Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пурлӑх сăмах пирĕн базăра пур.
пурлӑх (тĕпĕ: пурлӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапла ӗнтӗ, пурлӑх та пуянлӑх тесен, крючникре ӗҫлемесен те ҫителӗклӗ вӗсен.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Археологсем тӗпчев ӗҫӗсем ирттернӗ чухне ҫӳп-ҫап шӑтӑкӗсене чи ӑнӑҫлӑ вырӑнсем тесе шутлаҫҫӗ, унта наукӑшӑн чи кӑсӑк япаласене асӑрхаҫҫӗ; саманасен тапхӑрне палӑртакан, ҫынсен кулленхи пурнӑҫ йӑли-йӗркине, пурлӑх шайне ҫирӗплетсе паракан артефактсем тупаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Вычет виҫи пурлӑх хакне кура унӑн 50-90% чухлӗ пулӗ.

Куҫарса пулӑш

50% — сахал-и е нумай-и? // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/50-sahal-i-e-numay-i

Умра — хумлӑн-хумлӑн вӗҫӗ-хӗррисӗр юхакан, ҫӗр-ҫӗр хулапа яла шывпа тивӗҫтерекен, пӑрахут та кимӗсене «ҫӗклесе ҫӳрекен», ҫынсене пурлӑх та телей, илем те вӑй-хал кӳрекен-паракан, виҫсе илейми инҫӗше васкакан Атӑл!

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Ырлӑх та пурлӑх пултӑр сирӗн Осип Алексеевич Алексеев!

Куҫарса пулӑш

Осип Алексеев // Юлия Силэм. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 3–4 с.

Асӑннӑ проекта пирӗн район та хутшӑнассине пӗлсенех эпир кун пирки район администрацийӗн экономика, пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен пай начальникӗнчен Алина Ярабаеваран тӗплӗнрех ыйтса пӗлес терӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Хӑтлӑ вырӑнта пурӑнма та лайӑх // Н.МИДАКОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/1108- ... -ta-laj-kh

Ҫӗр айӗнче пӗр-пӗр усӑллӑ пурлӑх пит нумай выртакан сий тупсан, шахтӑсем чаваҫҫӗ, заводсем лартаҫҫӗ.

Найдут пласт, богатый каким-нибудь полезным ископаемым, — строят шахты и заводы.

Кавказри хуҫалӑх строительстви // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

— Эпӗ ҫавӑн чухлӗ пурлӑх хуҫи-ҫке-ха.

— Распоряжаюсь ими, — ответил делец.

XIII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Вӗсем ҫӗнӗ технологисем туса хатӗрлессипе тӳрремӗнех ӗҫченӗсен ӗҫ укҫипе, ҫавӑн пек тӗпчевсемпе ҫыхӑннӑ пурлӑх тӑкакӗсемпе, Раҫҫей производствин чӗр таварӗпе материалӗсем туянассипе, продукцин опытлӑ партийӗсем туса хурассипе усӑ курма пултараҫҫӗ.

Они могут быть использованы на оплату труда сотрудников, непосредственно занятых в разработке новых технологий, материальные затраты, связанные с такими исследованиями, закупку сырья и материалов российского производства, создание опытных партий продукции.

Раҫҫей правительстви водород производствин ҫӗнӗ технологийӗсене тума пулӑшать // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... at-3477181

Пӗлессӗр килет пулсан, леш куртка вӑл — манӑн пӗрремӗш лайӑх япала, эп ӑна комиссионкӑра илнӗ, анчах унччен манӑн пӗтем пурлӑх — икӗ брюки те пӗр пиншак ҫеҫ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

17. И. Иванов // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Шӑпах халӗ куҫман пурлӑх е машина туянма пулать.

Как раз сейчас можно приобрести недвижимость и автомобиль.

