Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

таткине (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Уху! — мӑшлатрӗ Бильдер ункӑпа тӑхлан трубка таткине, вӗренрен ҫыхнӑ кивӗ кавире пӑхкаласа; тата ҫак япаласен хакне танлаштарчӗ ахӑр.

— Угу! — промычал Бильдер, рассматривая обломок свинцовой трубки, железное кольцо и старый веревочный коврик и, по-видимому, сравнивая ценность этих предметов.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Вара вӑл хут таткине пӳрнипе тӗке-тӗке провизире мӗн пуррине тӗплӗн шутласа пачӗ.

И он тщательно, упираясь пальцем в бумажку, перечислил всю наличность провизии.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

— Эпӗ пӗтӗмпех ҫырса пынӑ, — терӗ вӑл хуралса пӗтнӗ хут таткине кӑларса.

— Я все записал, — сказал он, доставая засаленную бумажку.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Унтан конвоир панӑ ҫӑкӑр таткине ҫитерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Грэй хут таткине сӗтел сунтӑхне чиксе хучӗ, вахтӑри матроса шӑхӑрса чӗнчӗ те ӑна Пантен патне ячӗ.

Грэй положил бумажку в стол, свистнул вахтенного и послал за Пантеном.

V. Хатӗрленӳ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Грэй хут таткине уҫрӗ; унта ишӗлсе анасла хӳмене аса илтерекен чертежсем тунӑ чух кӑранташ ҫав тери тӗлӗннӗ ахӑр.

Грэй развернул бумажку; карандаш, должно быть, дивился, когда выводил по ней эти чертежи, напоминающие расшатанный забор.

V. Хатӗрленӳ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Пӗррехинче, ялпа хула хушшинчи ҫул ҫӳрев ҫурринче, карҫинккине ирхи апатлӑх чикнӗ кукӑль таткине ҫиме Ассоль ҫул хӗррине ларчӗ.

Однажды, в середине такого путешествия к городу, девочка присела у дороги съесть кусок пирога, положенного в корзинку на завтрак.

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Юра Аля ҫырнӑ хут таткине чӑмӑртаса карҫинккана печӗ.

Куҫарса пулӑш

Адвокат ӗҫе пуҫӑнать // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Алӑк хушшине хӗстернӗ хут таткине курсан тин хӑй паян кӑнтӑрлахи апата Аля патне пыма шантарнине аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Адвокат ӗҫе пуҫӑнать // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Сӑмахлӑ аш таткине вӗсенчен пӗри те тӗкӗнмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Хут таткине куҫран чылай аякка тытса, — сӑмах хыҫҫӑн сӑмах уйӑркаласа илсе, вуласа тухрӗ…

Отнеся листочек далеко от глаз, — слово за словом — прочел…

2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Вӑл вараланнӑ хут таткине чернильнӑй карандашпа ҫырнӑскерне, сӗтел ҫине хурса кӑштах сӑтӑрса якатрӗ.

Он разгладил на столе запачканный листочек, исписанный чернильным карандашом.

2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Ҫырнӑ хучӗсене малалла вуласа, — вӑл ҫӑкӑр таткине хуҫа-хуҫа иле пуҫларӗ.

Продолжая читать, — отламывал от куска.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Тӗрлӗ япаласем тӗлӗшӗпе пулакан тавлашусем пирки, сӑмахран, — ӳт-тир ҫӑкӑр пулма, е ҫӑкӑр ӳт-тир пулма пултарать-и, мӗн авантарах: патак таткине чуптуни е ҫав патак таткине ҫунакан вутта пӑрахни, ҫыннӑн ҫири тумтирӗ мӗнле: хура, шурӑ, хӗрлӗ е тата кӑвак тӗслӗ пулмалла-и, — ҫак ыйтусем пирки пулнӑ тавлашусем тӗлӗшӗпе нумай миллион ҫын пӗтнӗ.

Споры о том, является ли тело хлебом или хлеб телом; что лучше: целовать кусок дерева или бросать его в огонь; какого цвета должна быть верхняя одежда: черного, белого, красного или серого, и так далее, — стоили многих миллионов человеческих жизней.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Лаша ҫак какай таткине ехуне пачӗ, лешӗ вара ӑна ӗмӗтсӗрленсех ҫисе ячӗ.

Лошак бросил мясо еху, и животное сожрало его.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Темӗнле патмар каччӑ хӑрах ури ҫинче сиккелесе, хӗрачасен кӗрен кӗленче таткине «рая» тапса кӗртре те, хулпуҫҫийӗсене сиктеркелесе, малалла утрӗ.

Какой-то здоровенный парень, подпрыгивая на одной ноге, быстренько загнал их розовую звенящую черепицу в «рай» и пошел дальше, раскачивая плечами.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Ак, ҫав мӗскӗн хут таткине урайне вӑркӑнтарса, ура ҫине сиксе тӑрӗ те коридора Милӑна хирӗҫ тухӗ, ӑна хирӗҫ утӗ, ма тесен, вӑл — унӑн амӑшӗ, вӑл, хӑй чӗрӗ чух…

Отбросит от себя эту ничтожную бумажонку, встанет и выйдет в коридор навстречу Милочке, просто выйдет и пойдет навстречу, потому что пока она мать и пока она жива…

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Алӑ айне пулнӑ хут таткине лӳчӗркет вӑл, унтан, ӑна ҫиллессӗн тӑваткал хуҫлатса, якатма пуҫлать.

Она мнет первую подвернувшуюся под руку бумажку и снова принимается разглаживать ее, резко, остро складывая в квадрат.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

— Шагалов вара юлашки ҫӑкӑр таткине те ҫынна парӗ.

— Шагалов, надо думать, поделится и последним куском.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Анчах пралукӗ — ҫинҫе, Лёня — йӗркене пӗлекен ача, ҫавӑнпа вӑл калаҫма чӑрмантаракан пралук таткине сурса кӑларать те ӑнлантарнӑ пек калать:

Но проволока тонка, а Ленька воспитанный мальчик, поэтому он выплевывает огрызок проволоки, мешавший ему говорить, и объясняет:

Иккӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех