Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑрӑшнӑ (тĕпĕ: тӑрӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сӑмаха ҫивӗчлетсе калама тӑрӑшнӑ чух кӑштах чӑн пулманнине хушса хурасси те пулкалать.

Когда очень хочешь сострить, иной раз поневоле приврешь.

XVII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

«Кунта пурте кирлӗ, анчах эсир ачасем ҫинчен калани, паллах, уйрӑм тимлӗх кирлӗ. Пирӗн СВО боецӗсен ачисене хӑвӑр ачӑрсемшӗн тӑрӑшнӑ пек тимлӗ пулмалла», - палӑртнӑ Путин Кабардино-Балкарин ертӳҫипе Казбек Коковпа тӗл пулнӑ чухне.

«Здесь всё важно, но то, что вы сказали про детей, — это особое внимание, конечно. К детям наших ребят нужно проявлять особое внимание и заботу о них, как о своих собственных», — отметил Путин во время встречи с руководителем Кабардино-Балкарии Казбеком Коковым.

Путин СВО боецӗсен ачисемшӗн уйрӑмах тӑрӑшма хушнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... hn-3492192

Боецсен ачисене уйрӑмах тимлемелле, вӗсемшӗн хӑвар ачӑрсемшӗн тӑрӑшнӑ пекех тӑрӑшмалла, тенӗ.

К детям бойцов СВО следует проявлять особое внимание и заботиться о них так же, как о собственных.

Путин СВО боецӗсен ачисемшӗн уйрӑмах тӑрӑшма хушнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... hn-3492192

Пӗтӗмпех ҫынсене усӑ курма меллӗ те хӑтлӑ пултӑр тесе тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Этнобиблиотека ӗҫлеме пикенчӗ // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/10/20/%d1%8d%d1%8 ... %87%d3%97/

Минигали Шаймуратов сирӗн пекех, ахаль каччӑ пулса ӳснӗ, анчах яланах нумай тӑрӑшнӑ, ҫине тӑрса хӑйӗн тӗллевӗ патне – Тӑван ҫӗршывӑн шанчӑклӑ патриочӗ, унӑн паттӑр хӳтӗлевҫи пулма тӑрӑшнӑ, - палӑртнӑ Радий Хабиров.

Минигали Шаймуратов, как и все вы, рос oбычным парнем, но всегда много трудился и упoрно шёл к своей цели – стать верным патриотoм своей Родины, мужественным её защитникoм, — отметил Радий Хабирoв.

Республика кунӗнче 905 шкул ачине "шаймуратовецсене" халалланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... an-3475773

Антарктидӑна пӗлме тӑрӑшнӑ ҫынсен пысӑк йывӑрлӑхсене ҫӗнтермелле пулнӑ.

Огромные трудности пришлось преодолеть исследователям Антарктиды.

Кӑнтӑр полюсӗ патне кайни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Пӗрисем карапсемпе кайнӑ, теприсем ҫунасене йытӑсем кӳлсе, виҫҫӗмӗшсем сывлӑшра вӗҫсе унта ҫитме тӑрӑшнӑ.

Одни плыли на кораблях, другие пробирались с собачьими упряжками, третьи летели по воздуху.

Ҫурҫӗр полюсӗ патне // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Купецсем пӗр-пӗринчен ӑмӑртса ҫакӑнти пуянлӑхсене хӑйсен аллине ҫавӑрса илме тӑрӑшнӑ.

Купцы друг перед другом старались завладеть находящимися там богатствами.

Ҫӗр тавра малтан ҫӳресе ҫаврӑнни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Анчах та вӑл хӑйне мӗн тери ытларах ӗнентерме тӑрӑшнӑ, горизонт ҫийӗпе чаплӑн та ҫӗнтерӳллӗн ярӑнса пыракан кӗмӗл пӑнча ҫав тери ытларах курчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кунтан — ҫӑлтӑрсем патне! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Юлташсем ҫирӗплетсех калаҫҫӗ: Ольга Алексеевна ӗҫлесе тума тӑрӑшнӑ топлива пекки пулсан, ҫӳлелле ҫӗршер километра хӑпарма май пур.