36-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Налог органӗсенче ӗҫлекенсем граждансене пурлӑх налогӗсене тӳлесси тата уйрӑм ҫынсен тупӑшӗнчен илекен (НДФЛ) налогсем пирки калакан хыпарсене «Госуслуги» портал урлӑ илмелли ҫӗнӗ функципе ҫыхӑнтарма пулӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Налогсем пирки «Госуслуги» портал урлӑ хыпарлӗҫ» // Надежда Родионова. https://ursassi.ru/news/novosti/2023-09- ... rl-3416214

Мероприяти вӑхӑтӗнче налог тӳлекен 13 пин ытла ҫын пурлӑх налогӗсене тӳлесси тата уйрӑм ҫынсен тупӑшӗнчен илекен (НДФЛ) налогсем пирки асӑрхаттаракан хыпарсене «Госуслуги» портал урлӑ илмелли ҫӗнӗ функципе ҫыхӑнтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Налогсем пирки «Госуслуги» портал урлӑ хыпарлӗҫ» // Надежда Родионова. https://ursassi.ru/news/novosti/2023-09- ... rl-3416214

Августӑн 30-мӗшӗнче Уфара предпринимательлӗх ӗҫӗ-хӗлне пурнӑҫлама ҫӗрпе пурлӑх хутшӑнӑвӗсен ыйтӑвӗсене халалланӑ конференци пулать.

30 августа в Уфе состоится конференция, посвященная вопросам земельно-имущественных отношений для ведения предпринимательской деятельности.

Уфара бизнес валли ҫӗрпе пурлӑх ыйтӑвӗсемпе конференци иртет // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... et-3404486

Кадрсем ҫителӗклӗ, вӗренӳпе воспитанин пурлӑх никӗсӗ ҫирӗп, хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗсемпе татса памалли ҫук, пӗтӗм ӗҫчен медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухнӑ…

Куҫарса пулӑш

Пуррине упрама пӗлни паха // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2023/08/11/%d0%bf%d1%8 ... %85%d0%b0/

Пурлӑх никӗсне тӑтӑшах ҫӗнетсе пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӳсӗмсен вӑрттӑнлӑхӗ – ҫӗнӗлӗхсене алла илнинче // Светлана АНАТОЛЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/08/11/y%d1%81e%d0 ... %bd%d1%87/

Предприяти директорӗ Ильдус Хайбуллин 2019 ҫултанпа пурлӑх базине ҫирӗплетес шайра виҫӗ блокпа-модуль котельнӑйӗ туса лартни, 16 единица техника тата тӗрлӗ хатӗр-хӗтӗр, ҫав шутра республика программисем тӑрӑх та, туянни ҫинчен каласа панӑ.

Директoр предприятия Ильдус Хайбуллин рассказал, что с 2019 года в рамках укрепления материальной базы пoстроили три блочно-модульных кoтельных, приобрели 16 единиц техники и различное навесное обoрудование, в том числе по республиканским прoграммам.

Радий Хабиров "Стерлибашевский Жилкомсервис" коммуналлӑ предприятие ҫитсе курнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/-kh-l/2023-0 ... rn-3380767

Культурӑллӑ строительствӑна туллин пурнӑҫа кӗртсе пыни пурлӑх тата ӑс-тӑн культуринче чӑн-чӑн пуянлӑхсем туса хатӗрлеме, ҫӗнӗ, коммунизмла шухӑш-кӑмӑллӑ ҫынсем ӳстерессине вӑйлатма, ӗҫ ҫыннисен творчествӑлла активлӑхне нихҫанхинчен те ҫӳлти пусӑма хӑпартма пулӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Культурӑн пурлӑх никӗсне малалла хӑватлӑн аталантарас тӗлӗшпе КПСС Программи ҫак ӗҫсене тума палӑртать:

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Ҫапла вара, обществӑ членӗсемшӗн кашниншӗнех творчествӑлла ӗҫлеме тата вӗренме лайӑх майсем уҫӑлаҫҫӗ; ҫак кирлӗ ӗҫре халӑх пурнӑҫне пурлӑх тӗлӗшӗнчен лайӑхлатса пыни, ӗҫ кунӗ кӗскелни, ҫынсен пурнӑҫӗпе йӑла условийӗсене ҫултан-ҫул лайӑхлатни питех те пысӑк вырӑн йышӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех