Шырав
Шырав ĕçĕ:
«Марат» хытӑран хытӑ кайса пырса, «Некрасов» тата «Зосима» пӑрахутсене хӑваласа ҫитрӗ.«Марат», набирая ход, догонял пароходы «Некрасов» и «Зосима».
8 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
«Мурман» хытӑран хытӑ кайса пырать.
7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Унтан вӗсем арена тавра хытӑран та хытӑрах сиктерсе чупрӗҫ, йӗнер ҫинче шутсӑр меллӗн ташларӗҫ: пӗрре пӗр урине сывлӑшалла ҫӗклеҫҫӗ, тепре — тепӗр урине; ҫак ӗҫсене тума хушаканни арена варринче шӑчӑ тавра уткаласа ҫӳрет, чӑпӑрккине шартлаттарса «хоп-хоп!» тесе кӑшкӑрать, ун хыҫӗнче ҫӳрекен клоун шӳт тӑвать; унтан лешсем пурте йӗвен аврисене ячӗҫ, дамисем аллисене пилӗк ҫине, арҫынӗсем кӑкӑр ҫине хӗреслесе хучӗҫ, лашисем ташла-ташла чӗркуҫленчӗҫ.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Кӗлтӑвакансем хавхаланнӑҫем хавхаланса пыраҫҫӗ, хытӑран хытӑрах юрлаҫҫӗ, юлашкинчен хӑш-пӗрисем йынӑшса ячӗҫ, теприсем макӑрма тытӑнчӗҫ.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Вӑл вара урама сиксе тухрӗ те хытӑран та хытӑ кӑшкӑрчӗ:Выскочил тогда Мальчиш-Кибальчиш на улицу и громко-громко крикнул:
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Акӑ чӗри хытӑран та хытӑ тапма пуҫланине, пит-куҫӗ вӗриленсе, хӗрелсе кайнине, ҫилли йывӑррӑн та мӑнаҫлӑн кӳтсе килнипе пырӗ типсе ларнине Ефимка туйса илчӗ.
Ҫутаттӑр // Олимпиада Таллерова. Гайдар, Аркадий Петрович. Ҫутаттӑр: калав; вырӑсларан О.Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1971. — 44 с.
Музыка хытӑран хытӑ кӗрлерӗ.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Мӗнпур ӳт-пӗвӗпе чӗтресе, Чартков ҫыхха хытӑран та хытӑ чӑмӑртарӗ, анчах часах ура сасси ҫӗнӗрен чаршав патне ҫывхарнине илтрӗ; старик хӑйӗн пӗр ҫыххи ҫитменнине астуса илчӗ пулас.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Вӑл пӗр вырӑнта хӑюсӑр ҫаврӑнкаласа тӑчӗ, пӑлханнипе пырӗ хытӑран та хытӑ шӑхӑрма пуҫларӗ.Он робко топтался на месте и от волнения свистал всё громче и громче.
Инкек музыкант // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 45–72 с.
Виҫӗ сехете яхӑн ӗҫленӗ хыҫҫӑн студент чӗркуҫҫийӗсемпе аллисем, ҫурӑмӗ хытӑран хытӑ ыратма пуҫланиине туйса илчӗ.На исходе третьего часа работы студент почувствовал усиливающуюся боль в коленях, руках, спине.
2 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Донецка халех, пӗр вӑрахламасӑр кайма кирлине ӗненнӗҫем ӗненсе, хытӑран хытӑ кӑшкӑрашрӗ вӑл.Уже кричала она, убеждаясь, что ехать в Донецк надо немедленно.
9 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Халӑх чӗрисем хытӑран хытӑ пӑлханса пынӑ, ҫынсем хытӑран хытӑ хумхана пуҫланӑ; пурте мӗнле те пулсан йӑнӑш пуласран, паршӑсем ҫине халӑх тулнӑ, урӑх лартма ниӑҫта та вырӑн ҫук тесе каласран хӑранӑ.
II // Михаил Акимов. Николай Телешов. Нуша. Михаил Акимов куҫарнӑ. Хусан, 1906. — 19 с.
Мӗн чухлӗ нумай кӗтсе тӑнӑ, ҫавӑн чухлӗ ҫынсен чӗрисем хытӑран хытӑ пӑлханнӑ.Чем дальше, тем сильней овладевало народом нетерпеливое чувство.
II // Михаил Акимов. Николай Телешов. Нуша. Михаил Акимов куҫарнӑ. Хусан, 1906. — 19 с.
Лашасем тапса сикрӗҫ, ҫемҫе рессорӑллӑ тачанка хытӑран хытӑ кайнипе ҫӑмӑл кӑна сиктерсе пыма пуҫларӗ, станицӑран тухрӗҫ.Кони рванули, тачанка закачалась и, набирая скорость, выкатилась за станицу.
XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Хытӑран хытӑ мӗкӗрет бугай.
13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Андрей кунсерен хытӑран та хытӑрах мӑкӑртатса калаҫма пуҫларӗ, ҫакӑ ӑна ытларах ашшӗ евӗрлӗ тӑвать.С каждым днем тот говорил все более шумно и ворчливо, чем очень сильно стал походить на отца.
X // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ҫыннисем те, хӑйсем сисмесӗрех, вӑл хӑйне хӑй мӗнле тыткаланине, вӑл мӗнле пурнӑҫпа пурӑннине кура ӗнтӗ, ӑна хытӑран та хытӑрах шанса, ӗненсе пынӑ.
XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Тӑшмана хирӗҫ хытӑран та хытӑрах тӑраҫҫӗ вӗсем.
I // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Комендатурӑран тухсан, Ерофей Кузьмич пӗтӗм ялӗпе ҫаврӑнса Квейсӑн чи малтанхи хытӑран та хытӑ приказне пӗлтерсе ҫӳрерӗ: мӗнпур йытта халех хапхасем ҫине ҫакса вӗлермелле.
XXI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Хӑй пӗлмесӗрех, крюка хытӑран та хытӑрах ҫатӑрласа тытрӗ вӑл.Сам того не сознавая, он всё крепче и крепче хватался за крюк.
XXV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.