Куҫарса пулӑш

22. Лукашев хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫа кӗртет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Эпир хамӑр ҫурта ӑшӑрах тума тӑрӑшнӑ чух, урӑхла каласан, юртан пысӑк катӑксем касса кӑларса будка тавра купаланӑ тата ун ҫине пӑрлӑ шывпа сапса хытарнӑ чух вӑл хӑйӗн пултарулӑхне аванах кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Хама урӑхла шухӑшлаттарма тӑрӑшнӑ пулсан та, мана тепӗр чух ҫакӑн пек туйӑнатчӗ: Звягинцев ҫӗнӗ, питӗ кирлӗ ӗҫе, хӑйӗн пурнӑҫӗн тӗп ӗҫне часрах тытӑнасшӑн мар васкать, вӑл темле пысӑк кукӑле валеҫнӗ ҫӗре ӗлкӗресшӗн ҫеҫ васкать — халӗ ун патне пымалли ҫулсем пуриншӗн те уҫӑ пулнӑ-ҫке, вӑхӑтра ӗлкӗреймесен ҫав кукӑле ыттисем унсӑрах ҫисе яма пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Пӗр енчен, куна ӑнланмалла та ӗнтӗ, эсир ҫар ҫынни, ҫавӑнпа та эпир татса пама тӑрӑшнӑ проблемӑсем мӗн тери вӑрттӑн пулнине чухлатӑр.

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл хӑй шухӑшлас теменни, хӑйне Симонюк вӑйпах ӗнентерме тӑрӑшнӑ шухӑшсем, иккӗленнисем тӑрук унӑн пӗтӗм ӑс-тӑнне ҫавӑрса илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Акӑ вӑл урам… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Кашни вӗренекен патне хӑйӗн майне тупма тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Учитель пуласси — чун туртнӑ ӗҫ // Венера КЛЮШНИКОВА. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... tn-3454313

Астӑватӑп, пире никам та хистемен — хамӑр лайӑх вӗренме, ӗҫлеме, мӗнпе те пулин усӑллӑ пулма тӑрӑшнӑ.

Мне помнится, нас никто не заставлял — сами старались хорошо учиться и трудиться, быть в чем-то полезными.

Бухгалтер профессийӗ еткерлӗхпе куҫнӑ // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... -n-3453052

10 класс пӗтернӗ хыҫҫӑнах 1958 ҫулта сельпора, унтан райпора бухгалтерта ӗҫлеме пуҫланӑ, тӑватӑ ҫул райфинотделта экономист пулса тӑрӑшнӑ.

Сразу после окончания 10 класса в 1958 году начала работать в сельпо, потом в райпо бухгалтером, четыре года трудилась экономистом в райфинотделе.

Бухгалтер профессийӗ еткерлӗхпе куҫнӑ // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... -n-3453052

«Коммунизм ялавӗ» хаҫатра, «Илемлӗ литература» альманахра (хальхи «Тӑван Атӑл» журнал), Чӗлхен, литературӑн тата историн ӑслӑлӑхпа тӗпчев институтӗнче тата ытти ҫӗрте тӑрӑшнӑ.

Трудился в газете «Коммунизм ялавӗ», в альманахе «Илемлӗ литература» (нынешний журнал «Тӑван Атал»), в Научно-исследовательском институте языка, литературы и истории, а также в др. местах.

Аркадий Ӗҫхӗл япалисене архива панӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/36140.html

1934-1940 ҫулсенче «Канаш» хаҫатра тӑрӑшнӑ.

В 1934–1940 годах работал в газете «Канаш».

Аркадий Ӗҫхӗл япалисене архива панӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/36140.html

Яваплӑ редактор пулса И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче ӗҫлекен филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Алина Ахвандерова тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртра диалектологи словарӗ кун ҫути курнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/36084.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех