Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хурҫӑ сăмах пирĕн базăра пур.
хурҫӑ (тĕпĕ: хурҫӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсен хӗрелнӗ, савӑнӑҫлӑ пичӗсем чечекленсе тунӑ хурҫӑ рамкӑра ларнӑ пекех курӑнаҫҫӗ.

Словно в рамке из цветов и брони выглядывали их радостные, раскрасневшиеся лица.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Тӗттӗмре вӑл хӗскевӗн хурҫӑ хыпкӑчне хыпашласа тупрӗ те ӑна аллипе ҫавӑрса пушатрӗ, вара каллех Прелл сӗтелӗ патне таврӑнчӗ.

Пошарив в темноте, он нащупал губки тисков и, развинтив их, вернулся па место.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Хурҫӑ ҫункав сассипе янӑрать.

Сталь шлаком звенит.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Хӑй тахҫанах шухӑшласа тупнӑ хурҫӑ шӑл ҫӑрана татах та лайӑхлатма кирлӗ.

Давно придуманный им зубец должен был усовершенствовать замок.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Унӑн тӗлӗнмелле ҫирӗп вӑйне парӑнса пиҫӗ хурҫӑ тек чанклатса авӑнмасть.

Не лязгала сталь, покорная его силе.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Хул-ҫурӑмӗ хурҫӑ пек апла?..

Стальные мускулы?..

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Аякка-аякка илтӗнекен хурҫӑ шавӗпе сунтал ҫумне ҫапӑнакан мӑлатук янӑравӗ пек, Володя Колесниковӑн сасси ҫирӗппӗн, вӑйлӑн, сулӑмлӑн илтӗнет:

Как звон стали, разносящийся широко-широко, как гулкий звон молота о наковальню, размеренно, попадая точно в цель, раздавался голос молотобойца, удар за ударом:

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Пурпӗрех питӗркӗчсене ватма, уҫӑсене ҫӗмӗрме пултаракан, вӗсен хурҫӑ шӑлӗсене хӑйпӑтса, санӑн хурална аяккалла ывӑтакан алӑсем тупӑнаҫҫех!

— Найдутся руки, что сорвут затворы, сломают зубец, снимут твою стражу!

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Питӗркӗҫе хурҫӑ шӑл сыхласа тӑрать, шӑп хӑйне юракан уҫӑсӑр ӑна никам та уҫаймасть!

На страже стоит зубец затвора!

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Хурҫӑ шӑл.

— Стальной зубец.

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Хурҫӑ пек ҫирӗп пул, Кураев юлташ, — хаваслантарчӗ мана пуҫлӑх.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫлӗ ҫын // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 3–4 с.

Вӑйлӑ вутра шӑратнӑ хурҫӑ ҫирӗп пулать.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Такама хыттӑн чӗннӗ пек, такама асӑнса ҫын ӳлесе макӑрнӑ пек ҫухӑракан шӑпӑрсем хыҫҫӑн кӗсле сасси янкӑр уяр ҫанталӑкра тӳпере тӑри тӗрӗлтетнӗ евӗр, таврара кӗмӗл, йӗс, хурҫӑ хӗлӗхсем пӗрре сыпӑнса тепре чӑнкӑртатса татӑлнӑ евӗр илемлӗн янӑраса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Аллах хӳтӗлетӗр сана гяурсенчен, ҫак панцирь пирӗшти пек сыхлатӑр, — терӗ регентша хурҫӑ кӗпене хӑех тӳмелесе ярса.

Куҫарса пулӑш

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Йӑмрана хурҫӑ пралукран явса тунӑ троспа кӑкӗнчен ҫавӑрса ҫыхрӗ, тракторӗпе майӗпен турттарчӗ те, йӑмра ҫырма тӗпне йӑшӑлл! ҫеҫ анса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр йӑмра // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 47–48 с.

Ҫулсенче пулсан та Анатолий Иванович «хурҫӑ утпа» уйрӑлма шутламасть-ха.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫре хастар Беловсем // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/10/07/ec%d1%80%d0 ... %b5%d0%bc/

Ирех тӑрать, тумланать, Нарспи ӗҫе тытӑнать: Е пурҫӑн ҫип илет те Юрла-юрла тӗрӗ тӑвать; Е ҫӗлеме ларать те, Ҫӗвви шӑрҫа пек пулать — Сӳс хӳреллӗ хурҫӑ йытӑ Пӗр кӗрет те пӗр тухать; Е пир тӗртме ларать те Вылянтарать ӑсине; Е хултӑрчӑ тытать те Ҫипне тиет ҫӗррине; Е сак ҫинчи кушакӗ Питне ҫӑва пуҫласан, Апат хатӗр хӑнашӑн Алли-ури ҫӑмӑлран…

Куҫарса пулӑш

Сарӑ хӗр // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Кӗрешӳ пӗр самант хушшинче вӗҫленчӗ — Галимджан чӗркуҫҫине хутлатрӗ, аялалла анчӗ, Мӗтри ҫӗклесе илме тытӑнтӑр тесе ун айнерех кӗчӗ, Мӗтри ӑна пӗтӗм вӑйран ҫӗклесе илме тӑчӗ, анчах кӑшт каярах юлчӗ те, Галимджанӑн хурҫӑ пек карӑннӑ аллисем ӑна хӑйне ҫӳле ҫӗклесе ҫӗрелле тӑрслаттарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

«Хурҫӑ пек ҫирӗп шанчӑк, — тет вӑл ҫавӑнтах.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ҫитет! — терӗ юлашкинчен Северьян Ахтупайӑн хурҫӑ пек ҫирӗп аллисене аран-аран вӗҫертсе.

Куҫарса пулӑш

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех