Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чарӑнчӗҫ (тĕпĕ: чарӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ачасем шавлама чарӑнчӗҫ те шӑппӑн килӗсене саланчӗҫ.

Мальчишки разом смолкли и нехотя разбрелись по домам.

Паллӑ мар инкек // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӗвел каҫ енне сулӑнсан ҫитсе чарӑнчӗҫ вӗсем ял варрине.

Куҫарса пулӑш

Кавӑн // Григорий Луч. «Капкӑн», 2012. — 12№ — 8–9 с.

Ҫичӗ ҫӗрте урамра Чарӑнчӗҫ туй ҫыннисем: Хирӗҫ тухрӗҫ сӑрапа Хушӑлкари тантӑшсем.

Куҫарса пулӑш

Хушӑлкара // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Ҫамрӑксен сехрине хӑпартнӑ хумсем часах лӑпланчӗҫ, виҫӗ кимми те перевоз баржи патне пырса чарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Лешсем, кӑна илтсе, чарӑнчӗҫ те ун еннелле ҫаврӑнса пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӗрсем Укахвисен умне ҫитсе чарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хан пӳлӗмӗсем патне ҫитсен пурте чарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10. Крымри шӑрӑх ҫанталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тепӗр кунне вӗсем Сӗве хӗрринчи пысӑк яла кӗчӗҫ те пӗр ҫӗмрӗк кӗпер умӗнче чарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6. Сӗве тӑрӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тепӗр самантран сунарҫӑсем тип ҫырма урлӑ тӑсӑлса выртакан хыр йывӑҫҫи умне ҫитсе чарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тепӗр ирхине виҫӗ арҫын тимӗрҫӗ хатӗрӗсене йӑтса вӑрман хӗррине ҫитсе чарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2. Тунсӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кимӗсем майлӑ вырӑн тупса ҫӗр каҫма чарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

17. Палецкий князь // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кирлӗ вӑхӑтра Карамыш ӑна хӑех чӗнтерчӗ — пӗр каҫхине вӗсем юлан утпа хан палати умне ҫитсе чарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

11. Ҫуната вӗҫме сараҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫывӑхрах шӑнкӑрав сасси илтӗнсе кайнӑран мӑрсасем кремльтен тухса пасаралла утма тӑнӑ ҫӗртен чарӑнчӗҫ те хӑйсем патне ҫывхаракан юлан утсен ушкӑнне кӗтме пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10. Тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тӗпсакайӗнче хӑваран хуҫса тӑмпа сӗрсе тунӑ алӑк патӗнче чарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӑваркуҫ. Пурӑнӑҫ шӑпи // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Хӑйсем пурӑнакан ҫурт тӗлне ҫитсен тин чарӑнчӗҫ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Тукайпа ун икӗ тарҫи ваттисем тӗлне ҫитсен тӑпах чарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

18. Сухала хитрешӗн ҫеҫ ӳстермеҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Шӑп кӑна тарҫӑсене утсем йӗнерлеме хушас тенӗ вӑхӑтра мӑрса пӳрчӗ умне икӗ юлан ут сиккипе ҫитсе чарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пеме чарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Соньӑпа Павлуш выляма чарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Хӗрарӑмсен сассине илтсен, арҫынсем политика ҫинчен калаҫма чарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех