Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

службӑра (тĕпĕ: служба) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пирӗн округра пурӑнакансем аякра службӑра тӑракансене апат-ҫимӗҫпе, ӑшӑ тумтирпе ҫеҫ мар, тата ытти япаласемпе те пулӑшнӑ, пулӑшаҫҫӗ те.

Куҫарса пулӑш

Хамӑрӑннисене нихӑҫан та пӑрахмӑпӑр // М.Прохорова. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d1%85%d0%b ... %91%d1%80/

Унта службӑра тӑракансен, мобилизаципе кайнӑ ҫынсен, хамӑрӑн ентешсен пурнӑҫӗпе округра пурӑнакансем интересленсех тӑраҫҫӗ, вӗсем пирки пӑшӑрханаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хамӑрӑннисене нихӑҫан та пӑрахмӑпӑр // М.Прохорова. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d1%85%d0%b ... %91%d1%80/

Вӗсенчен Леонид — радио механикӗ, Вадимпа Анатолий — шоферсем, Коля, чугун ҫул техникумӗ пӗтернӗскер, Совет Ҫарӗнче службӑра тӑрать, Ира ача садӗнчи аслӑ повар, Нина — бухгалтер, кӗҫӗн хӗрӗсем те вӗренеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Амӑшӗ // Макар Хури. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 93–94 с.

Унпа пӗрле службӑра пулнӑ Александр Тимофеевӑн пурнӑҫӗ синкерлӗ килсе тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӗсем Сталинграда хӳтӗленӗ // Николай АЛЕКСЕЕВ. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d0%b2e%d1% ... b5%d0%bde/

Ҫак подразделени йышӗнче вӑл вӑрҫӑ вӗҫленичченех службӑра тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӗсем Сталинграда хӳтӗленӗ // Николай АЛЕКСЕЕВ. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d0%b2e%d1% ... b5%d0%bde/

Икӗ ҫул Байкал тӑрӑхӗнчи ҫар округӗнче службӑра пулнӑ хыҫҫӑн каллех ҫак предприятиех таврӑнать.

Куҫарса пулӑш

Яланах яваплӑха туйса ӗҫленӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/01/20/%d1%8f%d0%b ... b5%d0%bde/

Ӑмӑртусенче вара ҫак ҫӑмӑл мар службӑра тимлекенсем хӑйсене тӗрӗслеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Спортӑн тӗрлӗ тӗсӗнче маттур // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikhttp://putpobe ... -slet-nche

Герасимовсен кӗҫӗн ывӑлӗ, Валерий, Кӑнтӑр федераллӑ округра мотострелоксен полкӗнче службӑра тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑрлӑхсем ҫирӗплӗхе вӗрентнӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11308-jy ... he-v-rentn

Ҫулталӑк ҫурӑ тӑсӑлнӑ службӑра Владимирӑн та пурнӑҫшӑн хӑрушӑ рейдсене сахал мар хутшӑнма лекнӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑрлӑхсем ҫирӗплӗхе вӗрентнӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11308-jy ... he-v-rentn

Владимирӑн Файзабад хулинче, мотострелоксен полкӗн танк ротинче, службӑра тӑма тивет.

Куҫарса пулӑш

Йывӑрлӑхсем ҫирӗплӗхе вӗрентнӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11308-jy ... he-v-rentn

Ҫавӑн пекех «Атӑл» ҫыхӑну батальонӗнче службӑра тӑракансемшӗн – 0,1%, бюджет учрежденийӗн вӑрман ӗрчетекен тата хатӗрлекен сферинче тӑрӑшакансем валли – 0,5%, ҫӑмӑллӑх ҫак сферӑри ҫамрӑк специалистсене те пырса тивет – 0,1%», – палӑртнӑ министр.

Куҫарса пулӑш

«Ял ипотеки» пулӑшать // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11309-ya ... i-pul-shat

Салтакра службӑра тӑракансене те мобилизаци пырса тивмест – вӗсем Раҫҫей территорийӗнчех хӑйсен тивӗҫне пурнӑҫлӗҫ».

Куҫарса пулӑш

Патриотлӑх, пӗрлӗх кирлӗ... // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11360-pa ... rl-kh-kirl

«Байконур» космодромра службӑра тӑнӑранпа 50 ҫул ытла иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чун ҫирӗплӗхне туптанӑ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11390-ch ... hne-tuptan

Кашни ҫулах октябрӗн 4-мӗшӗнче Космос ҫарӗсенче службӑра тӑракансем хӑйсен професси уявне паллӑ тӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чун ҫирӗплӗхне туптанӑ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11390-ch ... hne-tuptan

Сӑмах май, Юрийӗн ашшӗ те - Геннадий Иванович - ракета ҫарӗсенчех Анат Тагилта службӑра тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗслӗх кӑтартакансен йышӗнче // Николай ВАСИЛЬЕВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11891-t- ... -jysh-nche

Германире службӑра тӑнисен районти организацийӗн ертӳҫи Анатолий Васильев вара кӑтартуллӑ ӗҫшӗн Хисеп паллине тивӗҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чи хастаррисен йышӗнче // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11511-ch ... -jysh-nche

Чи хастаррисенчен пӗрисем - хӑй вӑхӑтӗнче Германире службӑра тӑнисен пӗрлешӗвӗ.

Куҫарса пулӑш

Чи хастаррисен йышӗнче // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11511-ch ... -jysh-nche

Пӑхӑр-ха, мӗнле илемлӗ торт пӗҫерсе хатӗрленӗ полици капитанӗ хӑйӗнпе пӗр службӑра тимлекенсене халалласа.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫтешӗсене пылак парнепе саламланӑ // Лилия ЗАБИРОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11515-ct ... e-salamlan

Санран пытармастӑп, ҫавӑнта службӑра тӑратӑп.

Куҫарса пулӑш

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тукай вырӑс патшисем хӑйсем патӗнче службӑра тӑракан тутар ханӗсемпе вӗсен ывӑлӗсене юп курнине тахҫанах асӑрханӑ.

Куҫарса пулӑш

7. Атӑл тӑрӑх — тӑвалла // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех