑшаҫҫӗ // Николай Резюков. Воронкова, Любовь. Тантӑшсем шкула каяҫҫӗ; вырӑсларан Н.Резюков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 48 с.
— Манӑн ӳт-тире сивӗ хытах чӗпӗтсе илчӗ, — терӗ вӑл хӑй хӑранине пытармасӑр.
6 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Унтан пашалуран пӗчӗк татӑк чӗпӗтсе илчӗ, ун ҫемҫине тӑварпа пӑрӑҫ ҫинче йӑваларӗ те, хӑйне юриех танлӑн тытса, ӑна Аннушкӑн сылтӑм аллине хучӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Воропаевӑн пӑлханнипе хӗрелсе кайнӑ пичӗ чӗпӗтсе кайрӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Ку ыйту унӑн чӗрине пӑчӑртаса лартрӗ, вара, хӑрушӑ япала пуласса кӗтнине чӗринчен майӗпен хӗссе кӑларса, пырне кӳренӳ туйӑмӗ чӗпӗтсе тӑчӗ.
XXV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Пуся, аллине тӑсса, кровать тӗлӗнче ҫакӑнса тӑракан пӗчӗк тӗкӗре илчӗ те, хӑйне, хӑйӗн чӗпӗтсе татса пӗтернӗ ансӑр куҫхаршисене, хура ҫӳҫ кӑтрашкисене, хура куҫтӗкӗсен айӗнчи ҫаврака куҫӗсене, ҫӳхе тутисене, вӗсен хыҫӗнче курӑнакан виҫкӗтеслӗ ҫивӗч шӑлӗсене пӑхма тытӑнчӗ.
VII // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.